Поиск
Шырав ĕçĕ:
33. Эсир тата авалхисене «тупа тунинчен ан ирт, Ҫӳлхуҫа умӗнче тупа тунине пурӑнӑҫла» тенине илтнӗ.33. Еще слышали вы, что сказано древним: не преступай клятвы, но исполняй пред Господом клятвы твои.
Мф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Эсир авалхисене «ан аскӑнлан» тенине илтнӗ.
Мф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Еммануил тени «пирӗнпе Турӑ» тенине пӗлтерет.
Мф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Эсӗ ҫакӑнта тата ҫичӗ кун пул-ха: Ҫӳлти Турӑ сана Хӑй мӗн кӑтартас тенине кӑтартӗ, терӗ Ангел.
3 Езд 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Анчах эпӗ часах Тӳре килет тенине илтнӗ.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Апла сана ху курас тенине кӑтартӗҫ, терӗ.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫапла тунӑ хыҫҫӑн патша, иудейсен йӑхташӗсем хӑйсенӗн мӑшкӑллӑ инкеке лекнӗ тӑванӗсемшӗн хуйхӑрса тӑтӑшах хуларан вӑрттӑн тухса ҫӳреҫҫӗ тенине илтсессӗн, питех те ҫилленсе кайнӑ та кусене те лешӗсене мӗн кӑтартнинех кӑтартма, лешӗсенчен кая мар асаплантарма хушнӑ.
3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Птоломей вара — Филометор шанса панӑ Кипра пӑрахса хӑварса Антиох Епифан патне куҫнӑшӑн хӑйне пур енчен те сутӑнчӑк тенине илтсе, ӗнтӗ хӑйне хисеплеттерейми пулнӑран хуйхӑрса — наркӑмӑш ӗҫсе вилнӗ, хӑйӗн пурӑнӑҫне ҫапла вӗҫленӗ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӑл патша ҫине пӑхса каланӑ: «ҫынсемпе хуҫаланма влаҫ пур тесе эсӗ, ҫӗрсе пӗтмеллискер, ху мӗн тӑвас тенине тӑватӑн; анчах пирӗн йӑха Турӑ пӑрахнӑ тесе ан шухӑшла. 17. Кӗтсех тӑр, эсӗ те Унӑн аслӑ вӑйне курӑн: Вӑл сана хӑвна та, санӑн вӑрлӑхна та хаса парӗ» тенӗ.
2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Неемия ҫыннисем ҫак вырӑна Нефтар тесе ят панӑ, ку «тасални» тенине пӗлтерет; чылайӑшӗ вара ӑна Нефтай тет.
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Анчах лешӗсем, Ионафанпа унӑн юлташӗсене ярса тытса вӗлернӗ тенине илтсессӗн, пӗр-пӗрне хавхалантарса, ҫапӑҫма хатӗрленсе тачӑ ӗретпе тухнӑ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Симон та тапранса тухнӑ та Аскалон хулипе ун таврашӗнчи керемсем патнех ҫитнӗ, унтан Иоппи ҫине кайса ӑна хӑй аллине илнӗ, 34. мӗншӗн тесессӗн вӑл [Иоппи ҫыннисем] кереме Димитрий ҫарне парасшӑн тенине илтнӗ пулнӑ — ӗнтӗ хулана сыхлама унта хурал тӑратса хӑварнӑ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ионафан ҫавӑн чухне Димитрий ҫарпуҫӗсем унчченхинчен нумайрах ҫар пухса хӑйпе вӑрҫма таврӑннӑ тенине илтнӗ те, 25. Иерусалимран тухса, вӗсене Амафит ҫӗршывӗнче кӗтсе илнӗ, ҫапла вӗсене хӑйӗн ҫӗрне кӗме май паман.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӑл ӗнтӗ ун патне акӑ ҫапла каласа ҫыру ҫырса янӑ: 18. «Александр патша хӑйӗн Ионафан тӑванне савӑнӑҫ сунать. 19. Сан пирки эпир вӑйӗпе ҫирӗп, пирӗн тус пулма тивӗҫлӗ ар тенине илтрӗмӗр. 20. Ҫапла ӗнтӗ эпир сана халӗ хӑвӑн халӑхун аслӑ священникне лартатпӑр; сана патша тусӗ теме тытӑнӗҫ, эсӗ, пирӗн майлӑ пулса, пирӗнпе тус пулса пурӑнӑн» тенӗ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑн чухне Рим халӑхӗн чапӗ Иуда хӑлхине те ҫитнӗ: Иуда вӗсем хӑватлӑ та вӑйлӑ халӑх, хӑйсем патне пыракансене вӗсем пурне те хапӑл йышӑнаҫҫӗ, кам пыраканпа пуринпе те туслӑ тӑма килӗшӳ тӑваҫҫӗ тенине илтнӗ.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Леш патша вара хӑй мӗн тӑвас тенине тӑвӗ; мӑнаҫланса кайӗ, хӑйне кирек епле турӑран та ҫӳле хурӗ, турӑсен Туррине те хурлама тытӑнӗ, ҫилӗ кунӗсем ҫитиччен вӑл ӑнӑҫтарсах пырӗ: ӗнтӗ мӗн палӑртса хунӑ, ҫавӑ пулатех.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Дарий — Ассуир ывӑлӗ, Миди ӑрӑвӗнчен тухнӑскер, Халдея патшалӑхӗн патши пулма лартнӑскерӗ — 2. пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне эпӗ, Даниил, Турӑ Ҫырӑвӗнче ҫырнине — Ҫӳлхуҫа Иеремия пророка пӗлтернӗ тӑрӑх, Иерусалим ҫитмӗл ҫул хушши юхӑнса выртмалла тенине — ӑнкарса илтӗм.
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эпӗ Улай юханшывӗ ҫийӗнчен килекен сасса, этем сассине: «Гавриил! ӑна ҫак курӑнӑва ӑнлантарса пар!» тенине илтрӗм.
Дан 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ӑна Турӑ панӑ аслӑлӑхран пур халӑхсем, йӑхсем, ӑрусем чӗтресе тӑнӑ, унран хӑранӑ: патша кама вӗлерес тенӗ — вӗлернӗ, кама чӗрӗ хӑварас тенӗ — чӗрӗ хӑварнӑ, асла кӑларас тенине асла кӑларнӑ, кӗҫӗне хӑварас тенине кӗҫӗне хӑварнӑ.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вара Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, эсӗ Израиль тӑвӗсене мӑшкӑлласа «пушанса юлчӗҫ! пире пачӗҫ!» тенине пӗтӗмпе илтнине пӗлӗн эсӗ.
Иез 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.