Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 3 Мак 4

Раздел: Библи –> Маккавейсен виҫҫӗмӗш кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.17 17:07

Предложений: 18; Слово: 565

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Ӗнтӗ ҫапла хушса ҫырнӑ ҫыру ҫитнӗ вырӑнта пур ҫӗрте те суя тӗнлӗ ҫынсем халӑхпалан ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттернӗ, вӗсен чунӗнче тахҫанах тымар янӑ курайманлӑх чӑрсӑррӑн тапса тухнӑн вӗсем хавассӑн кӑшкӑрашнӑ. 2. Иудейсен вара пусӑрӑнми хурлӑх пуҫланнӑ, вӗсем хура куҫҫулӗпе йӗнӗ, ӗсӗкленӗ; хӑйсене кӗтмен ҫӗртен, сасартӑк пӗтмелле тунӑшӑн хурланса ахлата-ахлата йынӑшни пур енчен те чӗрене ҫурасла илтӗнсе тӑнӑ. 3. Вӗсем хӳхлени, кӑшкӑрса макӑрни хӑш хутлӑхра кӑна, хӑш хулара кӑна е ҫын пурӑнакан хӑш вырӑнта кӑна, хӑш урамра кӑна илтӗнмен-ши? 4. Кашни хуланӑн пуҫлӑхӗсем вӗсене пурне те пӗрле хаяррӑн, пӗр хӗрхенмесӗр кӑлара-кӑлара янӑ, ҫак хӑрушла тавӑрӑва курса, пӗтӗм халӑх епле асапланнине пӑхса тӑрса, пурӑнӑҫра улӑшу пулма пултарни ҫинчен шухӑшласа, иудейсен тӑшманӗсем те хӑшӗ-хӑшӗ вӗсене ҫапла усаллӑн хӑваласа янӑшӑн хурланса йӗнӗ. 5. Ӗнтӗ кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ, ватлӑхпа йӑмшанӑран ури вӑйӗ юлманнипе пӗкӗрӗлсе аннӑ ватӑсене ушкӑнӗпех хӑваласа пынӑ; вӑйпах кӑларса яма хушнӑран вӗсене, намӑса пӗлмесӗр, хӑвӑртрах утма хистенӗ. 6. Ҫап-ҫамрӑк хӗрсем, тин ҫеҫ каччипе мӑшӑрланнӑскерсем, тин ҫеҫ туя ларнӑскерсем, чунтан савӑнас вырӑнне хурланса йӗме пуҫланӑ, сӗрӗшпе сӗрӗннӗрен ырӑ шӑршӑ саракан ҫӳҫӗ ҫине кӗл сапнӑ, ӗнтӗ вӗсене ҫарамас халлӗнех хӑваласа пынӑ, туй юрри юрлас вырӑнне вӗсем, ют йӑх ҫыннисем асаплантарса-хӗнесе пынӑран, ыттисемпе пӗрле кӑшкӑрса макӑрнӑ. Карап ҫине ҫитерсе пӑрахичченех вӗсене, сӑнчӑрланӑскерсене, тумланнӑ-тумланманскерсене, пӗтӗм халӑх умӗнче хӳтерсе пынӑ. 7. Вӗсен мӑшӑрӗсем вара, чечек кӑшӑлӗ тӑхӑнас вырӑнне пӑявпа мӑйкӑчланнӑскерсем, патвар яшлӑх ҫулӗнчисем, ӗҫкӗ-ҫикӗре ларас, ҫамрӑклӑхпа киленес вырӑнне авланнӑ хыҫҫӑнхи кунӗсене йӗре-йӗре ирттернӗ — вӗсем ӗнтӗ хӑйсенӗн ури айӗнче тамӑк уҫӑлнине курса тӑнӑ. 8. Вӗсене, тискер кайӑксем евӗрлӗн, тимӗрпе сӑнчӑрласа лартса кайнӑ: пӗрисене мӑйӗнчен сӑнчӑрласа карап саккинчен кӑкарнӑ пулнӑ, тепӗрисене уринчен тӑлласа ҫирӗппӗн ҫыхса лартнӑ. Унсӑр пуҫне ҫӳлтен хулӑн урай хӑмисем хупласа тӑнӑран вӗсем патне пӗр ҫутӑ та кӗмен, ҫапла вара пур енчен те тӗттӗм хупӑрласа илнӗскерсене мӗн ҫул тӑршшӗпех усал шухӑшлӑ ҫынсене тытнӑ пек пӑхса пынӑ. 9. Вӗсене Схедия ятлӑ вырӑна илсе ҫитерсессӗн, патша каланипе, тинӗс ҫулҫӳревӗ те вӗҫленнӗ; патша иудейсене хула умне, лашасене ӑмӑртса чуптарма уйӑрнӑ уҫӑ ҫӗре, тӑратма хушнӑ; ҫакӑ анлӑ ҫавра вырӑнта иудейсене пурин умӗнче те — хулана килекенсем умӗнче те, каялла ҫӗршыв варринелле каякансем умӗнче те — тӗслӗхшӗн мӑшкӑл кӑтартма питӗ меллӗ пулнӑ; ҫапла вӗсене ҫарпа та ҫыхӑнма паман, пӗр-пӗр кӗтес те пулин паман. 10. Ҫапла тунӑ хыҫҫӑн патша, иудейсен йӑхташӗсем хӑйсенӗн мӑшкӑллӑ инкеке лекнӗ тӑванӗсемшӗн хуйхӑрса тӑтӑшах хуларан вӑрттӑн тухса ҫӳреҫҫӗ тенине илтсессӗн, питех те ҫилленсе кайнӑ та кусене те лешӗсене мӗн кӑтартнинех кӑтартма, лешӗсенчен кая мар асаплантарма хушнӑ. 11. Вӑл пӗтӗм халӑха ятран ҫырса тухма хушнӑ: ҫакӑн умӗн нумаях пулмасть вӑл иудейсене чура туса йывӑр ӗҫ ӗҫлеттерме ҫыртарса тухма хушнӑ пулсассӑн, халӗ ӗнтӗ вӗсене пӗлтерсе хунӑ тӗрлӗ асаппалан хӗн кӑтартса, юлашкинчен пӗр кун хушшинчех тӗппипе пӗтерсе пӑрахма шутланӑ. 12. Халӑха ҫырса тухас ӗҫе питӗ васкаса, хӗвел тухса хӗвел аничченех ҫав тӗрлӗ тӑрӑшса тунӑ пулин те, ӑна хӗрӗх кун хушшинче пӗтӗмпех туса ҫитерме пултарайман. 13. Патша вара, виҫипе чаракне пӗлмесӗр иртӗхсе, пӗтӗм суя турӑ кӗлетки умӗнче те ӗҫкӗ ирттернӗ, чӑнлӑхран чылаях пӑрӑннӑ ӑсӗ-тӑнӗпе, ирсӗр чӗлхи-ҫӑварӗпе вӑл ӗнтӗ илтме те, калаҫма та, пулӑшу пама та пултарайманскерсене мухтанӑ, аслӑран аслӑ Турӑ пирки вара юравсӑр сӑмахсем каланӑ.

14. Палӑртса хунӑ вӑхӑт иртсессӗн, ҫыруҫӑсем патшана: шутсӑр йышлӑ пулнӑран иудейсене эпир ҫырса тухма пултараймастпӑр, тесе пӗлтернӗ; ҫитменнине тата вӗсем ытларахӑшӗ ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнаҫҫӗ: пӗрисем килӗнчех пурӑнаҫҫӗ, тепӗрисем тӗрлӗ вырӑна саланса пӗтнӗ, ҫавӑнпа ку ӗҫе Египетӑн пӗтӗм пуҫлӑхӗ те туса пӗтереймӗ, тенӗ. 15. Патша, ку ҫыруҫӑсене парнесем парса сутӑн илнӗ пулӗ, ҫавӑнпа вӗсем иудейсене асап кӑтартасран чееленсе пӑрӑнаҫҫӗ пулӗ тесе, вӗсене тата хытӑрах хӑратнӑ; вара лешӗсен патшана курӑмлӑн ӗнентерме тивнӗ: ҫыруҫӑсем ӑна ҫак ӗҫ валли хут таврашӗ те, хӑмӑш калем те ҫитменнине ӗнентерсе панӑ. 16. Ҫакӑ вӑл иудейсене тӳперен Пулӑшаканӗн никам ҫӗнтерейми ӗҫӗ пулнӑ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней