Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кантрине карӑнтарсан-карӑнтарсан та, персе ямасӑр тӳснӗ, чӑтнӑ, вунсакӑр-ҫирӗм ҫул каяллахи кунсемпе-сехетсене кӑнтарӑннӑ тертлӗ-таптавлӑ вӑйкӑнчӑк ухӑ йӗппи.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пӗрре эпӗ куртӑм: кӑмакана лартса пӗҫернӗ сӗт чӳлмекӗ тытса вӑл пусма патнелле утса пычӗ, анчах сасартӑк унӑн урисем хутланса анчӗҫ, вӑл ларчӗ те пӗр картлашка ҫинчен тепӗр картлашки ҫинелле кӗрӗс-кӗрӗс тутарса, чӳлмекне алӑран ямасӑр пусма тӑрӑх аялалла анса карӗ.
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл кӑшт кулса илчӗ, темскер калама тӑчӗ, анчах хаш сывласа илсе, мана алӑран ямасӑр нумайччен чӗнмесӗр тӑчӗ.Она усмехнулась, хотела что-то сказать, но, вздохнув, долго молчала, не выпуская меня из рук своих.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кӗскен каласан, ку таранччен, хӑйӗн ҫулӗ ҫине Кларк килсе тухиччен, майор лӑпкӑ пурнӑҫпа, пӗр сас-хурасӑр, хӑйне хӑй нимӗн чухлӗ те кӳренмесӗр, Тӑван ҫӗршыв умӗнче те, хӑй ҫемйипе тусӗсем умӗнче те хӑйӗн тивӗҫне ямасӑр пурӑннӑ.
10 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Час-часах эпӗ ҫуртӑн тӗксӗм мӗлки хӳттинче йӗпе курӑк тӑрӑх йӑпшӑнса утса, малти пӳлӗм чӳречи умне пыратӑп та, арҫын ача харлаттарнине, хӑйне никам та илтмест тесе шутлакан Фока ӗхӗмлеткеленине, ватӑлнӑ ҫын сассипе вӑрах, вӑрах кӗлтунине сывлӑша ҫавӑрса ямасӑр итлетӗп, ҫапла вӑрттӑн итлессине хумхантаракан савӑнӑҫ вырӑнне хуратӑп.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Эсир пире юратмастӑр-и вара? — терӗм эпӗ ӳпкелешсе, хам йӗрсе ямасӑр аран чӑтса тӑтӑм.— А нас разве вы не любите? — сказал я с упреком и едва удерживаясь от слез.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑхӑта сая ямасӑр, вӑл мӗнпур аша чул-сӑрт хушшисене пытарса пӗтерет те хуйха ӳкнӗ пек пуҫне чиксе, хӑй вырӑнне кайса ларать.Не теряя времени, она спрятала все мясо в скалах и, пригорюнившись, села на старое место.
Тилӗ, тӗве, кашкӑр, арӑслан тата путене // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 45–50 с.
Ҫавӑн хыҫҫӑн вара Костик, вӑхӑта ахаль сая ямасӑр, виҫҫӗмӗш хута утса хӑпарать, пӗр алӑк хыҫҫӑн тепӗр алӑка уҫать («Ой, Екатерина Ивановна, эпӗ сирӗн, пата мар!
47 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫавӑнтах, ӗҫе вӑраха ямасӑр, хӑйне шанса панӑ чаплӑ ӗҫ пирки хӗрелсе, йӗп-йӗпе тарласа кайнӑ Петька тӑватӑ сигнал выляса кӑтартрӗ.
39 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ку вара, ҫакна тивӗҫлипех йышӑнса вӗсем ҫине тимлӗн, сӑнавлӑн, пӗр пӗчӗк япалана та куҫран ирттерсе ямасӑр пӑхать.А он принимает это как должное и смотрит с любопытством, изучающе, не пропуская ни одной мелочи.
7 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Владимир Ильич вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи пекех ӗҫлет: ӑнлантарать, кӑтартса парать, мӗн-пур ӗҫе вӑраха ямасӑр татӑклӑн та хӑвӑрт пурнӑҫлама хушать.Владимир Ильич направлял, руководил, требовал действий, неотложных, решительных, как во время войны.
Хӑрушӑ пин те тӑхӑрҫӗр ҫирӗм пӗрремӗш ҫул // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Чылайӑшӗ кунти, вырӑнти, халӑх пулмалла: вӑхӑта сая ямасӑр, пуйӑс ҫумӗнчен хӑвӑрт, ӗҫлен хӑпса утрӗҫ — кам вокзала, кам, ун умӗ-хыҫӗпе, хирӗҫ тухнӑ машинӑсемпе лавсем патнелле.
1 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Вӑл каласа пӗтереймерӗ, аллипе сулчӗ те куланҫи пулса кӑшт кӑна макӑрса ямасӑр тухса кайрӗ.Он не договорил, только махнул рукой, ухмыльнулся, чуть не заплакал и вышел.
ХIII // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
— Вара лайӑх кӑна сыпса ҫырткаласа ямасӑр мӗн уҫӑлса ҫӳрени пултӑр-ха вӑл.— Да какие же могут быть прогулки без хорошей выпивки и закуски!
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Капитана халлехе кунта пулса нимӗҫсене кӑнтӑралла ямасӑр тӑма хушнӑ.Ему велено пока закрепиться и отбивать попытки немцев прорваться из кольца на юг.
Эйзенштрассе урамӗнчи передовой // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 305–318 с.
Вӑраха ямасӑр ӗҫе пуҫӑнма шутланӑ.
Пан Тюхинпа пан Телеев // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 230–248 с.
— Ҫавӑнпа ыйтӑва сирӗн уммӑра лартнӑ та ӗнтӗ, — терӗ Стронский, аллисене ҫурӑм хыҫӗнчен ямасӑр, генерал ҫине лӑпкӑ, тен, тата ӗшеннӗ куҫӗсемпе пӑхса…
Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ун чухне эпир Берлина ҫитрӗмӗр, вӑй пӗтрӗ, халь вара, ачасем, ҫак чӗлӗме Берлинри мӗнле те пулсан пушартан чӗртсе туртса ямасӑр таврӑнмастӑп.
Разведчиксем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 46–54 с.
Штабра ҫак вырӑнта тӑшман темӗн пуҫарса яма хатӗрленнине пӗлнӗ те вӑраха ямасӑр «чӗлхе» тытса килме приказ панӑ.
Разведчиксем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 46–54 с.
Вилес пек шурса кайнӑ Черныш, пистолетне алӑран ямасӑр, пылчӑк ӑшӗнче сарӑлса выртать.Черныш, смертельно бледный, лежал, распластавшись в грязи, с пистолетом в руке.
XXV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.