Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӑру сăмах пирĕн базăра пур.
пӑру (тĕпĕ: пӑру) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лашасене, вӑкӑрсене пӑхса усрас ӗҫ аванланчӗ, ӗҫ дисциплини йӗркеленчӗ, пӑру витисене, сурӑх картисене пӗртесе, ӑшӑ турӗҫ, фермӑсене улӑм-утӑ тиесе пынӑ, колхоз кладовойне йӗркене кӳчӗҫ — ҫаксене пӗтӗмпех Никита тӑрӑшнипе турӗҫ.

Заметно улучшился уход за лошадьми и волами, повысилась трудовая дисциплина, были утеплены телятники, овчарни, подвезены корма на фермы, наведен порядок в колхозной кладовой.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӑру пулнӑ вӑл, тата ӑна ахаль илмен, укҫа парса илнӗ…

Это же была телушка, и он ее не взял, а купил…

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кашни холмогорски пӑру пысӑкӑш кӳпчесе кайнӑ.

Каждая с холмогорскую телку ростом.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫавӑнпа калатӑп та: ак пӗр-пӗр Грязнов е мӗнле те пулин Мелехов тытать те тарать фронтран, кӗтӳрен таракан пӑру пек; ун хыҫҫӑн полк, полк хыҫҫӑн ҫар тарса пӗтет…

К тому и гутарю, что вскорости какой-нибудь Грязнов али Мелехов бзыкнет с фронта, а за ним полк, а за полком армия…

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӗҫ унтан пӗр-пӗр пӑру хӳрине каялла пӗтӗрсе хурать те малтан мӗкӗрсе ярать — эх, тапса сикет вара!

Обнаковенно, какая-нибудь телка задерет хвост на спину, мыкнет — да как учешет!

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чӑннипех те тулӑхлӑ килчӗ ку ҫул Мелеховсен кил-йышӗшӗн: ӗни икӗ пӑру туса пачӗ, Михал арханӗ тӗлне сурӑхсем те йӗкӗрешшер путек пӑранларӗҫ, унтан качакасем тата…

Урожайный был тот год: корова отелила двойню, к Михайлову дню овцы окотили по двойне, козы…

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗрне сысна, тепӗрне пӑру, виҫҫӗмӗшне пӗр михӗ ҫӑнӑх — тӑкак кӑна.

Тому кабанчика, тому телушку, тому мешок муки — кругом одна убыль.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Пушмак пӑру илме ҫырса парӑп… хамран.

— А валушка я тебе выпишу… от себя.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Суккӑр пӑру майлӑ енчен енне ҫапӑнать.

Как слепой телок тычется в разные стороны.

Ҫил-тӑман // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Атаманец, пиҫиххине туртса ҫыхнӑ май лӑпчӑнса, кулкаласа илет; пӗркеленсе тӑракан тинӗс пек анлӑ шӑлаварӗ айӗн ҫулталӑкри пӑру утса тухсан та ҫакланас ҫук.

Атаманец, затягивая пояс, приседает, улыбается; под морщеным морем шаровар годовалый телок пройдет — не зацепится.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Яланах хӑйне астарса йӑпатакан инҫетри станица ҫинчен тӗлӗксем куракан Прохор Зыковӑн, пӑру куҫӗсем пек йӑваш куҫлӑ йӗкӗтӗн, куштан та тапӑҫма юратакан лаши иртсе кайнӑ чух вахмистр лашийӗ шартлаттарса тапса ячӗ.

Лошадь Прохора Зыкова, парня с телячье-ласковыми глазами, которому часто снились сны о далекой, манившей его станице, норовистая и взгальная, при проездке лягнула вахмистерского коня.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсен пӳртӗнче пӑру пулнӑ иккен те тумтирсене чӑмлама юратнӑ.

А у них телок в куренях ночевал и все подойдет да и жует одежду.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Юрӗ ирӗлнӗ сӑрт ҫумне ӑшӑ хӗвел ачаш тына пӑру пек лӑпчӑнать.

Ласковым телком притулялось к оттаявшему бугру рыжее потеплевшее солнце.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Гришака мучи сивӗпе шӑннипе шӑлпа асапланма пуҫларӗ; Сергей Платонович ик еннелле сарса янӑ сухалне аллаппипе йӑвалать, намӑсне ниҫта чикеймесӗр, хӑйне халлӗнех макӑрать, шӑлне шатӑртаттарса туллашать; Степанӑн чӗринче Григорие курайманлӑх пӑчӑртатса йӳҫет, каҫсерен тӗлӗк курнӑ чух вӑл тимӗр пек хытӑ пӳрнисемпе татӑк-кӗсӗкрен тунӑ утияла чӑрмалать; Наталья сарайне чупа-чупа тухать те кизексем ҫине тӗшӗрӗлсе ӳкет, чӑмӑртак пек хутланса кӗрсе, хӑйӗн хур пулнӑ телейӗшӗн татӑлса йӗрет; ярмаркӑра пушмак пӑру сутса ӗҫнӗ Христоня темӗн пек ӳкӗнсе асапланать; ӗмӗтсӗре ӗмӗтленнипе тата ӑш ҫунтармӑшӗ каллех чӗрене килсе кӗнипе тунсӑхлакан Григорий хаш та хаш сывласа пурӑнать.

Дед Гришака, простыв, страдал зубами; Сергей Платонович, перетирая в ладонях раздвоенную бороду, наедине с собой плакал и скрипел зубами, раздавленный позором; Степан вынянчивал в душе ненависть к Гришке и по ночам во сне скреб железными пальцами лоскутное одеяло; Наталья, убегая в сарай, падала на кизяки, тряслась, сжимаясь в комок, оплакивая заплеванное свое счастье; Христоню, пропившего на ярмарке телушку, мучила совесть; томимый ненасытным предчувствием и вернувшейся болью, вздыхал Гришка.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр ҫултан вӗсем хӗл каҫнӑ пӑру пысӑкӑш ӳссе кайнӑ, малтанах Мохов килӗ патӗнче ҫӳрекен хӗрарӑмсен кӗписене турта-турта ҫурнӑ, унтан хӗрарӑмсене ҫӗрте йӑвалантарса пӗҫҫисене туллама вӗреннӗ, Панкратий пупӑн пӑрушӗпе Аптехинсен хӗл каҫарнӑ сысна ҫӳрисене иккӗшне тулласа вӗлернӗ хыҫҫӑн кӑна Сергей Платонович хӑйӗн йыттисене сӑнчӑрласа усрама хушнӑ.

Через год вымахали с годовалого телка ростом, сначала рвали на бабах, ходивших мимо моховского двора, юбки, потом научились валить баб на землю и кусать им ляжки, и только тогда, когда загрызли до смерти телку отца Панкратия да пару атепинских кабанков-зимнухов, Сергей Платонович приказал посадить их на цепь.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тапӑрта тӑнӑ чух Дон хӗрринчи хӑйӑр ярӑмӗ ҫине кашни кун пӗрер-икшер ӗне е пӑру вилли вырта-вырта юлнӑ.

На стойле возле Дона каждый день пятнилась песчаная коса трупами коров и молодняка.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӑру кӗтӗвӗ кӗтсе ҫӳрекен ачасем каҫсерен, хирти чечексем шанса пуҫӗсене уснӑ чух, Прокофий хайӗн арӑмне Тутар сӑрчӗ патне ҫитичченех алӑра ҫӗклесе йӑтса кайнине куртӑмӑр, тесе каласа кӑтартнӑ.

Ребятишки, пасшие за прогоном телят, рассказывали, будто видели они, как Прокофий вечерами, когда вянут зори, на руках носил жену до Татарского ажник кургана.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пасарта пӑру пӗрле суйланине астӑватӑн-и?

Помнишь, телушку на базаре вместе выбирали.

XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Таҫта калинкке чӗриклетнӗ, — пӑру ҫурӑмне хыҫать пулмалла, садра тӑмана е мӗнле те пулсан урӑх кайӑк ҫунаттисемпе ҫулҫӑсене ҫапать.

Где-то скрипнула калитка, — очевидно, телок чесал спину, в саду билась крыльями о листья сова или какая другая птица.

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Лозневой тапак тӗслӗрех кӗпе, шалпартарах хура шалавар тата пушмак пӑру тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫирӗп атӑ тӑхӑнса янӑ та сӗтел хушшинче ларать, — унӑн сӑнӗ пӑс кӑларса вӗресе ларакан пӑхӑр сӑмавар ҫинче те курӑнать.

Лозневой сидел у стола, отражаясь на медном боку самовара, бьющего струйкой пара, в рубахе-косоворотке табачного цвета, просторных черных шароварах и добротных сапогах из яловой кожи.

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней