Поиск
Шырав ĕçĕ:
Лопухов та йӑл кулса илчӗ.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тата икӗ кунтан Лопухов каллех вӗсем патне пырсан, Верочка каларӗ:Когда Лопухов опять был через два дня у них, Верочка сказала:
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кӑна Лопухов Верӑпа иккӗш нотӑсем илнӗ чух, вӑл — фортепьяно калама, Верочка — юрлама хатӗрленсе нотӑсем илнӗ чухне каларӗ.Это было сказано, когда Лопухов и Верочка брали ноты, он — чтобы играть, Верочка — чтобы петь.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Актриса пулас тесен, хӗрӗн чылай кӑмӑлсӑр хӑрушлӑхсем тӳсмелле иккенне Лопухов пӗлнӗ, анчах вӑл, ҫирӗп шухӑш кӑмӑл пулсан, хӗр тӳрӗ ҫулпа шӑтарса тухма пултарать тесе шухӑшланӑ.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Верочкӑпа пӗрремӗш хут калаҫнӑ хыҫҫӑн тепӗр ирхинех Лопухов Верочкӑна актриса пулма вырнаҫтарас ӗҫе мӗнле тытӑнмалли ҫинчен ыйтса пӗлме пуҫларӗ.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Верочкӑпа Лопухов хӑшин пек шухӑшлани тӗрӗс пулни ҫинчен нумай калаҫман, калаҫасса вӗсем пӗр-пӗринпе ахаль те сахал калаҫнӑ; сайра хутра вӗсем вӑрах та калаҫкаланӑ, анчах ун пек чухне вӗсем ытти япаласем ҫинчен, сӑмахран, кам мӗнле шухӑшлани ҫинчен е урӑх ҫавӑн пекрех япаласем ҫинчен калаҫнӑ.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лопухов, ытти ҫынсемшӗн усӑллӑ ӗҫ тӑвас тесе, пурнӑҫри тӗрлӗ ырлӑхсемсӗр, хисепсӗр юлма ҫирӗппӗн шут тытнӑ, ҫавӑн пек ӗҫпе киленсе пурӑнасси — уншӑн пулсан чи лайӑх тупӑш тесе шухӑшланӑ вӑл; хӑй юратса пӑрахнӑ хитре хӗр ҫине вӑл ҫав тери таса куҫсемпе пӑхнӑ; кашни пиччӗшӗ те хӑйӗн йӑмӑкӗ ҫине ун пек пӑхма пултарайман; анчах ун материализмне кун пек каҫарма хӑтланнине хирӗҫ ҫакна калас пулать: хӑш енчен те пулин лайӑх енсӗр ҫын пӗр ҫын та ҫук вӗт, материалистсем вара, вӗсем кирек мӗнле пулсан та, ҫапах та материалистсемех, ҫакӑ ӗнтӗ вӗсем путсӗр те таса кӑмӑллӑ маррине татӑклӑн кӑтартса парать, материалистсене каҫарма юрамасть, мӗншӗн тесен вӗсене каҫарни вӑл материализм майлӑ пулса, ӑна пулӑшнине пӗлтернӗ пулӗччӗ.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫапла вара, Лопухов хӑйӗн айӑпӗнчен хӑтӑлаймасть.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах эпӗ ҫаксене пурне те Лопухова тӳрре кӑларас тесе мар, Лопухов мӗнле ҫын иккенне вӑхӑтра туйса илеймен Марья Алексевнӑна тӳрре кӑларас тесе ҫеҫ калатӑп.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах та Лопухов Марья Алексевнӑна хӑй шухӑшне йӑлтах каласа паман, вӑл асӑрхануллӑ пулнӑ пулин те, ҫак вӑл асӑрхануллӑ пулнинчен килмен, Лопухов Марья Алексевнӑпа латинла калаҫман, ҫавӑн пекех вӑл ӑна хӑйӗн шухӑшне те йӑлтах каласа паман, ӑна медицинӑн питӗ интереслӗ чи ҫӗнӗ ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен хӑй мӗн шухӑшланине каласа парса йӑлӑхтарман: Лопухов, ӑнланмалла мар сӑмахсем кӑшкӑра-кӑшкӑра, ҫынна асаплантарма пултарайман, ку тӗлӗшпе ун ӑс-тӑнӗ те, сӑпайӗ те ҫителӗклех пулнӑ.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Паллах ӗнтӗ, Марья Алексевнӑн вӗрентсе каланӑ сӑмахӗ айӗнче «тӗрӗс» тесе ҫырса, Лопухов ҫапла хушса хунӑ пулӗччӗ: «Марья Алексевна, эсир хӑвӑр йышӑннӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ йӗркесем ӗлӗкхи йӗркесенчен лайӑхрах пулсан, вӗсене тунипе савӑнакан ҫынсене эпӗ ҫӗнӗ йӗрке тумашкӑн тӑрӑшма чармастӑп; халӑх айванлӑхне илес пулсан вара, — эсир ҫав айванлӑх ҫӗнӗ йӗркесем тума чӑрмантарать тесе шутлатӑр, — вӑл, чӑнах та, ӗҫе кансӗрлет; анчах, Марья Алексевна, эсир хӑвӑр та ҫынсем час ӑслӑланмаҫҫӗ тесе тавлашас ҫук, ӑслӑланни усӑллине кура пуҫласан, ҫынсем часах ӑслӑланаҫҫӗ, ӗлӗкрех вӗсем ӑслӑланни кирлине асӑрхамасӑр пурӑннӑ; ӗлӗк вӗсен тӑнлӑ-пуҫлӑ пулмашкӑн майӗ те пулайман, ҫав мая парӑр ҫеҫ вӗсене, вӗсем вӑл майпа усӑ та курӗҫ-и, тен, — эсир ҫакӑнпа та килӗшетӗр ӗнтӗ».
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сӑмахран, Лопухов Верочкӑпа «тупӑш» ҫинчен калаҫать, вӑл ҫав «тупӑш» ҫинчен ӑнлантарса пама пуҫлас пулсан, Марья Алексевна, ҫак тупӑшӑн тупӑшӗ хӑйӗн тупӑшӗпе ытлашши пӗр пекех маррине курса, пит-куҫне те пӗркелентерсе илнӗ пулӗччӗ-и, тен, анчах Лопухов Марья Алексевнӑна ун ҫинчен ӑнлантарса паман, Верочкӑпа калаҫнӑ чухне те ун пек ӑнлантарни пулман, мӗншӗн тесен Верочка вӗсем калаҫакан кӗнекесенче вӑл сӑмахӑн пӗлтерӗшӗ мӗнле пулнине пӗлнӗ.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лопухов, теорие пӗлекенскер, фактсенчен выводсем тума пултарнӑ, Марья Алексевна йышши ҫынсем, кулленех хӑйсемшӗн тӑрӑшнисӗр тата халӑх хушшинче ҫӳрекен сӑмахсемсӗр: пословицӑсемсӗр, поговоркӑсемсӗр тата ҫавӑн йышши ӗлӗкхи тата чи авалхи кӗске сӑмахсемсӗр пуҫне нимӗн те пӗлмен ҫынсем, выводсем тӑвайман.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лопухов тӑнлӑ-пуҫлӑ ҫын пулнӑ, вӑл 50 ҫул ларакан йывӑҫа тӳрлетме шутламан.Лопухов имел столько рассудительности, чтобы не выпрямлять пятидесятилетнего дерева.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах вӗренмен хӗрарӑм пулнисӗр пуҫне, Марья Алексевна йӑнӑшне тата Лопухов ӑна хӑй шухӑшне йӑлтах каламан пирки те каҫарма пулать, Лопухов пропагандист пулнӑ, анчах чаплӑ идейӑсене юратакан пропагандист мар, чаплӑ идейӑсене юратакан пропагандистсем вӗсем яланах Марья Алексевнӑсене хӑйсене чунтан савӑнтаракан ырӑ кӑмӑллӑ идейӑсене вӗрентесшӗн тӑрӑшаҫҫӗ.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Паллах ӗнтӗ, Марья Алексевна ҫак писательсем пӗлнине ҫуррине те пулин пӗлнӗ пулсан, унӑн Лопухов унпа ҫывӑх пулма пултарайманнине тавҫӑрса илме ӑс ҫитнӗ пулӗччӗ.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫавӑн чухлӗ вӗреннӗ ырӑ кӑмӑллӑ писательсем Лопухов йышши ҫынсене ҫавӑн пек ӑнланнӑ пулсан, невушлӗ эпир Марья Алексевнӑна вӑл Лопухов йышши ҫынсене пирӗн чи лайӑх писательсем, мыслительсемпе вӗрентекенсем ӑнланнинчен ытларах ӑнланайманшӑн вӑрҫӑпӑр?
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӗсен шухӑшӗсем ытла та пӗр пек пулнӑ, ҫавӑнпа вара нумай вӗреннӗ ырӑ кӑмӑллӑ романистсемпе журналистсем тата пирӗн халӑха вӗрентекен ытти ҫынсем: «Ку Лопухов йышши ҫынсем Марья Алексевна йышши ҫынсенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑмаҫҫӗ» тесе тахҫанах пӗлтернӗ ӗнтӗ.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Марья Алексевна Сторешников сӗнӗвӗ пирки Лопухов мӗн каланине савӑнсах тепӗр хут калама пултарнӑ пулсан, Лопухов хӑй те Марья Алексевна Верочкӑна ӑса вӗрентни айне кӑмӑллӑнах «тӗрӗс» тесе алӑ пуснӑ пулӗччӗ.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чӑнах та, Лопуховпа Вера калаҫӑвӗсенчен ҫакӑ курӑнать: Лопухов шухӑшӗсем тӗрлӗрен хитре идейӑсен ҫепӗҫ чӗлхеллӗ партизанӗсене мар, Марья Алексевна йышши ҫынсене ҫӑмӑллӑнах лайӑх шухӑшсем пек туйӑнма пултарнӑ.