Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Лузгин (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ксени, пушанса юлнӑ клуб тӑрӑх канӑҫсӑррӑн каллӗ-маллӗ утса, аллисемпе пӗрмаях тӑнлавне яра-яра тытнине асӑрхасан, Егорӑн сасартӑк Лузгин патӗнче тӑрас килми пулчӗ те, вӑл Ксени патне пычӗ.

Заметив, как тревожно расхаживает по опустевшему клубу Ксения, вскидывая беспрестанно руки к вискам, Егор вдруг потерял интерес к лежащему на полу Лузги-ну и подошел к ней.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксени хӑраса, мӗн пулнине ӑнланаймасӑр хыҫалалла ҫаврӑнчӗ, ҫав самантрах Аникей Лузгин шӑнӑр туртса хутлатнӑ пек аллисемпе сӗтеле катӑртаттарса хырнине курчӗ.

Ксения испуганно обернулась, еще ничего не понимая, и в ту же минуту увидела, что Аникей Лузгин судорожно скребет руками по столу.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Аникей Ермолаевич Лузгин пирки калас пулсан вара, ман ҫакна йышӑнас пулать: паянхи пухура асӑннӑ тарӑхтаракан фактсем ҫинчен райком пачах та пӗлмен.

Что яге касается лично товарища Лузгина Аникея Ермолаевича, то я должна сознаться, что райкому совершенно не были известны те возмутительные факты, которые вскрылись на сегодняшнем собрании.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Лузгин колхоза хӑйӗн именийӗ туса хунӑ, ҫакӑнпа вӑл ҫынсене пӑсса пурӑнать, ҫынсен колхозри шанчӑкне пӗтерет…

А Лузгин плох тем, что колхоз в свою вотчину превратил, души людские разлагает, веру в колхоз убивает…

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ман шутпа, Лузгин тахҫанах ертсе пыракан пуҫлӑх пулма пӑрахнӑ, халӗ коммунист та мар вӑл, этем те мар…

— Я думаю, что Лузгин давно изжил себя как руководитель, изжил себя как коммунист и даже как человек…

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ыттисем мӗнле, пӗлместӗп, эпӗ сана хурлама пултараймастӑп, — терӗ Лузгин.

— Не знаю, как у других, а у меня претензий к тебе иету, — ответил Лузгин.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пӗрлехи пухусене мӗнле ертсе пымаллипе вӑл тӗплӗн пӗлнӗ пулмалла, мӗншӗн тесен Лузгин чарӑнса трибунӑран та тухма ӗлкӗреймерӗ, Цапкин ура ҫине тӑчӗ те аллине малалла ярт тӑсрӗ.

Видимо, он до тонкостей знал всю процедуру ведения общих собраний, потому что не успел Лузгин замолчать и выбраться из трибуны, как Цапкин поднялся над столом и картинно выбросил вперед руку.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Лузгин доклад тунӑ чухне ун ҫырмалли нимӗн те ҫук ӗнтӗ, анчах вӑл ячӗшӗн сӗтел ҫине пӗшкӗнет те кас-кас тарӑн шухӑша путать, качи пӳрнине чармакласа, тачка кантур кӗнеки ҫине темскер ҫыра-ҫыра хурать.

Писать ему, пока Лузгин делал доклад, было нечего, но он для виду склонялся над столом, глубокомысленно задумывался и, оттопырив мизинец, что-то писал в толстую конторскую книгу.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ӗҫессе вӑл ланклаттарса, васкамасӑр, пӗтӗм зал умӗнче ӗҫет, Лузгин час-часах ун ҫине чалӑшшӑн паха-пӑха илет.

Пил он гулко, врастяжку, на виду у всего зала, и Лузгин то и дело косился на него.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Лузгин хӗрелсе кайрӗ, ун яка хырнӑ пит ҫӑмартисем тӑрӑх тар юха-юха анчӗ, вӑл питне сӑмса тутрипе час-часах шӑла-шӑла илчӗ, цифрӑсем тӗлне ҫитсен такӑна-такӑна, вӗсене ҫӑта-ҫӑта ӑнланмалла мар каласа, малалла вуларӗ.

Он раскраснелся, с его выбритых щек катился пот, он то и дело тыкал комком носового платка в лицо и продолжал читать, часто сбиваясь на цифрах, произнося их невнятно, проглатывая.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кӗтмен ҫӗрте ҫакӑн пек пулни Ксение шалт тӗлӗнтерсе ячӗ, вӑл ку улшӑну мӗнрен килнине пӗлмерӗ — те ҫынсем ывӑнса ҫитнӗ, те Лузгин пӗр саслӑн, ҫывӑрса каймалла, кичем вулани вӗсемшӗн пӗртте кӑсӑклӑ мар.

Ксения была поражена этой внезапной переменой и не знала, чем ее объяснить: то ли усталостью людей, то ли их полным безразличием к тому, о чем монотонно, усыпляюще ровно и бесстрастно докладывал Лузгин.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Акӑ Лузгин ӳсӗрсе илчӗ, хӑйӗн хулӑн тутисене мӑкӑртрӗ, шав чарӑниччен кӗтрӗ те машинкӑпа ҫапнӑ докладне пусӑрӑнкӑллӑн, халӗ ӗнтӗ кулмасӑр-тумасӑр, вулама тытӑнчӗ.

Но вот Лузгин прокашлялся, оттопырил свои мясистые губы, подождал, когда стихнет шум в клубе, и серьезно, уже без улыбки, принялся читать отпечатанный на машинке доклад.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл пӗр самант тӑвӑр трибунӑ ӑшӗнче ҫаврӑнкаласа тӑчӗ, халӑх пӗр чарӑнмасӑр кулнӑ май трибунӑна вырӑнтан куҫарчӗ те хӑй ҫине тӑхӑннӑ пек туса ҫӳлелле ҫӗклерӗ, халӗ Ксени ҫакна Лузгин пирки халӑха хускатса ярса, хӑй майлӑ ҫавӑрас тесе, тунине ӑнланчӗ.

Он с минуту ворочался в тесном футляре трибуны, сдвинул ее с места, приподнялся, как бы надевая на себя, и все это под неумолчный смех и гогот, и Ксения догадалась, что он делает так нарочно, чтобы расшевелить всех и расположить к себе.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кашни киле кӗретӗп, пурне те каласа тухатӑп, Лузгин пирӗн патӑрта пулассипе пулмасси сирӗнтен килет, тетӗп, ҫӗрӗпех ҫӳретӗп, анчах хам мӗн тӑвас тенине тӑватӑпах!»

Пойду в каждую избу, скажу всем, что от них зависит, быть Лузгину у нас или не быть, всю ночь буду ходить, а своего добьюсь!»

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫавӑнпа тӳссе пурӑнать ӑна Лузгин, теҫҫӗ.

За то и терпит его Лузган.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Лузгин Аникей эртел Уставне пӑсать, бухгалтеринче ниҫта та шутланман тырра колхозниксенчен пытарса усрать, ҫӗнӗ тырра вырнӑ чухнех ҫав тырӑпа патшалӑхпа татӑлать, пуринчен малтан рапортласа, районти пуҫлӑхсене улталаса пурӑнать!

Лузгин Аникей нарушает Устав артели, тайно хоронит от колхозников хлеб, который в бухгалтерии нигде не числится, и, пока новый косят, он втирает всем очки в районе и старым хлебом с государством рассчитывается, чтоб раньше всех отрапортовать!

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эпӗ ыйтатӑп… — терӗ Лузгин пурте шӑпланма пуҫласан уҫӑмлӑн пат татса.

— Я прошу… — раздельно и явственно, когда все стали стихать, проговорил Лузгин.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пухусенче Дымшаков е кам та пулин урӑххи вӑрҫса калаҫнине итленӗ чухне Лузгин яланах хӑй тахҫанах тӗрӗсленӗ йӑлана тытса пынӑ — пӗтӗмпех ахаль пакӑлтатаҫҫӗ пулсан та, критикӑна пӗртте хирӗҫлемелле мар, чӗнмесӗр лармалла.

Всякий раз, когда Лузгину приходилось выслушивать на собраниях злые выступления Дымшакова или кого-либо другого, он обычно придерживался давно испытанного правила — никак не отвечать на критику и молчать, даже если будут говорить сплошную напраслину.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Лузгин тӗксӗмленчӗ, йывӑррӑн мӑшлатса сывлама пуҫларӗ, анчах Дымшаков мӗн ҫинчен каланине илтменҫи турӗ, Мрыхин ҫине пӑхса илсе систерчӗ те, лешӗ, вӑранса кайнӑ пек, графина кӗленче пӑккипе шаккама пуҫларӗ, вӑрӑм аллисене сулса ячӗ.

Лузгин нахмурился, тяжело засопел, но сделал вид, что не расслышал, о чем говорит Дымшаков, дал знак Мрыхину, и тот словно очнулся, застучал стеклянной пробкой по графину, замихал длинными руками.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Лузгин пукан ҫинче тӑруках тӳрленсе ларчӗ, юри ӳсӗрем пек турӗ.

Лузгин сразу подобрался на стуле, сел попрямее, нарочито прокашлялся.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней