Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑварать (тĕпĕ: хӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл Стэнлие хӑйӗн чӑн-чӑн тӗллевне ӑнлантарса памаллине курать, анчах ӑна хӑюллӑ ҫак ҫынна шухӑш капашӗпе тӗлӗнтересси аван марлатать, ара, капашӗ хӑйӗн пӗлтерӗшӗпе ку тӗлӗшри чи чӑрсӑр ӗмӗтсене те чылай хыҫала хӑварать.

Он видел, что вынужден объяснить Стэнли свои истинные намерения, но ему было неловко поразить отважного человека замыслом, размах которого оставлял по значительности своей далеко позади самые смелые мечты этого рода.

X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

— Фаркугар пире ҫука хӑварать, — терӗ ирхине Стэнли Гента.

— Фаркугар разорит нас, — сказал утром Стэнли Генту.

IX. Сӑпайлӑх урокӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Анчах ҫаксене пӗтӗмпех ҫула май, кӑмӑл еккипе тӑвать, мӗншӗн тесен ыттине пӗтӗмпех хӑйӗн валли хӑварать.

Но все это он проделывал как бы между прочим, так как прочее он оставлял для себя.

VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ҫакӑ ӑна йӑлӑхтарсан, хӑй вара хальлӗхе сывӑ-ха, вӑл каллех караван пуҫтарать те каялла таврӑнать, хыҫалта вара — пин ҫухрӑмран кая мар — ялсен вӑрӑм йӗрне аптӑратмаллипех аптӑратса хӑварать.

Когда ему это надоест и он еще жив, он снова собирает караван и уходит обратно, оставляя длинную линию поселений, верст этак на тысячу, в глубоком недоумении.

VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ганувер вӗсене хӑналанма хӑварать; ҫапла пуҫланать…

Ганувер оставил их гостить; так началось.

XII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Хурӑнташсем… — терӗм эпӗ сыхланарах, мӗншӗн тесен эпӗ сисрӗм: вӑл ман ҫинчен пӗтӗмпех тӗпчесе пӗлме тӑрӑшать, хай ҫинчен нимӗн те пӗлтермесӗр хӑварать.

— Родные… — ответил я осторожно, потому что почувствовал, как он старается выпытать все обо мне, в сам умышленно остается в тени.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Историн хӑватлӑран та хӑватлӑ театрӗ йӑлӑхтарса ҫитерсен, — историе вӑл пилӗк пин ҫула яхӑн сӑнанӑ, — Калиостро ӑслӑ Клиона хӑварать те Гималай тӑвӗн тӑррисенчен пӗрин ҫине пурӑнма куҫать; ҫак тӑрӑ — Армун — анлӑ та сарлака джунглире.

Калиостро, наскучив колоссальным театром истории, кою наблюдал около пяти тысяч лет, оставил мудрую Клио и удалился на одну из Гималайских вершин — Армун, затерянную в обширных джунглях.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 293–301 с.

Кунашкал приключени, паллӑ ӗнтӗ, манӑҫа тухмасть, асӑнмалӑх асаилӳсем хӑварать.

Подобное приключение точно никогда не забудется и оставит массу впечатлений.

Сахара пушхирте чукун ҫул пур: мӗнле пуйӑссем унта ҫӳреҫҫӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/5983.html

Каҫ ӗнтрӗкӗ вӑйлансах пыни ҫынсене хыпалантарать; пиҫсе-шыҫса кайнӑ урасем мӗнле лекнӗ ҫапла утаҫҫӗ, тымарсенчен такӑнаҫҫӗ; хӑранипе тата ӗшеннипе анкӑ-минкӗленнӗ тӑватӑ ҫын, хыҫри ҫула асӑрхамасӑр, хыҫала ҫухрӑм хыҫҫӑн ҫухрӑм хӑварать; кӗлеткен кашни вӑйӑмӗ тӗттӗм пӳлӗмри сехет шаккавӗлле, касса-витерсе ыратнине аса илтерет.

Глухие сумерки подгоняли людей; обваренные распухшие ноги ступали как попало, вихляясь в корнях; угорелые от страха и изнурения, четыре человека шли версту за верстой, не замечая пройденного; каждое усилие тела напоминало о себе отчетливой болью, острой, как тиканье часов в темной комнате.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.

Ӑна хӑрушӑ та мар, хаваслӑ та мар, тунсӑхлӑ та мар, кичем те мар; чылай вӑхӑта тӑсӑлакан теветкеллӗх хӑш-пӗр ҫынна уҫӑлтарать, пушатсах хӑварать.

Ему не было ни страшно, ни весело, ни тоскливо, ни скучно; продолжительное отчаяние проветривает некоторых людей, делая их пустыми.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.

Ӑна вӗрентсе пӗлӳ панӑ тата тухтӑр дипломне тыттарнӑ наука вунӑ тӗслӗхрен пиллӗкӗшӗнче пулӑшусӑр хӑварать.

Наука, которая воспитала его, вручив докторский диплом, оставила беспомощным его в пяти случаях из десяти.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 305–309 с.

Малаллахи сӑмахӑмран вулакан ҫакна та пӗлет: пӗремӗк чӑннипех те пархатарсӑр ҫынна лекнӗ иккен; Фергюсонӑн ырӑ ятне вара кӗтмен ҫӗртен пӗр хӗр, ку таранччен хӑйне пачах нимӗнпе те кӑтартманскер, хӳтӗлесе хӑварать.

Из дальнейшего читатель убедится, что пряник был дан неблагодарному существу и что репутация Фергюсона нашла неожиданную защиту в лице девушки, до тех пор не обнаруживавшей себя ровно ничем.

Фергюсон ҫинчен хывнӑ халап // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 192–197 с.

Ҫавӑнпах Занзибартан кунта кашни уйӑхрах пӑрахут хутлать, пуяс ӗмӗтпе хыпӑннӑ ҫӗр-ҫӗр ҫынна ҫыран хӗррине антара-антара хӑварать.

Поэтому каждый месяц пароход, приходивший к тому берегу из Занзибара, ссаживал сотни людей, желавших попытать счастья.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

Ҫак этем каласа хӑварать: пуян аноним — ачасӑр тата ачасене юратакан ҫемье — пепкене усрава илесшӗн.

Он сказал, что состоятельный аноним — бездетная и детолюбивая семья — хочет усыновить мальчика.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 85–91 с.

Хупах тулсах ларнӑ: унта — шавлаҫҫӗ, унта — юрлаҫҫӗ; хаваслӑха ӑсне ҫухатичченех кӗрсе ӳкнӗ пӗр-пӗр ҫын, алӑк еннелле вӑхӑт-вӑхӑтӑн сӗнкӗлтетнӗ май, ҫулӗ ҫинчи пукансене ывӑта-ывӑта хӑварать; чашӑк-тирӗк шакӑртатать, — ҫак шавра Дюк икӗ хутчен «Битт-Бой» ятне илтрӗ.

Трактир был полон; там — шумели, там — пели; время от времени какой-нибудь веселый до беспамятства человек направлялся к выходу, опрокидывая стулья на своем пути; гремела посуда, и в шуме этом два раза уловил Дюк имя «Битт-Бой».

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Мӗншӗн тесен эпир паҫӑрах каланӑччӗ, Загуляев хӑйӗн службине паянран хӑварать, тесе.

Помоги переводом

II // Эселе Петӗрӗ. «Капкӑн», 1931, 2№, 12–13 с.

Вӑл уҫӑ сӑнпа ишет, хальтерех кӑна вилӗмпе сехӗрлентернӗ шыва шанчӑклӑн авӑса-авӑса хыҫа хӑварать; ҫак самантра унӑн чунсен тытӑҫӑвне ыткӑнас, нумай вӑхӑтлӑх ҫул ҫӳреве тухса каяс шухӑш-тӗллевне чарма вӑй ҫитерекен чикӗ ҫук, унта унӑн ҫамрӑк чӗринче влаҫ тимӗрӗ ӳссе-ҫирӗпленсе пырӗччӗ, сӑмахӗ вара иккӗленӳсӗр, ҫирӗп юрӑпа — тимлӗхпе вун-вун хут вӑйланнӑскерпе — янӑрӗччӗ.

Он плыл с ясным лицом, уверенно отгребая воду, грозившую не так давно смертью, и не было в этот момент предела силе его желания кинуться в битву душ, в продолжительные скитания, где с каждым часом и днем росло бы в его молодом сердце железо власти, а слово звучало непоколебимой песнью, с силой, удесятеренной вниманием.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Кермене ҫулталӑкра икӗ хутран кая мар кайса килсех тӑрать, кӗмӗл ҫӳҫлӗ хӗрарӑма кашнинчех ҫирӗпех мар шанчӑкпа — пысӑк ҫак ача хӑйӗн теттисене ҫӗнтеретех пулмалла текен шанчӑкпа — хӑварать.

И раза два в год посещал замок, оставляя женщине с серебряными волосами нетвердую уверенность в том, что такой большой мальчик, пожалуй, справится с своими игрушками.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Кунсӑр пуҫне ӑтӑр юр тӑрӑх утса мар, шуса пынӑ пек каять; вӑл малти урисене кӑкри ҫумне ҫыпӑҫтарса кайрисемпе ҫӗр ҫине тапса пырать, ҫапла вӑл хӑй хыҫҫӑн юр ҫине пӗчӗк лупашка туса хӑварать.

Кроме того, выдра не идет, а как бы ползет по снегу; передние лапы она прижимает к груди, а задними отталкивается от земли, оставляя за собой неглубокую ложбинку в снегу.

Ту арӑсланӗн йӗррипе // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Хуҫалӑхра кирлӗ япаласем илме укҫа парса хӑварать те каллех темиҫе кунлӑха кайса ҫухалать.

Помоги переводом

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней