Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Мф 5

Раздел: Библи –> Матфей ҫырнӑ таса Евангели

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.18 10:14

Предложений: 45; Слово: 690

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Иисус, халӑха курсан, ту ҫине улӑхса ларнӑ; ҫавӑнта ларсассӑн Ун патне вӗренекенӗсем пырса тӑнӑ. 2. Вӑл вӗсене ҫапла каласа вӗрентме пуҫланӑ:
3. Мӗскӗн кӑмӑллисем телейлӗ: вӗсене Ҫӳлти Патшалӑх пулӗ.

4. Йӗрекенсем телейлӗ: вӗсем йӑпанӗҫ.

5. Йӑваш кӑмӑллисем телейлӗ: вӗсене ҫӗр тивӗ.

6. Тӳрӗлӗхшӗн выҫӑхса ҫунакансем телейлӗ: вӗсем тӑранӗҫ.

7. Хӗрхенекенсем телейлӗ: вӗсене хӑйсене хӗрхенӗҫ.

8. Таса чӗреллисем телейлӗ: вӗсем Турра курӗҫ.

9. Килӗшӳ кӳрекенсем телейлӗ: вӗсене Турӑ ачисем тейӗҫ.

10. Тӗрӗслӗхшӗн хӗсӗрленине тӳсекенсем телейлӗ: вӗсене Ҫӳлти Патшалӑх пулӗ.

11. Сире Ман пирки хурласассӑн, хӗсӗрлесессӗн, тем тӗрлӗ усал сӑмахпа хӑртсассӑн, эсир телейлӗ пулатӑр. 12. Савӑнӑр, хӗпӗртенӗр: тӳпере сире пысӑк сӑвап пулӗ, — сирӗнтен малтан пурӑннӑ пророксене те ҫапла хӗсӗрленӗ.

13. Эсир — ҫӗр тӑварӗ. Тӑварӑн хӑвачӗ пӗтсессӗн, ӑна мӗнле тӑварлӑ тӑвайӑн? Вӑл ӗнтӗ ниме юрӑхсӑр, ӑна ҫын ури айӗнче таптанма ҫеҫ кӑларса пӑрахмалла.

14. Эсир — тӗнче ҫути. Ту ҫине вырӑнаҫнӑ хула курӑнмасӑр лараймасть. 15. Ҫутнӑ ҫуртана та савӑт айне лартмаҫҫӗ, шантал ҫине лартаҫҫӗ, вара вӑл пӳртрисене пурне те ҫутатса тӑрать. 16. Ҫапла сирӗн ҫуттӑр та ҫынсен умӗнче ҫутаттӑр, вӗсем, сирӗн ырӑ ӗҫӗрсене курса, Ҫӳлти Аҫӑра мухтаччӑр.

17. Эпӗ саккуна е пророксен сӑмахӗсене пӑрахӑҫлама килнӗ тесе ан шухӑшлӑр: Эпӗ пӑрахӑҫлама килмен, туса ҫитерме килнӗ. 18. Чӑн калатӑп сире: тӳпепе ҫӗр пӗтмесӗр, пӗтӗмпе пурӑнӑҫланмасӑр саккунри пӗр пӗчӗкҫеҫҫӗ саспалли те, пӗр йӗрӗ те пӑрахӑҫланмӗ. 19. Кам та кам ҫав ӳкӗтсенчен пӗрне те пулин — чи пӗчӗккине те пулин — пӑрахӑҫлать, ҫынсене те ҫапла тума вӗрентет, ҫавӑ Ҫӳлти Патшалӑхра чи кӗҫӗнни пулӗ; кам ҫавна пурӑнӑҫлать, ҫынсене те ҫапла тума вӗрентет, ҫавӑ Ҫӳлти Патшалӑхра асли пулӗ. 20. Ҫавӑнпа та калатӑп сире: эсир фарисейсемпе кӗнекеҫӗсенчен тӳрӗрех пурӑнмасан Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗр.

21. Эсир авалхисене «ан вӗлер; ҫынна вӗлерекен сута тивӗҫлӗ» тесе каланине илтнӗ. 22. Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: хӑй тӑванне нарастаран ҫилленекен кирек кам та сута тивӗҫлӗ; хӑй тӑванне «ӑнман» тесе калакан аслӑ сута тивӗҫлӗ; «ӑссӑр» тесе калакан тамӑк вутне тивӗҫлӗ. 23. Ҫавӑнпа ӗнтӗ парне вырӑнӗ патне парнӳне илсе пырсан, ҫавӑнта эсӗ тӑвану хӑвна кӳреннине асна илсен, 24. парнӳне ҫавӑнта парне вырӑнӗ умне хӑварса, малтан тӑванупа кайса килӗштер, унтан каялла килсе парнӳне кӳр. 25. Хӑвпа тупӑшаканпа хӑвӑртрах, унпа пӗрле ҫул ҫинче пулнӑ чухнех килӗштер, унсӑрӑн вӑл сана тӳре аллине парӗ, тӳре сана тарҫи аллине парӗ, эсӗ вара тӗрмене лекӗн; 26. чӑн калатӑп сана: юлашки пусу таранччен памасӑр та унтан тухаймӑн.

27. Эсир авалхисене «ан аскӑнлан» тенине илтнӗ. 28. Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: хӗрарӑм ҫине аскӑннӑн пӑхакан кирек кам та хӑй ӑшӗнче унпа аскӑн ӗҫ тӑвать. 29. Сана сылтӑм куҫу илӗртет пулсан, ӑна чавса кӑларса пӑрах: пӗтӗм ӳт-пӗвне тамӑка пӑрахнинчен хӑрах куҫу пӗтни аванрах саншӑн. 30. Сана сылтӑм аллу илӗртет пулсан, ӑна касса ывӑт: пӗтӗм ӳт-пӗвне тамӑка пӑрахнинчен хӑрах аллу пӗтни аванрах саншӑн, тенӗ.

31. Тата ҫапла каланӑ пулнӑ: «хӑй арӑмне уйӑрса яракан ӑна уйрӑлу хучӗ патӑр» тенӗ. 32. Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: кам хӑй арӑмне аскӑн ӗҫ айӑпӗсӗрех уйӑрса ярать, вӑл ӑна аскӑн ӗҫ тума май парать; кам уйӑрса янӑ арӑма качча илет, вӑл та аскӑн ӗҫ тӑвать.

33. Эсир тата авалхисене «тупа тунинчен ан ирт, Ҫӳлхуҫа умӗнче тупа тунине пурӑнӑҫла» тенине илтнӗ. 34. Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: пачах та тупа ан ту, тӳпе ячӗпе те ан ту: вӑл — Туррӑн аслӑ пуканӗ; 35. ҫӗр ячӗпе те ан ту: вӑл — Унӑн ури саккийӗ; Иерусалим ячӗпе те ан ту: вӑл — аслӑ Патша хули; 36. пуҫупа та тупа ан ту: эсӗ пӗр ҫӳҫ пӗрчине те шурӑ та, хура та тӑваймастӑн. 37. Сирӗн сӑмахӑр «ҫапла, ҫапла» е «ҫук, ҫук» тени анчах пултӑр; унтан ытлашши усалтан вӑл.

38. Эсир «куҫшӑн — куҫ, шӑлшӑн — шӑл» тенине илтнӗ. 39. Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: усалпа ан хирӗҫ; кам сана сылтӑм питӳнтен ҫупса ярать, эсӗ ӑна сулахаййине те ҫавӑрса пар; 40. кам санпа сутлашса санӑн кӗпӳне туртса илесшӗн, ӑна ҫиелти тумтирне те пар; 41. кам сана хӑйпе пӗрле пӗр ҫухрӑм пыма хистет, унпа пӗрле иккӗ кай. 42. Хӑвӑнтан ыйтакана пар, кивҫен илес теекенрен ан пӑрӑн.

43. Эсир «хӑвна ҫывӑх ҫынна юрат, тӑшманна кураймасӑр тӑр» тенине илтнӗ. 44. Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр, хӑвӑра ылханакансене ырӑ сунӑр, хӑвӑра кураймансене ырӑлӑх тӑвӑр, хӑвӑра кӳрентерекенсемшӗн, хӗсӗрлекенсемшӗн кӗлтӑвӑр; 45. эсир ҫапла ҫеҫ Ҫӳлти Аҫӑр ывӑлӗсем пулатӑр; Вӑл Хӑйӗн хӗвелне усаллисем ҫине те, ыррисем ҫине те пӑхтарать; ҫумӑрне те сӑваплисем ҫине те, сӑвапсӑррисем ҫине те ҫутарать. 46. Эсир хӑвӑра юратакансене ҫеҫ юрататӑр пулсан, сире мӗн сӑвап пулӗ? Хырҫӑ пуҫтаракансем те ҫавнах тумаҫҫӗ-и? 47. Эсир хӑвӑр тусӑрсене ҫеҫ хисеп тӑватӑр пулсан, ытлашши мӗнех тӑватӑр вара? Суя тӗнлӗ ҫынсем те ҫаплах тумаҫҫӗ-и?

48. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлти Аҫӑр епле пур тӗлӗшпе те ырӑлӑхлӑ, эсир те ҫапла пур тӗлӗшпе те ырӑлӑхлӑ пулӑр.

Сайт:

 

Статистика

...подробней