Поиск
Шырав ĕçĕ:
Йышлӑ хыпарҫӑсем-акакансем, вӗҫе-вӗҫӗн тӑрса, Болгари кӑмӑлӗн хирне сухаласа, наци чысне упраттаракан вӑрлӑха акма тытӑнчӗҫ.
XVI. Ӳсӗрӗлнӗ халӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫур пин теҫеттине яхӑн лайӑх ҫӗре ӗмӗр-ӗмер ни сухалама, ни акма юрамалла мар тӑварласа хунӑ.Почти полтысячи десятин доброй земли засолил так, что ни пахать, ни сеять на ней извеку нельзя.
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кунашкал сухалас пулсан, кукурузӑна пукрав тӗлнелле тин акма тивет.Ежели так будем пахать, к Покрову прийдется кукурузку-то сеять.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Анчах кам ыран акма тухмасть, ҫавӑн ҫӗрне эпир колхоз валли туртса илетпӗр те хамӑр акса хӑваратпӑр!Но кто не поедет завтра сеять, у того мы — колхоз — землю заберем и сами засеем!
35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Анчах ыран акӑ тырӑ акма тухатпӑр пулсан, унта эсӗ начар ӗҫлесен, ун чухне вара эпӗ сана лайӑхах ҫунтарса илетӗп, ҫавна пӗлсех тӑр!
35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫынсем акӑ, хӑйсен чунӗсенчи харпӑрлӑх туйӑмӗ икӗ уран тӑрса хирӗҫнине пула тырӑ акма тухмасӑр тӑраҫҫӗ…Вот не едут люди сеять через то, что собственность в них на дыбки встала…
34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Кам сана акма памасть-ха?
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Сана акма памастпӑр-им-ха?
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Мӗншӗн пире акма памастӑн!
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Акма та нимӗн тӑрса юлмасть!
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Халӗ унта колхозран ушкӑнӗ-ушкӑнӗпех тухаҫҫӗ, тырӑ акма та тин ҫеҫ тытӑннӑ.Там сейчас — массовые выходы из колхоза, к севу только что приступили.
32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Районта, вырӑнӗ-вырӑнӗпе, ҫӗр типсе ҫитнӗ пулин те, акма пуҫламан-ха; хӑшпӗр ял Совечӗсенче вӑрлӑх фондне пухса ҫитереймен, Войсковой ял Советӗнче те малтан колхозник пулнӑ хресченсем вӑрлӑхлӑх тырра пӗтӗмпех килӗсене илсе кайса пӗтернӗ, Ольховатскинче колхоз правленийӗ вӑрлӑха колхозран тухнисене хӑех салатса панӑ.
32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Бригада ҫӗре пучахлӑ тырӑсем акма сухаласа хатӗрлет.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Акма тухма чӗреслетсе ҫӑвакан ҫумӑрсем ҫеҫ чарса тӑчӗҫ.
30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Стариксенчен нумайӑшӗ тырӑ акма, сухалама, сӳрелеме кӑмӑлтанах килӗшрӗҫ.Большинство стариков охотой пошли в бригады садильщиками, плугатарями, бороновальщиками.
30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эсир колхозпа, тен, ҫимӗк иртсен тин акма тытӑнатӑр пулӗ те, пирӗн авӑ халех хире тухмалла.Вы колхозом, может, посля Троицы начнете сеять, а нам надо в поле ехать.
29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Нагульнов список ҫине пӑхрӗ: Банник хушаматне хирӗҫ «1930 ҫулта ҫуртырри акма палӑртнӑ ҫӗр талкӑшӗ» тенӗ графара «6» цифра тӑрать.
24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тӑватӑ миххине Ҫемен пырса пушатрӗ, анчах пиллӗкмӗшӗн анине салтса ярсан, Ушаков ҫакӑн ҫине хурчӑка пекех сиксе ӳкрӗ: — Санӑн аҫу ҫакнашкал вӑрлӑхпа акма хатӗрленнӗччӗ-им-ха вара? — терӗ те, Ҫеменӗн сӑмси умне тӳрех пӗр ывӑҫ хайхи вӑрлӑха ывӑҫласа пырса кӑтартрӗ.
24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Шухӑшланӑччӗ те, нимпе акма та ҫук-ҫке…
24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Епле-ха апла эсӗ, акма та шухӑшламанччӗ-им?