Поиск
Шырав ĕçĕ:
2. Ырӑ ҫын Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулать, ултавлӑ ҫынна Вӑл айӑпа хӑварать.2. Добрый приобретает благоволение от Господа; а человека коварного Он осудит.
Ытар 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Унӑн пуҫлӑхӗ те, ӗҫне пӑхса тӑраканӗ те, хушса тӑраканӗ те ҫук; 8. анчах вӑл ҫӑкӑрне ҫулла хатӗрлесе хӑварать, ӗҫҫи вӑхӑтӗнче ҫимине янтӑлать.
Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Кайран вӗсем сахалланнӑ, пусмӑр тӳснипе, инкек-синкек, хӗн-хурлӑх тӳснипе ураран ӳкнӗ; 40. Вӑл пуҫлӑхсене мӑшкӑл кӑтартать, вӗсене ҫул-йӗрсӗр пушхирте аташса ҫӳреме хӑварать.
Пс 106 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа сасси айпӑлансене пӑру пӑрахтарать, вӑрмансене ҫаратса хӑварать; Унӑн Керменӗнче кирек мӗн те Унӑн мухтавлӑхне пӗлтерсе тӑрать.
Пс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӑмартисене страус ҫӗр ҫинех вӗри хӑйӑрпа ӑшӑнса выртма хӑварать, 15. вӗсене кам та пулин лапчӑтасси ҫинчен, тискер кайӑк пырса ҫӗмӗресси ҫинчен шутламасть; 16. вӑл хӑйӗн чӗпписене хӗрхенмест, вӗсем уншӑн — ют пекех, хӑйӗн ӗҫӗ харама каясран та шикленмест, 17. мӗншӗн тесессӗн Турӑ ӑна ӑслӑлӑх паман, ӑстӑн парнелемен; 18. хӑй вара ҫунаттине сарать те юланута нимӗн мар кая хӑварать.
Иов 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑн чухне Вӑл ҫын хӑлхине уҫать те ӑс кӗртсе хӑварать: 17-18. этем чунне пӗтесрен хӑтармашкӑн, пурӑнӑҫне хӗҫрен ҫӑлса хӑвармашкӑн — шухӑшласа хунӑ пӗр-пӗр ӗҫне тума чарать, ӑна мӑнаҫланма памасть.
Иов 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Патшасенчен чап ҫыххине салтса илет, вӗсенӗн пилӗкне пиҫиххи ҫыхса ярать; 19. священникӗсене ҫаруран ҫӳретет, паттӑрсене ураран ӳкерет; 20. вирлӗ чӗлхеллисенӗн чӗлхине ҫӗтерет, ватӑсене тӗлсӗр калаҫтарать; 21. чаплисене намӑспа хуплать, хӑватлисене вӑйран сулӑнтарать; 22. Вӑл шалтине, сӗмлӗхрине курса тӑрать, вилӗм ӗмӗлкине ҫутӑ ҫӗре кӑларать; 23. халӑхсене ӗрчетет те, вӗсене пӗтерет те; халӑхсене салатать те, вӗсене пуҫтарать те; 24. ҫӗр ҫинчи халӑх пуҫлӑхӗсене ӑссӑра кӑларать, вӗсене пушхирте ҫулсӑр-йӗрсӗр аташса ҫӳреме хӑварать: 25. вӗсем тӗттӗмре ҫутӑсӑр, алӑ сӗмӗпе ҫӳреҫҫӗ, ӳсӗр пек сулӑна-сулӑна каяҫҫӗ.
Иов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Яланах Ҫӳлхуҫа Турра мухта, Ӑна «мана чӑн ҫулпа ҫӳреме вӗрентсем, ӗҫӗмсене, шухӑшланӑ шухӑшӑмсене ӑнӑҫлӑ тусам» тесе тархасла, мӗншӗн тесессӗн тытӑннӑ ӗҫе ӑнӑҫлӑ вӗҫлесси нихӑш халӑх ирӗкӗнче те мар; мӗнпур ыррине Турӑ Хӑй ярса тӑрать, кама кӗҫӗне хӑварас тет, ҫавна Хӑйӗн ирӗкӗпе кӗҫӗне хӑварать.
Тов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫын хӑйне пӑхса ӳстернӗ ашшӗне те, хӑйӗн ҫӗршывне те пӑрахса хӑварать те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнать, 21. арӑмӗшӗн чунне парать, ашшӗ-амӑшне те, хӑйӗн ҫӗршывне те астумасть.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑвӑра: «пире Ҫӳлхуҫа ҫӑлса хӑварать» тесе илӗртекен Езекияна ан итлӗр.Не слушайте же Езекии, который обольщает вас, говоря: «Господь спасет нас».
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Патша ҫапла калать: Езекия сире ан илӗрттӗр — вӑл сире ман алӑран ҫӑлма пултараймасть; 30. «пире Ҫӳлхуҫа ҫӑлса хӑварать, ку хула Ассири патшийӗн аллине лекмест» тесе, Езекия сире Ҫӳлхуҫа ячӗпе кӑлӑхах ан шантартӑр.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа чухӑна кӑларать те пуйтарать, мӗскӗне хӑварать те асла кӑларать.
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫӳлхуҫамӑр ҫакна курчӗ [те ҫилленчӗ], ҫилли тӑвӑлса ҫитнӗрен Хӑйӗн ывӑлӗсенчен, Хӑйӗн хӗрӗсенчен пӑрӑнчӗ те 20. каларӗ: Хамӑн сӑнӑма вӗсенчен пытарӑп, вӗсем мӗнле пӗтнине курӑп: вӗсем — ирсӗрленнӗ йӑх; вӗсем — тӳрӗлӗх мӗнне пӗлмен ачасем; 21. вӗсем Мана турӑ маррипе тарӑхтарчӗҫ, хӑйсен ниме тӑман йӗрӗхӗсемпе кӳрентерчӗҫ: Эпӗ те вӗсене халӑх маррипе тарӑхтарӑп, ӑссӑр халӑх аллине парса кӳрентерӗп; 22. ӗнтӗ Манӑн ҫиллӗм вутла хыпса илчӗ, тамӑк тӗпне ҫитиех ҫунтарать, ҫӗре, ҫӗр ҫимӗҫне вут-ҫулӑм апачӗ тӑвать, тусен тӗпӗсене ӗнтсе хӑварать; 23. вӗсем ҫине пӗтӗм хӗн-асапа пуҫтарӑп, вӗсем ҫине пӗр ҫӗмренӗм юлмиччен вӗҫтерӗп: 24. выҫӑпа хӑрӑнӗҫ вӗсем, сивчирпе, ерекен хаяр чирпе вилсе пӗтӗҫ вӗсем; вӗсене тискер кайӑксен шӑлӗсемпе, ҫӗлен-калта наркӑмӑшӗпе витерӗп; 25. тул енчен вӗсене хӗҫ пӗтерсе пырӗ, килӗсенче каччи те, хӗрӗ те, кӑкӑр ачи те, кӑвакарнӑ ватӑ та сехри хӑпнипе вилсе выртӗҫ.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Республикӑри муниципалитетсенче учреждени сечӗсен оптимизацийӗ иртнӗ, район пресси малтанхи пекех тиражсене сыхласа хӑварать, мӗншӗн тесен ялти вулакансем валли хаҫат – информацин тӗп ҫӑл куҫӗсенчен пӗри.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2014) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2687457
Ача чухне ҫул ҫӳрени кирек камӑн асӗнче те ӗмӗр манӑҫми асаилӳсем хӑварать.
Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№