Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑварать (тĕпĕ: хӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шигалей хӑйӗн черетне лайӑх пӗлет — патша ӑна яланах чи юлашкинчен калаҫма хӑварать.

Помоги переводом

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ыр ҫын тӗнчере ырӑ ят хӑварать.

Помоги переводом

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫитсе курать Ятламас Ураскассине, тем пысӑкӑш хура юпа лартса хӑварать укӑлча хапхинчен инҫе мар.

Помоги переводом

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Куккук чӗппине те хӑй пӑхса ӳстермест: ҫӑмартине ытти кайӑксен йӑвине хурса хӑварать те — ӗҫӗ пӗтнӗ.

Помоги переводом

Пӗчӗк паттӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 13–14 с.

Ҫтаппан вара пӗр бидон сӗт сутнӑ укҫине пытарса хӑварать.

Помоги переводом

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Ҫил ӑна хускатать те хӗррисемпе хушӑк хӑварать.

Помоги переводом

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Кашни кӗввех вӑл хӑвӑрт аса илсе юлать, кайран ӑна шӑхӑркаласа ҫӳрет те ӗмӗрлӗхех асра хӑварать.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Юман йӗкелӗсене хӑех ҫӗр ӑшне чиксе хӑварать.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Вӑрӑ вӑрлать — хӑварать, вут тухать те тасатать, тесе ахаль каламан ҫав.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Хитрене эпир пурте куратпӑр, хитрене эпир пурте ҫул уҫса паратпӑр, кайран ак вӑл пурне те пире ухмаха тӑратса хӑварать.

Помоги переводом

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Анне мана ҫиме ҫавра чӗл ҫӑкӑр касса сарайӗнчи пӗчӗк ҫӳлӗк ҫине хурса хӑварать.

Помоги переводом

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

«Хура ӗҫне» тума (тӗрӗсрех каласан — юнлӑ ӗҫне тума) Шурча ялне Шипов Хусан хулин полицеймейстерне Поль полковнике хӑварать.

Вершить «черное дело» (точнее — кровавое дело) он поручил казанскому полицмейстеру полковнику Полю.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кашни уйрӑм кун вунӑ кун пек туйӑнтарса хӑварать пулсан, Ваҫукӑн кунта 240 ҫул шутне пурӑнса ирттермелле-и?

А если учесть, что каждый год службы стоит не менее десяти, получается, что Васюк прослужил все 240 лет.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӑштах итлекелесе тӑрать те вӑл ҫынсем ҫаплах Савтепи ятне асӑннине илтсе хаш сывласа ярать, пӗчӗк сӗтел ҫине пиҫнӗ ҫӗрулми тирӗкӗ е чӑмпа кӑвас лартса хӑварать.

Послушает, послушает, услышит имя Савдеби и поставит на стол миску вареной картошки или жбан квасу, вздохнет тяжко и уходит.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫурхи кунӑн илемӗ ҫавӑнта-ҫке вӑл: хӗвел ӑшӑтать те юр ирӗлсе ҫӗре шӑварса хӑварать.

Парень радуется весеннему дню: щедрое солнце растапливает остатки снега, вода увлажняет готовящуюся к севу землю.

Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Енчӗпек ҫумӗнчен иртнӗ чух Янтул ӑна айккинчен тӗксе хӑварать.

и он старается ее как-нибудь подбодрить: то легонько подтолкнет, проходя мимо, то подмигнет и улыбнется, предупредит строго:

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пурте чӗри варрине йӗр хӑварать.

боль отдавалась в сердце, оставляя кровавые царапины.

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑшӗ-хӑшӗ вӑрӑм ҫула кайнӑ чухне пилсӗр ҫынна тӗл пулсан е каялла ҫаврӑнать, е чӑпӑрккине пӑрахса хӑварать.

А уж коль снарядился в длинную дорогу и повстречал беспутного человека, лучше повернуть назад или огреть бедолагу кнутом.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Янтул ним калама аптранине кура Енчӗпек ӑна ҫемҫе аллипе ҫурӑмӗнчен тӗксе хӑварать те тӗпелелле утать.

Ендебек, видя, что Яндулу нечего ей ответить, мягко подтолкнула его в спину и прошла вперед, бросив на ходу:

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗри картишне утӑ-улӑм йӑвантарса хӑварать, тепри вут-шанкӑ пушатать, виҫҫӗмӗшӗ ҫенӗке тырӑ миххи кӗртсе лартать.

кто-то скинет охапку сена или соломы, другой дровишек подбросит, третий снесет в амбар мешок зерна…

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней