Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 3 Езд 12

Раздел: Библи –> Ездрӑн виҫҫӗмӗш кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.17 18:04

Предложений: 35; Слово: 778

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Арӑслан ӑмӑрткайӑка ҫак сӑмахсене каланӑ чухне эпӗ акӑ мӗн куртӑм: 2. ӑмӑрткайӑкӑн чӗрӗ юлнӑ пуҫӗ урӑх курӑнмарӗ, ӗнтӗ ун патне куҫнӑ икӗ пӗчӗк ҫунат патшана ларасшӑн ҫӗкленчӗҫ, анчах вӗсен патшалӑхӗсем вӑйсӑр пулчӗҫ, унта пӗр вӗҫӗмсӗр пӑлхавсем пула-пула иртрӗҫ. 3. Тата ҫакна та куртӑм: акӑ вӗсем ҫухалчӗҫ, ӑмӑрткайӑк кӳлепи йӑлтах ҫунса кайрӗ — пӗтӗм ҫӗр сехӗрленсе ӳкрӗ, эпӗ те ӑшчик хускалнине, ӑс пӑтраннине тата хытӑ хӑранине пула вӑранса кайрӑм та хама хам каларӑм: 4. эпӗ Ҫӳлти Туррӑн ҫулӗсене тишкересшӗнччӗ, ҫавӑнпа манӑн ҫакна курмалла пулчӗ, терӗм. 5. Акӑ ӗнтӗ ӑстӑнӑм пӑтранать, чун хавалӗ шалтӑрах кайрӗ, ҫакӑ каҫ хытӑ хӑранипе манӑн чӗптӗм вӑй та юлмарӗ. 6. Эпӗ халӗ Ҫӳлти Турра хама вӗҫне ҫитиччен тӗреклӗ тӑма вӑй-хал патӑр тесе кӗлтӑвӑп, терӗм. 7. Вара каларӑм эпӗ: эй Ҫӳлхуҫа Патша! эхер те эпӗ Санӑн умӑнта тивлет илтӗм пулсассӑн, Эсӗ мана ыттисенчен тӳрӗрех тесе шутлатӑн пулсассӑн, манӑн кӗллӗм Сан патна ҫитрӗ пулсассӑн, 8. мана тӗреклӗх пар, мана, Хӑвӑн чуруна, ҫак хӑрушӑ курӑнӑвӑн тупсӑмне кӑтарт, ҫапла манӑн чунӑма пӗтӗмпех лӑплантар, 9. мӗншӗн тесессӗн Эсӗ мана юлашки вӑхӑта кӑтартма тивӗҫлӗ тесе шутларӑн, терӗм. Вӑл каларӗ мана: 10. ку курӑнӑвӑн тупсӑмӗ ҫапла: 11. тинӗсрен ҫӗкленсе хӑпарнӑ ӑмӑрткайӑк, эсӗ курнӑскер, — хӑвӑн Даниил тӑванна кӑтартнӑ тӑваттӑмӗш патшалӑх вӑл, 12. анчах ӑна халӗ Эпӗ сана ӑнлантарса панӑ пек ӑнлантарман. 13. Акӑ ҫӗр ҫинче унччен пулнӑ мӗнпур патшалӑхран хӑрушӑрах патшалӑх пулса тӑрас кунсем ҫывӑхарса килеҫҫӗ. 14. Унта пӗрин хыҫҫӑн тепӗри вуникӗ патша пуҫ пулать. 15. Вӗсенчен иккӗмӗшӗ пуҫ пулма тытӑнать те патшалӑха ыттисенчен пуринчен те ытларах вӑхӑт хушши тытса тӑрать. 16. Ҫакна пӗлтерет те эсӗ курнӑ вуникӗ ҫунат. 17. Эсӗ илтнӗ сасӑ вара — ӑмӑрткайӑк пуҫӗсенчен мар, ун кӳлепи варринчен тухнӑ сасӑ — 18. ҫав патшалӑх хыҫҫӑн пысӑк хирӗҫӳсем пулса иртессе, патшалӑх саланса каяс хӑрушлӑх пуласса пӗлтерет; анчах вӑл ун чухне саланса каймасть, тӗреклӗленсе унчченхи пекех пулать. 19. Эсӗ курнӑ сакӑр пӗчӗк ҫунат — пысӑк ҫунатсем айне вырӑнаҫнӑскерсем, вӗсемпе пӗрлешнӗскерсем — акӑ мӗне пӗлтереҫҫӗ: 20. патшалӑхра сакӑр патша ҫӗкленсе тухать, вӗсем патшара нумайччен лараймӗҫ, вӗсенӗн ҫулӗсем вӗҫсе иртсе кайӗҫ. 21. Пӗр патши каяс, тепӗр патши ларас хушӑра икӗ патши пуҫ хурӗ. Тӑваттӑшӗ ҫав вӑхӑт вӗҫленсе пыричченех сыхланса юлӗ, иккӗшӗ вара вӗҫне ҫитичченех сыхланса юлӗ. 22. Эсӗ курнӑ тӳлеклӗ виҫӗ пуҫ вара ҫакна пӗлтерет: 23. патшалӑхӑн чи юлашки кунӗсенче Ҫӳлти Турӑ виҫӗ патша ҫӗклентерӗ, нумай патшалӑха вӗсен аллине парӗ — кусем вара ҫӗре, ун ҫинче пурӑнакансене пӑхӑнтарса тӑрӗҫ, 24. вӗсем унччен пулнӑ мӗнпур патшаран хытӑрах хӗсӗрлӗҫ; ҫавӑнпа вӗсене ӑмӑрткайӑк пуҫӗсем тенӗ, 25. шӑпах ҫавсем ӗнтӗ ӑмӑрткайӑкӑн усал ӗҫӗсен виҫине тултарӗҫ. 26. Ӑмӑрткайӑкӑн пысӑк пуҫӗ урӑх курӑнманни патшасенчен пӗри хӑйӗн выртан вырӑнӗ ҫинчех, анчах асапланса вилессе пӗлтерет, 27. тепӗр иккӗшне хӗҫ тӗп тӑвӗ: 28. пӗрин хӗҫӗ хӑй ҫумӗнчинех, тепӗрне, тӗп тӑвать, анчах юлашки ӗмӗр вӗҫӗнче хӑй те хӗҫренех вилӗ. 29. Эсӗ пысӑк ҫунат айӗнчи икӗ пӗчӗк ҫунат сылтӑм енчи пуҫ патне куҫнине курнӑ, ку ҫакна пӗлтерет: 30. ҫав икӗ пӗчӗк ҫунат — Ҫӳлти Турӑ патшалӑх пӗтнӗ тӗле сыхласа хӑварнӑ икӗ патша, куртӑн ӗнтӗ — вӗсен патшалӑхӗ вӑйсӑр пулнӑ, унта пӗр вӗҫӗмсӗр пӑлхав пула-пула иртнӗ. 31. Эсӗ тата вӑрмантан ӳхӗрсе тухнӑ арӑслана курнӑ, вӑл ӑмӑрткайӑка пӗтӗм тӗрӗсмарлӑхӗшӗн, усал сӑмахӗсемшӗн питленине илтнӗ, 32. ку вӑл — Ҫу Сӗрнӗскерӗ, Ҫӳлти Турӑ Ӑна, Давид йӑхӗнчен тухасскерне, тӗнче пӗтнӗ тӗле ҫав патшасене, вӗсенӗн усал ӗҫӗсене хирӗҫ тӑма палӑртса хунӑ, Вӑл вӗсене питлӗ, хӑйсем мӗнле хӗсӗрленине хӑйсенех кӑтартӗ. 33. Вӑл вӗсене чӗррисен сучӗ умне тӑратӗ, питленӗ хыҫҫӑн хаса парӗ. 34. Хӑйӗн ырӑ кӑмӑлӗпе Вӑл Манӑн йӑлкӑма, Манӑн ҫӗрӗмсенче сыхланса юлнисене, ҫӑлӗ, вӗсене Вӑл вӗҫӗ ҫитичченех — Эпӗ сана пуҫламӑшӗнчех каланӑ сут кунӗ ҫитичченех — савӑнтарса тӑрӗ. 35. Ҫакӑн пек эсӗ курнӑ тӗлӗк, ҫакӑн пек унӑн тупсӑмӗ. 36. Ҫӳлти Туррӑн ҫак вӑрттӑнлӑхне пӗлме пӗртен-пӗр эсӗ тивӗҫрӗн. 37. Ху курнине ҫакна пӗтӗмпех кӗнекене ҫырса хӑвар та шанчӑклӑ вырӑна хур; 38. вара хӑвӑн халӑхун ӑслӑ ҫыннисене, вӗсен чӗри ҫак вӑрттӑнлӑхсене йышӑнма тата упрама пултарасса шанатӑн пулсассӑн, вӗрент ҫакна. 39. Эсӗ ҫакӑнта тата ҫичӗ кун пул-ха: Ҫӳлти Турӑ сана Хӑй мӗн кӑтартас тенине кӑтартӗ, терӗ Ангел. Вара ман патӑмран пӑрӑнса кайрӗ.

40. Ҫичӗ кун иртнӗ хыҫҫӑн, пӗтӗм халӑх эпӗ хулана таврӑнманни ҫинчен пӗлсен, пуҫлӑхсем те, ахаль халӑх та пурте пӗрле пуҫтарӑннӑ та — ман патӑма пычӗҫ, мана каларӗҫ: 41. сана хирӗҫ мӗн туса ҫылӑха кӗтӗмӗр эпир? Пире пӑрахса хӑварсах ҫак вырӑнта лармалла мӗнпе кӳрентертӗмӗр сана? 42. Иҫӗм ҫырли ҫупкӑмӗ пек, тӗттӗм ҫӗрти ҫутаткӑҫ пек, тӑвӑлтан ҫӑлӑннӑ карап пек, карапсем тӑмалли вырӑн пек, пророксенчен пӗр эсӗ ҫеҫ юлтӑн. 43. Пирӗн тӗллӗн йӑтӑнса аннӑ инкек сахал-им? 44. Эхер те эсӗ пире пӑрахсан, Сион ҫуннӑ чухне хамӑр та ҫунса кайни аванрах пулнӑ пулӗччӗ пирӗншӗн, 45. мӗншӗн тесессӗн эпир унта вилнисенчен мала мар, терӗҫ. Вӗсем хыттӑн кӑшкӑрса йӗчӗҫ. Эпӗ вӗсене ҫапла хуравласа каларӑм: 46. Израиль, ҫирӗп пул, Иаков килӗ, ан хуйхӑр: 47. Ҫӳлти Турӑ сире асӗнче тытать, ҫак йывӑрлӑхра Тӗрекли сире манса кайман. 48. Эпӗ те сире пӑрахман, сирӗн патӑртан кайман, ҫак вырӑна эпӗ тустарса хӑварнӑ Сионшӑн кӗлтума, мӑшкӑла хӑварнӑ сӑваплӑ вырӑнӑр валли ырӑлӑх ыйтма килтӗм. 49. Халӗ кашниех хӑвӑр килӗре кайӑр, ҫак кунсем иртсессӗн, эпӗ те сирӗн пата пырӑп, терӗм. 50. Халӑх, эпӗ каланӑ пек, хулана кайрӗ, 51. эпӗ вара, хама хушнӑ пек, ҫичӗ кун хушши хиртех пурӑнтӑм, ҫав кунсенче хир чечекӗпе ҫеҫ тӑранса пурӑнтӑм, маншӑн курӑк апат пулчӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней