Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тата икӗ лав урлӑ маларахра хӗрлӗ хӑмӑр тӗслӗ вӑрӑм пальто, карттус, усӑнчӑк кунчаллӑ атӑ тӑхӑннӑ ҫын утса пырать.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Пӗчӗкленсе-пӗчӗкленсе пырса, ял патӗнче вӗсем ҫуртсемпе йывӑҫсем хушшинче ҫухалаҫҫӗ, кайран хӑмӑр кӑвак инҫетлӗхре каллех ҫӗр ҫине лартса тухнӑ кӑранташ пек пӗчӗк патак пулса курӑнаҫҫӗ.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Сӑртлӑхсем текех курӑнмаҫҫӗ ӗнтӗ, пур ҫӗрте те, ӑҫта кӑна ан пӑх, вӗҫсӗр-хӗрсӗр хӑмӑр тӳремлӗх кичеммӗн сарӑлса выртать; хӑшпӗр ҫӗрте кӑна Улӑп тӑприсем тӗл пулкалаҫҫӗ, тата ӗнерхи кураксем вӗҫеҫҫӗ.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Сасартӑк, пӗр кӗтмен ҫӗртен, хӑй куҫӗнчен ҫур вершукрах Егорушка хӗрарӑмӑн бархат пек хура куҫ харшийӗсене, пысӑк хӑмӑр куҫӗсене, путӑклӑ илемлӗ питҫӑмартийӗсене курчӗ; хӗрарӑмӑн пичӗ ҫинчи ӑшӑ кулӑ ӑна, хӗвел пайӑрки евӗр, пӗтӗмпех питҫӑмартийӗсем ҫинчи ҫав путӑксенчен сарӑлнӑн туйӑнчӗ.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Сӑртлӑхсем ҫаплах хӑмӑр кӑвак инҫетлӗхре ҫухалаҫҫӗ, вӗҫӗ-хӗрри те ҫук пулас вӗсен; хытхура, чул муклашкисем, вырнӑ анасем ирте-ирте юлаҫҫӗ тата ҫеҫенхир ҫийӗн ҫав хура кураксемех вӗҫеҫҫӗ те хӑлат ҫунаттисемпе васкамасӑр авӑсать.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Егорушка пуҫне ҫӗклерӗ те халтан кайса ҫитнӗ куҫӗпе хӑй умнелле пӑхрӗ; хӑмӑр кӑвак инҫетлӗх, ку таранччен хускалмасӑр тӑнӑскер, сулланма тытӑнчӗ, пӗлӗтпе пӗрле таҫта татах та аяккалла куҫса кайнӑн туйӑнчӗ…
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Кӑнтӑрлаччен мӗн курнӑ, халӗ те вӑл ҫавнах курчӗ; тӳремлӗх, сӑртлӑхсем, тӳпе, хӑмӑр кӑвак инҫет; сӑртлӑхӗсем ҫеҫ халь ӗнтӗ ҫывӑхрарах ларнӑ пек туйӑнчӗҫ, тата хыҫала инҫете юлнӑ арман курӑнмарӗ.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Хӗвелпе пиҫнӗ хӑмӑр симӗс сӑртлӑхсем, аякран кӗрен тӗслӗ туйӑнаканскерсем, мӗлке пек лӑпкӑ выртаканскерсем, тата тӗтреллӗ анлӑ тӳремлӗхпе ун ҫийӗн ӳпӗннӗ тӳпе, вӑрмансӑр, ҫӳллӗ тусемсӗр ҫеҫенхирте калама ҫук тарӑн та таса курӑнаканскер, — ҫаксем пурте халь ӗнтӗ, йӑлтах-йӑлтах тунсӑхпа тулса-хытса, вӗҫсӗр-хӗрсӗр ӳкерчӗксем евӗр туйӑнчӗҫ…
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Сӑртлӑхӗсем йӑвӑ ретпе пӗрин хыҫҫӑн тепри туха-туха пыраҫҫӗ те пӗр пӗтӗм тӳремлӗхе куҫаҫҫӗ, ҫав анлӑ тӳремлӗх вара, ҫулӑн сылтӑм енӗпе тӗнче хӗррине ҫитиех тӑсӑлса, таҫта аякра хӑмӑр кӑвак инҫетлӗхре ҫухалать; пыратӑн-пыратӑн, ниепле те ӑнланса илейместӗн: ӑҫта пуҫланать вӑл, ӑҫта пӗтет…
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Кирсановран хурарах Лопухов тӗттӗм хӑмӑр ҫӳҫлӗ, йӑлтӑртатса тӑракан хӑмӑр куҫлӑ, вӗсем хура куҫсем пекех курӑнаҫҫӗ, сӑмси ӑмӑрткайӑкӑнни пек авӑнчӑк, тутисем хулӑн, пичӗ кӑшт тӑрӑхла.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Шырланпуҫра тата ун ҫийӗнче пурнӑҫ ӗмӗрхи пекех пысӑк утӑмпа васкамасӑр утать: хутор ҫинче ҫаплах хӑш чухне шурӑ, пас тытнӑ пек туйӑнакан шупка пӗлӗтсем шуса иртеҫҫӗ, хӑш чухне вӗсен тӗсӗ улшӑнать: кӑн-кӑвак тата аслатиллӗ ҫумӑр умӗнхи хӑмӑр тӗс пачах ҫухалать; хӑш чухне, хӗвел анас умӗн вӗсем, ыран ҫил вӑйлӑ пулассине пӗлтерсе, тӗксӗммӗн е ялкӑшса ҫунаҫҫӗ, ун пек чухне вара Шырланпуҫра пур кил картисенче те хӗрарӑмсемпе ачасем хуҫасен е хуҫа пулма хатӗрленекенсен лӑпкӑ та ӗмӗртенпех витӗмлӗ сӑмахӗсене илтеҫҫӗ:
XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Карчӑк, сылтӑм аллинчи шултра сыпӑллӑ хӑмӑр пӳрнисене чӑмӑртаса, пысӑк «мулкач» турӗ, сылтӑм аллипе вара кушак аҫине лешӗ хаяррӑн ҫухӑрса ямаллах пӑчӑртаса тытрӗ, кушакӗ чӑрмалама, урса кайнӑ пекех хӑрлатма пуҫларӗ.
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл аллисене вӑртах малалла тӑсрӗ: вара Давыдов Устинӑн аманса пӗтнӗ сылтӑм аллинче шӗвӗр пӳрне пӗр-пӗччен ҫеҫ юлнине, ыттисен вырӑнӗнче хӑмӑр пӗркеленчӗксене курчӗ.
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Нестеренко та унран кая мар хумханчӗ, анчах ҫакна палӑртмарӗ, хӑмӑр, халӗ ӗнтӗ салхуланнӑ куҫӗсене хӗскелесе, ӳсӗркелесе ларчӗ.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах Нагульнов хӑйӗн вӑрӑм, хӑмӑр ӳтлӗ пӳрнисене тӗксӗммӗн пӑхкаласа:Но Нагульнов, хмуро рассматривая свои длинные, смуглые руки, ответил:
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӗсем майӗпен сухаланӑ пусӑ патнелле утаҫҫӗ, хӑмӑр кӑвак тӗслӗ пысӑк пӗлӗт хыҫне пытаннӑ хӗвел те ҫаплах майӗпен-майӗпен хӑпарать.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл вара киленсех йӗчӗ, куҫҫуль тумламӗсем ун хӑмӑр пит ҫӑмартисем тӑрӑх юхаҫҫӗ, вӑл вӗсене пынӑ ҫӗртех тутӑр вӗҫӗпе шӑла-шӑла илет…
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫывӑхарах килнисен хӑмӑр кант пуррине те уйлама пулать.А у тех, кто подходил ближе, можно было различить на куртках темно-красные канты.
I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.
Лере, аслӑ тӳпере, сӑнӑ пек ҫинҫескерсем вӗсем, ҫӗр ҫумнелле ҫывхарнӑҫем ҫутӑ юхӑмӑн юхса сарӑлаҫҫӗ, хӑмӑр тӗслӗн курӑнса выртакан ҫеҫенхирӗн тавракурӑм хӗрринчен ҫӳлерех ҫӗкленсе, йӗркипе тӑсӑлса кайнӑ инҫетри сӑртлӑхсем ҫине выртаҫҫӗ, ҫеҫенхире илем кӳреҫҫӗ, ӑна тӗлӗнмелле хитрелетсе, ҫамрӑклатса яраҫҫӗ…
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Любишкин, йӗнерӗ ҫинче ҫаврӑнса, сулмаклӑ хӑмӑр чышкине пӳрнисем юхӑнса ларичченех хытӑ чӑмӑртаса тытрӗ те юнаса хӑварчӗ.Любишкин, поворачиваясь на седле, сжал до отека в пальцах ядреный бурый кулак, посулил: