Поиск
Шырав ĕçĕ:
Нӳрӗ тута сӗртӗннӗ чухнехи евӗр, паянхи ӗҫкӗн йӗрӗ-йӑхӗ туххӑмрах мимӗрен шӑлӑнса ывӑтӑннӑ пек туйӑнса кайрӗ вара ӑна.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ромашов тупӑкра выртать, ним хускалманскер, сивӗскер, тута ҫинче ӗмӗр сӳнмен кулӑпалан.А Ромашов лежит в гробу, неподвижный, холодный, с вечной улыбкой на губах.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вӑкӑрӑнни евӗр куҫӗсем ун сарӑлса кайрӗҫ, питне юн тапса тулчӗ, чӗтӗрекен тута хӗррисене ҫӑра сурчӑк тухса ларчӗ.Его воловьи глаза расширились, лицо налилось кровью, в углах задрожавших губ выступила густая слюна.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Унӑн ҫутӑ, ырӑ куҫӗсенче тата усӑннӑ тута хӗррисенче Ромашов йӗрӗнӳпе хӗрхенӳ паллисене асӑрхарӗ, ҫакнашкал сӑнпа ҫынсем кирек хӑҫан та пуйӑс таптанӑ йытӑ ҫине пӑхаҫҫӗ.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫӳллӗ, полк дамисем пек каласан, кӗрнеклӗ, курӑмлӑ ҫамрӑк ҫынччӗ ку, сивӗ куҫлӑ та тута хӗрринчи лӑс сухал пайӑркисемпе пӗрле хулпуҫҫисем таранах тӑсӑлнӑ мӑйӑхлӑскер.
VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Манӑн тута хӑй тӗллӗнех калаҫрӗ, ҫӑвартан пӗр вӗҫӗмсӗр сӑмахсем тухса тӑчӗҫ: «Ах, икӗ ҫын е виҫӗ ҫын пулсанччӗ, ҫук, вӗсенчен пӗри те пулин ҫӑлӑнса юлса ман патӑма ишсе килсенччӗ!
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Нумай ҫул иртнӗ хыҫҫӑн ман тутана таса тута пуҫласа сӗртӗнчӗ, турӑ сана нихҫан та халӗ эпӗ мӗн туйнине пӗлме ан хуштӑр.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Варьӑн тӑртаннӑ тута хӗррисенче салхуллӑ хутламсем выртаҫҫӗ, аялалла усӑннӑ куҫ хупанки тӗксӗм кӑваккӑн курӑнать.Горестные складки лежали по углам ее припухших губ, глаза были опущены, и сине темнели веки.
XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Нагульнова ӑна култарма йывӑр, май та ҫук тейӗн, анчах халӗ вӑл та тӳссе тӑраймарӗ, тута хӗррисемпе йӑл кулчӗ те, Дубцов ҫине пӑхса, пуҫне ӳпкевлӗн сулкаласа илчӗ.
XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах Хижнякӑн сӑн-пичӗ унӑн ҫи-пуҫӗпе пӗрре те килӗшсе тӑмасть: тимлӗн пӑхакан ӑслӑ куҫсем, ҫӳхе тута хӗрринчи кулӑ йӗрри, теме тӑнланӑ пек, сылтӑм куҫхаршине каҫӑртас йӑла, пӗтӗм сӑн-пуҫра палӑракан интеллигентлӑх — тимлесе пӑхакана ҫаксем пӗтӗмпех ку ҫын выльӑх-чӗрлӗх хатӗрлес ӗҫпе ял хуҫалӑх ӗҫӗсенчен инҫетре тӑнине уҫҫӑнах пӗлтереҫҫӗ.
XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Лушка, юриех йӑвашшӑн курӑнма тӑрӑшса, ҫӗрелле пӑхрӗ, анчах тута кӗтессинче тытса чарма ҫук кулӑ выляса тӑрать.Лушка с напускным смирением опускала ресницы, а в углах губ неудержимо трепетала улыбка.
39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тута хӗррине йӗркеллех ӳт илсе лартрӗ, анчах ҫавӑнтан вара мана Щукарь тесе чӗнме пуҫларӗҫ.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эпӗ киле тута хӗррине тӑрӑннӑ ҫав вӑлтапах пырса кӗтӗм.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑлта ҫиппи манӑн аллӑмран вӗҫерӗнсе кайрӗ, вӑлта йӗппи вара ҫӳлти тута хӗррине витӗрех шӑтарса тирӗнсе ларчӗ.Леска-то осмыгнулась у меня в руке, крючок и промзил верхнюю губу.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959