Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑварать (тĕпĕ: хӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Лайӑх юл, — ҫурӑмӗнчен лӑпкаса хӑварать Мишкӑна Вихтӗр.

Помоги переводом

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫӳлте, утмӑл турат чечекӗ евӗр кӑн-кӑвак тӳпере, сӑпса мӑнӑш самолет шурӑ хӳре хӑварать.

Помоги переводом

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Сисет Вихтӗр, ура тупанӗнчен ҫӳлелле тепӗр утиял — ыйхӑ — йывӑррӑн ҫӗкленсе хӑпарать те ӑна тӗлӗнмелле канлӗх айне туса хӑварать

Помоги переводом

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Сухаласа ҫемҫетнӗскер, пӗрре ура тупанне канӑҫлантарма пӑхать, тепре муклашкасем лексе ыраттарнипе каҫӑхтарсах ярать; анчах канӑҫланма-рехетленме те, ыраттарнине тӳсеймесӗр айлатма та вӑхӑт ҫук: лаша малалла талпӑнать, суха пуҫ касӑ хыҫҫӑн касӑ хӑварать.

Помоги переводом

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Кам хурса хӑварать вӗсене?

Помоги переводом

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вӑрҫи вара пӗтӗм халӑха ура ҫине тӑрататъ: таҫти аякри вӑрмансене кастарать, тырӑ турттарттарать, ял-салана хӑйне тем пекех кирлӗ лашасене урӑх ҫӗрелле ӑсаттарать, пӗр пӗрчӗ шӑрпӑксӑр тӑратса хӑварать, килтен киле кӑвар валеҫтерет…

Помоги переводом

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫапла майпа строитель кирек епле ӗҫе те хӑйӗн тӳпине хывса ял-сала аталанӑвӗнче тарӑн йӗр хӑварать.

Помоги переводом

Строитель - пурнӑҫ аталанӑвне тӳпе хывать // Эльвира КУЗЬМИНА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/06/st ... tpe-hivatj

Ҫумӑр урхамахӗн кӑвар пӗкки — ҫичӗ тӗслӗ асамат кӗперӗ — чечексене хӑйӗн ҫӗнӗ тӗсӗсене парнелесе хӑварать.

Помоги переводом

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑл та питӗ пырасшӑнччӗ, амӑшӗ, сӑлтав тупса, ӑна вӑйпах хӑварать: «Эсӗ эпир киличчен апат пӗҫер. Какайне, ялтан илсе килнине, веҫех яр. Пӑсӑлать пурпӗр», — тет.

Помоги переводом

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Упӑшкин ӗҫӗ, Тамара шучӗпе, ансат: ирхине тӑрать те шыв кӳрсе парса хӑварать вӑл, апат ҫиет, кутамккине майласа тухса утать вӑрман каснӑ, тирпейленӗ, турттарнӑ ҫӗре…

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫав ихӗрешӳ, сасартӑк ҫулнӑн, икӗ хӑлхаран пӗр харӑс тачлаттарать те, пуҫа ян янӑратса, каярахпа чуна пуш-пушӑ тӑратса хӑварать.

Помоги переводом

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫӑпата сырса нумай аппаланнине килӗштермест: телейсӗр тӑратса хӑварать, ӑна хыпалансах валеҫсе пӗтерет.

Помоги переводом

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Мӗншӗн хӑварать вӑл сана пирӗнпе пӗрле, э?..

Помоги переводом

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Палатӑна Николай Ананьевич кӗре-кӗре тухать, анчах вӑл темшӗн калаҫасшӑн мар, Светлана калаҫма тӑрсан та, ӑна пӳрнипе юнаса хӑварать.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫавӑнпа, шикли шикленнӗ — кӗрӗкне пӗркеннӗ тенӗ пек, юлашки ҫулсенче Куҫук арӑмӗ хӗл каҫарма пӗр аҫа вырӑнне икшер аҫа хӑварать.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пушар тени вара тӗппипе тасатса каять те хресчене ним-сӗр тӑратса хӑварать.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл лашине илсе кайсан алсӑр-урасӑр пек тӑратса хӑварать.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пире ӗҫсӗр те укҫасӑр хӑварать ак вӑл.

Помоги переводом

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Пурнӑҫ урапи пӗр вӗҫӗм кусать, пӗрисем валли ырлӑх-пурлӑх тӑкса хӑварать, теприсене — ҫавӑрттарса-пӗтӗрсе кустӑрма айне тӑвать.

Помоги переводом

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Сахал курнӑ-и Лена хӑй те: пускӑча чӗртнӗ чухне чӗн пӑяв вӗҫне ҫыхнӑ патак ӑнсӑртран алӑран вӗҫерӗнсе каять те каялла ҫаврӑннӑ чухне ай-ай мӗнлерех тивертсе хӑварать.

Помоги переводом

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней