Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл вара киленсех йӗчӗ, куҫҫуль тумламӗсем ун хӑмӑр пит ҫӑмартисем тӑрӑх юхаҫҫӗ, вӑл вӗсене пынӑ ҫӗртех тутӑр вӗҫӗпе шӑла-шӑла илет…
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫывӑхарах килнисен хӑмӑр кант пуррине те уйлама пулать.А у тех, кто подходил ближе, можно было различить на куртках темно-красные канты.
I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.
Лере, аслӑ тӳпере, сӑнӑ пек ҫинҫескерсем вӗсем, ҫӗр ҫумнелле ҫывхарнӑҫем ҫутӑ юхӑмӑн юхса сарӑлаҫҫӗ, хӑмӑр тӗслӗн курӑнса выртакан ҫеҫенхирӗн тавракурӑм хӗрринчен ҫӳлерех ҫӗкленсе, йӗркипе тӑсӑлса кайнӑ инҫетри сӑртлӑхсем ҫине выртаҫҫӗ, ҫеҫенхире илем кӳреҫҫӗ, ӑна тӗлӗнмелле хитрелетсе, ҫамрӑклатса яраҫҫӗ…
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Любишкин, йӗнерӗ ҫинче ҫаврӑнса, сулмаклӑ хӑмӑр чышкине пӳрнисем юхӑнса ларичченех хытӑ чӑмӑртаса тытрӗ те юнаса хӑварчӗ.Любишкин, поворачиваясь на седле, сжал до отека в пальцах ядреный бурый кулак, посулил:
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫав караппӑл хӑй каҫхи сунара тухас умӗн пӗр хускалмасӑр выртакан сап-сарӑ хӑмӑр тӗслӗ таса чул чӑмӑркки евӗр курӑнса канса илет те, каллех ҫӗр ҫумӗнчен ҫӑмӑллӑн уйрӑлса, ҫӳлелле вӗҫсе улӑхать.
34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӑмӑр тӗслӗ талпиҫен тӑпкисем кичеммӗн ҫӗр ҫумнелле усӑннӑ, тӗмеске аяккисем тӑрӑх, чӑн тӳпинчен пуҫласа аяла ҫитичченех, сап-сарӑ мамӑклӑ кӑлкан тӗмӗсем сарӑмӑн-сарӑмӑн сарӑлса выртнӑ.
34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Лаша хырӑмӗ аяккисем йывӑррӑн тула-тула путса кӗреҫҫӗ, вӑл шупка хӗрлӗ сӑмси шӑтӑкӗсене карӑнтарса янӑ; унӑн ҫамки ҫинелле усӑннӑ ылтӑн тӗслӗ ҫилхи ҫумне те мӑй ҫинчи ҫыхланса пӗтнӗ ҫилхе ярӑмӗсем ҫумне те пӗлтӗрхи куршанкӑн хӑмӑр чӑмӑрккисем ҫыпҫӑнса пӗтнӗ.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Унӑн упанни пек ҫурӑмне, ҫухи таранах ылтӑн тӗслӗ кӑтрашка ҫӑм пусса илнӗ тӗреклӗ хӑмӑр ӗнсине анма пуҫланӑ йӑмӑх-хӗрлӗ хӗвел, ҫутине шеллемесӗр, ҫутатать.
29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кунсем лайӑх тӑраҫҫӗ, пӗрремӗш бригада ӗнтӗ хӑйӗн лаптӑкӗнчи хӑмӑр хӑйӑрлӑ ҫӗрсене сухалама тухмашкӑн хатӗрленсе тӑрать.
26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫав хӑмӑр куҫӗ унӑн кӗҫ-вӗҫех йӗкӗлтесе мӑч-мӑч туса илессӗн, катрашкаланса выртакан ӳчӗ вара тӳрленсе каяссӑн, пур еннелле те тӑсӑлакан пӗркеленчӗксем пулса, тӑвлав ҫинелле йӗрленсе пырассӑн туйӑнать.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫак самантра Кондратько, ҫынсем калаҫнине илтсе, хӗп-хӗрлӗ сӑн-пичӗпе Давыдов еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ, йӑл кулса янӑ майӑн унӑн усӑнчӑк хӑмӑр мӑйӑхӗ айӗнчен шӑлӗсем шап-шуррӑн йӑлтӑртатса илчӗҫ:
22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӑмӑр ҫӳҫ пайӑркисем ҫамки ҫине ҫыпӑҫнӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хутсем йӑлт саралса, тӗл-тӗл хӑмӑр вӑнчӑсемпе чӑпарланса кайнӑ, вӗсенчен нӳр шӑршӑ кӗрет.Они вывалились из бидона, пожелтевшие, пахнущие сыростью, испещренные бурыми пятнами.
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
«Ятне тунӑ кухньӑра» Саня кӑшт кӑна пӗр пиеленӗ ҫаврӑм ҫине лараймасть, ҫаврӑм ӑшӗнче ӑслӑ куҫлӑ ача пӑхса выртать, ҫамкине хура ҫӳҫ пайӑрки витнӗ — йӗпкӗн хӑмӑр тилӗсен гибричӗсем ҫинчен лекци илтер тесен шӑмӑ кӑшӑллӑ куҫлӑх кӑна ҫитмест.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Паллах ӗнтӗ, ҫав «ай бурданьран» пуҫласах темӗнле тӗлӗнмелле пулса кайрӗ, примус ҫинчен лекци вуланӑ чухне ненецсем мана ҫав тери лайӑх итлесе тӑчӗҫ, пирӗн хушӑмӑрта вара, тӗлӗкри пекех, вӑрӑм хӑмӑр хӑюсенчен тунӑ пек тӗтӗм юпаланса ҫӗкленсе тӑчӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл, ҫав тери салхускер, Собор садӗнче, ҫырма хӗрринче, нумаях пулмасть вӑрӑм ҫивӗтлӗ хӑмӑр ҫӗлӗк тӑхӑннӑ «ответ тыттаракана» кӑтартса ҫӳренӗ вырӑнсенче пулчӗ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Алӑк патӗнчи пӳлӗмре кӗрӗкпе ҫӗлӗк ҫакӑнса тӑратчӗҫ, сӗтел ҫинче ҫыхса тунӑ хӑмӑр шарф выртатчӗ.В передней висела шуба и шапка, а на столике лежал коричневый вязаный шарф,
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Виҫҫӗмӗш шыв хӑмӑр пулнӑ.
18 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948