Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑмӑр сăмах пирĕн базăра пур.
хӑмӑр (тĕпĕ: хӑма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл, сӳсленкӗ сухалӗ ҫинчен ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсене шӑлкаласа, хӑйне хирӗҫ ларакан, гимназисткӑлла тумланнӑ хӑмӑр ӳтлӗ хыткан хӗре сӑйласа хӑналать.

Отряхивая с волокнистой бороды хлебные крошки, он угощал сидевшую против него смуглую москлявенькую девушку в форме гимназистки.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Крючковпа Щегольков хыҫӗнче хӑмӑр тусан мӑкӑрланать.

За Крючковым и Щегольковым вихрилась бурая пыль.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ача сӑрт тӳпинчен йӑптӑх тӑкман хӑмӑр мулкач евӗр чупса анчӗ те, пиншакӑн вӑрӑм ҫаннисемпе сулкаласа, аякранах темӗн кӑшкӑрма тытӑнчӗ.

Тот бурым неслинявшим зайцем катился с пригорка и еще издали что-то кричал, махая длинными рукавами пиджака.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Крючков юлхавлӑн ҫӗкленчӗ, шафран пек хӑмӑр карланкине тӑсса, тӗве евӗр пӗкӗрӗлчӗ те, чӗн пиҫиххине салтса, айӑпа кӗнӗ казак патне утса пычӗ.

Крючков лениво подымался, шел к проштрафившемуся, по-верблюжьи сутулясь, вытягивая кадыкастую шафранно-смуглую шею, на ходу снимал пояс.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ун питҫӑмартийӗсем хӑмӑр хӑмач пек хӗрелсе кайрӗҫ.

Щеки его заливала гуща бордового румянца.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тарланӑ кантӑклӑ бинокль витӗр пӑхнӑ чухнехи пек, хӑмӑр окоп йӑранӗсем тӑсӑлса выртнине тата хула еннелле тӗксӗм кӑвакрах кӗлеткесем чупнине курчӗ.

Как сквозь запотевшие стекла бинокля, видел бурую гряду окопов, серых людей, бежавших к городу.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӑсланса мӑкӑрланать хӑмӑр ӑшӑ кун, хӗвелӗ те, Дон ҫӗрӗнчи хӗвелтен урӑхларах, таҫта аякра, талккӑшпе пӗлӗтсен ҫӳҫеллӗ чаршавӗ хыҫӗнче сӗтӗрӗнет.

Парился хмурый теплый день, и солнце, тоже как будто не донское, бродило где-то за кисейною занавесью сплошных туч.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑрушшӑн янӑраса тӑрать хутор ҫинче унӑн сасси, ӳххи хӑй чиркӳ чанӗсем патӗнчен пӑрусем таптаса йӗрлентерсе пӗтернӗ масар ҫине вӗҫсе каҫать, курӑкпа мӑкланнӑ хӑмӑр вилтӑприсем ҫинче нӑйкӑшать.

Зыбкие и страшные висели над хутором крики, а сыч с колокольни перелетал на кладбище, ископыченное телятами, стонал над бурыми, затравевшими могилами.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дуняшка, пӳрнисемпе тӑнлавӗсене чӑмӑртаса, вут пек тӗлкӗшсе тӑракан питҫӑмартисене хӑмӑр аллаппипе йӑваларӗ те, нимӗн сӑлтавсӑр, ҫамрӑк куллине чӑнкӑлтаттарчӗ.

Дуняшка смуглыми ладонями растирала полыхавшие щеки, прижимая пальцы к вискам, вызванивала молодым беспричинным смехом:

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дуняшка ашшӗ пек пулчӗ: тапчам лутака кӗлеткеллӗ, хӑмӑр ӳтлӗ.

Вышла Дуняшка в отца: приземистая собой, смуглая.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унӑн хӑмӑр ӳчӗ тӗксӗмленсе, вӗри шыв ӑшне ярса вӗретнӗ юман тӗслӗ пулса кайрӗ.

Его смуглое тело отливало цветом томленого дуба.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Каҫсерен, Аксинья ҫывӑрнӑ чух, вӑл час-часах сӑпка патне пырса тӑратчӗ, ачин хӗрлӗ хӑмӑр питӗнче хӑй сӑнарне шыраса, тем самантчен тинкерсе пӑхатчӗ, анчах та кашни хутрах сӑпка патӗнчен малтанхи иккӗленӳллӗ шухӑшпах уйрӑлатчӗ.

По ночам, когда спала Аксинья, он часто подходил к люльке, всматривался, выискивая в розово-смуглом лице ребенка свое, и отходил такой же неуверенный, как и раньше.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пан лашине лӑстӑрти хӑмӑр хыт курӑкпа витӗннӗ тип ҫырман тикӗс мар, айлӑм-тӗйлӗмлӗ хӗррипеле уттарчӗ.

Пан поехал по буерачной хребтине, лохматой от коричневого старюки-бурьяна.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Каҫса ҫӳреҫҫӗ-и кунтан? — ыйтрӗ Григорий, тилхепипе вӗресе тӑракан хӑмӑр юхӑм еннелле хӑмсарса кӑтартса.

— Ездют тут? — спросил Григорий, махая вожжами на коричневый перекипающий поток.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑйӗн ҫийӗнче тӗве ҫӑмӗнчен тунӑ пуставран ҫӗлетнӗ пиншак лӗнчӗр-лӗнчӗррӗн ҫакӑнса тӑрать, пиншак ҫухавийӗ унӑн пӗркеленчӗк хӑмӑр мӑйӗ тавра йӑлӑланнӑ.

На нем дрябло обвисал длинный верблюжьего сукна сюртук, воротник петлей охватывал коричневую, в морщинах, шею.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫурт хыҫӗнче, тӗссӗр кӑвак хӳме евӗрлӗн, ҫаралса юлнӑ тирексем тата вӗҫсе кайнӑ кураксем хӑмӑр ҫӗлӗк евӗр йӑвасем ҫавӑрса хӑварнӑ пахча йӑмрисем курӑнаҫҫӗ.

За домом серою стеною стояли оголенные тополя и вербы левады в коричневых шапках покинутых грачиных гнезд.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аникушкӑпа Петрор лавӗсем, хӑмӑр хунав юмансен чӑтлӑхӗ хыҫне кӗрсе кайса, куҫран ҫухалчӗҫ.

Сани Аникушки и Петра скрылись за коричневой порослью дубняка.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унӑн кӗске те ҫутӑ куҫ тӗкӗсем пасарса мамӑкланса ларнӑ, шултра хӑмӑр куктӗррийӗсем сивӗ пирки юн тулнипе хӗрелсе-кӑвакарса кайнӑ.

На коротких белесых ресницах его пушился иней, коричневые крупные конопины налились от холода кровью, посерели.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Федотӑн тӗл те витӗр куракан калмӑкла куҫӗ сӑртӑн тӳпинче, типсе кайнӑ хӑмӑр хыткурӑксем ӑшӗнче, ҫултан пӗр ҫур ҫухрӑмра пулӗ, кӑшт ҫеҫ палӑрмалла шӑвӑнакан хир кӑрккисен пуҫӗсене уйӑрса илчӗ.

И на гребне, в коричневом бурьянном сухостое, в полверсте от дороги калмыцкий, наметанно-зоркий глаз Федота различил чуть приметно двигавшиеся головки дроф.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пушар сарайӗ тӑрринчен пӗчӗк ачасем хӑмӑр пӗлӗт пек капланнӑ чӗвӗлти ҫерҫисене хуйхатса тартаҫҫӗ.

С крыши пожарного сарая ребятишки гоняли серую свиристящую тучу воробьев.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней