Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑнпа вара, вӑхӑта вӑраха ямасӑр, ӗҫе тытӑнма шутларӗ.
V сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫӗр ҫинче наянла канса выртакан халӑх хушшинче халлапа ҫапнисем тата сӑмахсемпе пӗркелешсе илнисем ҫав тери кулӑшла пулнӑ, вӗсем питех те хитрен те ӗнентерӳллӗн каласа панӑ, вӗсене итлесе ларнӑ чух сӑн-питрен улшӑнмасӑр тата кулса ямасӑр чӑтма запорожец пек чӑтӑмлӑ ҫын пулмалла пулнӑ, — кӑнтӑр Россия ҫынни хӑйӗн ытти тӑванӗсенчен шӑп ҫак енӗпе уйӑрӑлса тӑрать.
III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӑл хӑйар ҫинче, аллинчен тӗтӗм тухса тӑракан пистолетне ямасӑр, вилес умӗнхи асаппа тапаланса выртать.Он корчился на песке в предсмертной агонии, не выпуская из рук дымящегося пистолета.
XXI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Людмила Ильинична тетраде ярса илет те хӑй патнелле туртать, ӑна алӑран ямасӑр, ҫапла ыйтать:Людмила Ильинична торопливо тянет тетрадь к себе, спрашивает, не выпуская из рук:
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Вӑхӑтне кӑшт та сая ямасӑр тӳрех ешӗл сада утать, каҫкӳлӗм, вӑрман хыҫне хӗвел анса пытансан, ҫапла калать вӑл: «Эй, шанчӑклӑ тусӑм, курӑнсамччӗ!» — тет.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
— Сана кӗтнӗ пулсан, — чутах кулса ямасӑр каларӗ председатель, — Ли Гуй-юн тахҫанах сопкӑ ҫине тарса ӳкме ӗлкӗрнӗ пулӗччӗ.
XXVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Любовь, кашӑкне айӑккалла пӑрахнӑ та, кӑштах йӗрсе ямасӑр: — Мӗншӗн кӳрентермелле-ха, атте! — тесе хунӑ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ҫаплах ӗнтӗ, — тарӑннӑн сывласа ярса каланӑ Фома, лешӗн ҫинчен куҫне ямасӑр, — ӑнлантарма тивет…— Да уж, — глубоко вздыхая, сказал Фома, не сводя с него глаз, — вы объясните…
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— А, Яков Тарасович! — ҫывӑх туслӑн кулкаласа каланӑ губернатор, Маякин аллине чӑмӑртаса силлесе; старик, вӑхӑта сая ямасӑр, губернаторпа саламлашнӑ вӑхӑтрах архиерейӗн аллине чуптуса илнӗ.
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унтан ҫав кунах, чиркӗве кайса, панихида тутарнӑ, ҫӗре кӗнӗ Акилина чунӗ канлӗхӗшӗн ӳксе пуҫҫапнӑ, вара, вӑраха ямасӑр, тепре авланма шут тытнӑ.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑрҫӑ пуҫланнӑ ҫул, часть Ленинграда тӑшман самолечӗсенчен сыхланӑ чухне, сывлӑшри йывӑр ҫапӑҫура вӑл тӑшман «юнкерсне» хула ҫине бомба пӑрахма ямасӑр персе антарнӑ.
3. Ҫӗнӗ туссем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Упа мана алӑран ямасӑр, мана ыталаса илчӗ те хӑйӗн айне тӗркелесе чикрӗ.
Топтыгин аллинче // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Хӑш-хӑш ротӑсем шыв урлӑ каҫаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтра ытти ротӑсем Медыньпе Блудникире нимӗҫсене флангран пырса ҫапса, пирӗн пата ямасӑр тытса чарса тӑраҫҫӗ.
Карпат ҫине похода! // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Кунтан пире нимӗҫсем ниепле те хӑваласа кӑларайман пулӗччӗҫ, мӗншӗн тесен йӗри-тавра ҫӳллӗ чул хӳме, ҫитменнине лачакаллӑ вырӑн, артиллерипе авиацие ӗҫе ямасӑр та вӗсем пире нимӗн те тӑваяс ҫук.
Отрядсем пӗрлешеҫҫӗ // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Вӑл тилхепине алӑран ямасӑр, юнашар утса пычӗ.
Ҫӗр айӗнчен ҫӑкӑр ӳсни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Иван Иванович вӑй илчӗ, сивӗ чирпе аптранӑ пек чӗтреме тытӑнчӗ, ҫав вӑхӑтрах тата ыйтса пӗлес йӑлине вӑраха ямасӑр: «Мӗнле пысӑк ӗҫ? пысӑк ӗҫех-и вара?» тесе ыйтрӗ.
V сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Анчах касӑ-касӑ килсе ҫапакан ҫил кимме яланхинчен ытларах силлеме тытӑнсанах, Костя, кӗсменне аллинчен ямасӑр, хӑй тавра ҫавӑрса ҫыхнӑ пӑява туйса илес тесе, чавсисене аякӗсем ҫумнелле хӗсме пуҫлать.
Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Каварҫӑсене Сергий сӑмахӗ темӗн пекех илӗртрӗ пулин те, Курион аташнине курсан, вӗсем кулса ямасӑр чӑтаймарӗҫ.
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Эпир каҫчен канӑпӑр, эсир вӑраха ямасӑр тухса кайӑр, ахалӗн сире япӑх пулӗ.Мы отдохнём до ночи, ко тогда вы уж убирайтесь немедленно, или вам всем будет худо.
Паттӑр партизан // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.
Унӑн ҫӑварӗ яланах уҫӑ тӑрать, ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн ҫулӗ ҫинче, вӑхӑта вӑраха ямасӑр, вӑрӑм тунасемпе ҫӗрле вӗҫекен лӗпӗшсене чӗрӗллех тытса ҫӑтса ярать.
Буратино Ухмахсен Ҫӗршывне пырса лекет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.