Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тинӗс паҫӑрхи пекех ҫыранпала пӑшӑл-пӑшӑл тӑвать, вӑл пӑшӑлтатнине ҫил ҫеҫенхирелле иле-иле каять.Море шепталось по-прежнему с берегом, и ветер все так же носил его шепот по степи.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Чӑнах йӑлт… йӑлт пӗтрӗ-ши?..» тет унӑн чунӗ, анчах каласа пӗтереймест… ҫав чун пӑшӑлтатнине никам ан пӗлтӗрччӗ, ан илттӗрччӗ тесе, Ольга шиклӗн йӗри-тавра пӑхкалать…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Туй илемне, вӑрӑм пӗркенчӗке, померанец туратне, халӑх пӑшӑлтатнине аса илсе, Обломов кулса та илчӗ…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗншӗн вӑл ӗнер унпа чухне чӗмсӗр те хусканусӑр пулчӗ, инкек мар, Ольга сывлани унӑн питҫӑмартине пӗҫертнӗ, куҫҫулӗ унӑн аллисем ҫине тумланӑ, Обломов ӑна йӑтса пынӑ пекех килне илсе ҫитернӗ, унӑн чӗри вӑрттӑн пӑшӑлтатнине итленӗ-и?..
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ӗмӗтсен тыткӑнне лекмерӗ, ӑнсӑртран ҫулҫӑ чӗтренине, каҫхи курӑнусене, ҫӗрле такам унӑн хӑлхи патне пӗшкӗнсе уҫӑмсӑррӑн, ӑнланмалла мар, темӗн каланӑ пек, вӑрттӑн пӑшӑлтатнине парӑнмарӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Олеся шухӑша кайрӗ, эпӗ ун тутисем мӗнле хусканкаланинчен вӑл ман сӑмахсене хӑй ӑшӗнче пӑшӑлтатнине уйарса илтӗм.Олеся задумалась, и я увидел по движению ее губ, что она повторяет мои слова.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Вӑл пӗтӗмӗшпех ҫырусем ӑшне путса, хӑшне хӑҫан ҫырнине асӑрхамасӑрах вуласа пырса, Комиссар сестрана куҫ хӗссе илнине те, вӑл Алексей енне кулкаласа кӑтартса, сестрана хӑлхинчен хуллен кӑна: «Манӑн эмел сирӗн пур люминалсемпе вероналсенчен те нумай лайӑхрах» — тесе пӑшӑлтатнине те сисмерӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Ҫырӑр, тархасшӑн, ҫырӑр, эпӗ кӗтетӗп! — тесе, хӗр пӑшӑлтатнине Алексей илтсе юлчӗ.— Пишите, ради бога пишите, я буду ждать! — услышал Алексей шепот девушки.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
19. Давид ӗнтӗ тарҫисем пӗр-пӗринпе пӑшӑлтатнине курнӑ та ача вилнине ӑнкарса илнӗ, Давид хӑйӗн тарҫисенчен ыйтнӑ: ача вилчӗ-им? тенӗ.
2 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.