Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: VI

Раздел: Шурӑ хурӑн. 1-мӗш кӗнеке –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Феодосия Ишетер

Источник: Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Добавлен: 2019.12.30 00:25

Предложений: 234; Слово: 1895

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Каҫалапа ҫанталӑк пӑсӑлса кайрӗ. Тӗксӗмленнӗ ҫӗрпе вӑрмансем ҫийӗн аялтанах вӗҫӗ-хӗррисӗр кӑвак ҫумӑр пӗлӗчӗсем юхма пуҫларӗҫ. Хӑш-пӗр чухне ҫил ҫаптарса, вӗт ҫумӑр е юр кӗрпи пӗрӗхтере-пӗрӗхтере илет. Хӑраххӑн юлнӑ ула кураксем ҫӗр каҫмашкӑн уйсенчен вӑрманалла вӗҫсе кайма хыпаланаҫҫӗ, вӗсен ҫуначӗсем ҫилпе хуҫлана-хуҫлана илеҫҫӗ.

Марийка кун каҫа ҫав тери ӗшенсе ҫитрӗ, хӑйне ӑнсӑртран тӗл пулнӑ пӗр беженец лартса килмен пулсан, килне те ҫитейрес ҫукчӗ-и тен. Ҫырма патне ҫитсен хайхи ҫын, ӑна лартса килекенни, кӳршӗ ялалла пӑрӑнса кайрӗ. Марийка унпа сывпуллашса Ольховка патне ҫитнӗ вӑхӑтра тӗттӗмленме пуҫларӗ. Тӳртереххӗн каяс тесе, ҫултан пӑрӑнчӗ те вӑл, хӑйсен пахчи патнелле вар тӑрӑх хӑпарчӗ. Ывӑнса ҫитнӗскер, шӑнса кайнӑскер, вӑл юр кӗрпи ҫунӑ шурӑ сукмакпа аран утрӗ. Хӑйсен мунчи патне ҫитрӗ ҫеҫ, мунча алӑкӗнчен пӗр ҫын тухрӗ-тӑчӗ.

— Ай! — каялла чакса илчӗ Марийка.

Ҫынни ҫар тумтирӗ тӑхӑннӑ, анчах ҫара уран, пиҫҫиххийӗ те, пилотки те ҫук. Ӗнтӗ ӗнтрӗк килсе ҫитнӗ пулин те, Марийка ӑна пӗрре пӑхсах лайӑх курчӗ: питӗ ҫамрӑк вӑл, хаваслӑ сарӑ йӗкӗт, анчах пичӗ шыҫӑнса кайнӑ, юнӑхса кӑвакарса ларнӑ вырӑнсем пур, пичӗ шыҫӑнса кайнӑран ӗнтӗ, сылтӑм куҫӗ пӗчӗк ҫеҫ ҫурӑк пек кӑна курӑнса тӑрать. Йӗкӗт ҫӑварне уҫса пит кӑмӑллӑн кулса илчӗ. Унтан вара тытӑнчӑклӑрах сассипе пӑшӑлтатса, хӑраса ӳкнӗ Марийкӑна сӑмах хушрӗ:

— Ан-н хӑра! Мӗн хӑратӑн? Хамӑр ҫын-ҫке! Пӗр талӑк пытанса пурӑнтӑм, халь акӑ — йытӑ пек шӑнса кӳтрӗм те…

Вӑл шӑннӑ пек хуҫкаланса илчӗ, сукмак хӗрринелле тухрӗ…

— Нимӗҫсем ҫук-и ялта?

— Ҫук, ҫук, — тата ытларах чакса ответлерӗ Марийка.

— Мӗн хӑ-ӑратӑн ҫак эсӗ? Паллаймарӑн-им?

— Айтурух! — хуллен ҫеҫ ахлатса илчӗ Марийка. — Костя-ҫке эс?

— Э-эпӗ ҫав…

— Ой, ҫав тери хӑратса пӑрахрӑн! Мӗн эс кунта?

— Чӗ-ӗн килна! — Костя ҫара урисене юр кӗрпи ҫинче хускаткаласа илчӗ. — Куратӑн-и? Унта каласа парӑп. Э, ҫа-ав тери сивӗтсе ячӗ! Хӗл к-килсе ҫитес пек…

— Турӑҫӑм, урусем мӗнле! Атя!

— Вӑт к-к-куншӑн спасибо!

— Тӑхта, ма ун пекех тытӑнкӑллӑ калаҫатӑн?

— К-контузить турӗ, — ӑнлантарчӗ Костя. — К-ком-бат — сирӗн патра-и?

— Командир-и? Пирӗн патра.

— Эпӗ… ҫа-апла шутланӑччӗ те. Атя эппин, хӑ-авӑрт-рах! Шӑнса ка-айрӑм. — Марийка хыҫҫӑн утнӑ май вӑл тӳррине каласа пачӗ:  — Эпӗ т-тахҫанах кӗрес тетӗп те, хуҫинчен хӑратӑп.

Марийка ҫаврӑнса пӑхрӗ.

— Ма хӑратӑн?

— Ут, ут! Каласа памӑнчи? Т-тӗксӗмрех ҫын вӑл.

Ерофей Кузьмич килтех-мӗн. Ольховкӑна таврӑннӑ чух вӑл ҫул хӗрринчи пӗр пӗчӗк вӑрманта ҫутӑ кӑвак тӗслӗ пӗр аван строевой лаша тытнӑ иккен, — вӑл кунсенче ун пек лашасем, вӑрҫӑран хӑраса тарнӑскерсем, нумай ҫӳренӗ. Ун чух вӗсем ҫине никам та ҫаврӑнса пӑхман. Ерофей Кузмичшӑн пулсан, ҫав лашана тупни, турӑ панӑпа пӗрех пулнӑ, вӑл хӗпӗртесе ӳкнӗ, пит хытӑ хӗпӗртенипе Марийкӑпа харкашса илни ҫинчен те маннӑ. Анчах килӗнче унӑн Марийка мӗншӗн хӑйпе пӗрле таврӑнманни ҫинчен арӑмне каласа пама тӳр килнӗ.

Алевтина Васильевна пӗр пытармасӑрах, упӑшки ҫиленесрен хӑрамасӑрах, макӑрма пуҫланӑ-мӗн, ку вара Ерофей Кузьмича шухӑша янӑ. Арӑмне хӑтӑрса тӑкман вӑл, пӳртрен тухса кайнӑ та, тӗттӗм пуличченех сарайӗнче ӗҫленӗ. Лаша валли вырӑн хатӗрленӗ. «Э-э, вӑт усал! — мӑкӑртатнӑ вӑл, хӑйне пӑхӑнман кинӗ ҫинчен шухӑшласа. — Кил-йыша мӗнле пӑтратать вӑл! Кашни кун ҫӗнӗ япала! Вӑл апла мар та, ку капла мар! Халь тата лешне ертсе килчӗ… Ахаль те ыйтса пӗлме пултаратчӗ. Ертсе килнӗ, пуҫӗпе шухӑшласа пӑхман: мӗн тума кирлӗ вӑл? Мӗн усси пур-ха ӗнтӗ унтан? Ҫӑкӑр хыпма ҫеҫ? Чӑрмавӗ мӗн чухлӗ тата унпа? Ҫакӑн пек кунсенче, э?»

Ерофей Кузьмич тултан кӗчӗ ҫеҫ, Марийка килсе ҫитрӗ. Ун хыҫӗнчен алӑк сули ҫинче пӗтӗмпех шӑнса кӳтнӗ, хӗнесе пӗтернӗ Костя курӑнса кайсан, Ерофей Кузьмич татах ҫӗнӗ инкек килсе тухнине кура, тунката пек хытса кайрӗ. Ҫиллине аран-аран шӑнарчӗ вӑл. Хӑйне сывлӑх суннине хирӗҫ чӗнмесӗр, Костьӑна Лозневой выртакан горница алӑкӗ патне ҫитиех куҫпа пӑхса ӑсатрӗ, унтан йывӑррӑн сывласа илсе, кинне хулпуҫҫи урлах ҫилӗллӗн ҫапла каласа хучӗ:

— Ҫакӑ ҫеҫ-и? Е тата пур-и сан?

Горницӑра Лозневой кӑшкӑрса янӑ сасӑ илтӗнчӗ. Костьӑна курса тӳрех палласа илсен, Лозневой хӑй ҫинчи утияла сирсе пӑрахса, вырӑн ҫинчен тӑма тытӑнчӗ.

— Костя? Эсӗ те-и? Эсӗ те кунта-и?

Вӑл халь пачах та леш виҫ-тӑват кун малтанрах пулнӑ салху та чӗмсӗр комбат пек мар. Хавасланнипе вӑл калаҫма та пултараймарӗ.

— Костя, тусӑм, мӗнле-ха эсӗ капла? Кил кунта, кил! Горница алӑкӗнчен килхуҫи арӑмӗпе Марийка тата Васятка пӑхса тӑраҫҫӗ иккен, вӗсем Костьӑпа Лозневой епле тӗл пулнине сӑнаҫҫӗ-мӗн. Костя хӑйӗн сывӑ куҫӗпе, сулахай куҫӗпе вӗсем ҫинелле пӑхса илчӗ те, айӑпа кӗнӗ пек йӑл кулса, хӑйӗн вараланчӑк урисене кӑтартрӗ:

— Йӗрлесе пӗтеретӗп эпӗ кунта… — терӗ вӑл.

— Ирт, ирт! — ирӗк пачӗ килхуҫи.

— Костенька, мӗнле ҫак эсӗ, каласа кӑтарт!

Костя хӑйӗн шыҫӑнса кайнӑ йӗпе питне ывӑҫ тупанӗпе шӑлса илчӗ. Сулахай пит шӑмми тӗлӗнче унӑн пысӑк шӑйрӑк, — такӑшӗ тёркӑпа хырса илнӗ тейӗн.

— Мӗн эсир, — с-старши лейтенант юлташ! — терӗ вӑл, кровать патнелле пырса. — Епле эпӗ с-сире пӑрахса хӑварӑп? К-колоннӑра сире палласа илсенех каларӑм: халь ӗнте пӗрле! К-комбатран пӗр утӑм та юлмастӑп! — терӗм.

Вӑл кровать патне, ула-чӑла пирпе витнӗ арча ҫине пырса ларчӗ. Яланхи пекех ҫамрӑк ачалла йӑл кулса илчӗ.

— Вара аяккалла шӑвӑнтӑм! — терӗ вӑл.

— Мӗнле апла?

— Ӗнер! Нимӗҫсем сирӗн тавра апат-ҫимӗҫсемпе аппаланма пуҫларӗҫ вӗт-ха, а эпӗ ҫав вӑхӑтра ҫӑл патӗнчен вӗҫтертӗм! Унтан вара пахча хыҫнелле! — Костя кулса илчӗ. — Яра патӑм! В-вар тӑрӑх. Йывӑҫ тӗмисем урлах!

Костя командирпа тӗл пулнӑшӑн ҫав тери хӗпӗртерӗ, халь ӗнтӗ уншӑн иртнӗ талӑк хушшинче чӑтса ирттернисем мыскара пек ҫеҫ туйӑнчӗҫ. Пурин ҫинчен те вӑл кула-кула каласа пачӗ, — ҫавӑн пек пулать ҫав вӑл, тин ҫеҫ килсе ҫитнӗ самант савӑнӑҫлӑ пулсан, иртни вара, хурлӑхли, самантрах манӑҫа тухать.

Тӗл пулнине кура Лозневой те Костьӑран кая мар хӗпӗртерӗ. Лопуховсен килӗнче пӗр талӑк выртнӑ хушӑра вӑл ӑнланса илчӗ: ют ҫынсем хушшинче пӗччен пурӑнма йывӑр пулать. Ак ӗнтӗ кӗтмен ҫӗртенех пӗлнӗ ҫын, хӑйӗн вестовойӗ килсе ҫитрӗ. Костьӑна вӑл пӗр эрне ытларах кӑна пӗлет пулин те, ҫапах та пӗлет, ку вара халь, пӗрле пурӑннӑ чух, питӗ кирлӗ пулать. Ҫитменнине тата Костя ӑна, батальон командирне, батальонта чух пӗр шарламасӑр пӑхӑнма хӑнӑхнӑ, хӑй вестовой пулса ӗҫленӗ май, вӑл ӑна, Лозневоя, уйрӑммӑнах хисепленӗ, уншӑн кирек мӗн тума та хатӗр пулнӑ. Ҫакӑ та ӗнтӗ халь ӗлӗкхинчен кая мар кирлӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ, вестовой хӑй мӗнле тарни ҫинчен каласа парсан, Лозневой ӑна пӗтӗм чӗререн мухтаса илчӗ.

— Ах, маттур эсӗ, Костя! Вӑт маттур! Халӗ пире ҫӑмӑлтарах ӗнтӗ, эпир — иккӗн. Мӗнле калаҫҫӗ-ха халӑх хушшинче? Пӗр вутпуҫҫи кӑмакара та сӳнет, ик вутпуҫҫи уйра та мӑкӑрланса выртать, теҫҫӗ. Ҫапла-и?

— Т-тӗрӗс! — терӗ те Костя, сасартӑк астуса илчӗ:

— Сирӗн хӑлха илтет-им ӗнтӗ?! Йӑлтах иртсе кайрӗ-и?

— Йӑлтах, Костя! — именерех хуллен ответлерӗ Лозневой.

— Хӑвӑрт иртсе кайнӑ! Эпӗ те малтан аптрасах каймарӑм, кайран акӑ чӗлхене пырса т-тиврӗ…

— Тӑхта, Костя, чӗтретӗн-ҫке эс!

— Х-хытӑ шӑнтӑм, ав мӗнле сивӗ! Марийка горницӑна кӗчӗ.

— Кӗрсе вырт ҫакӑнта! — терӗ вӑл, пӗчӗк кӑмака хыҫнелле кӑтартса. — Ӑшӑн! Кайран калаҫӑр. Урусем шӑнса хытсах кайнӑ! Ӑшӑн, халех сӑмавар лартатпӑр.

Костя пӗчӗк кӑмака хыҫнелле кӗрсе кайрӗ, Лозневой Марийкӑна тав турӗ.

— Костьӑшӑн пысӑк спасибо сире. Пит аван, эсир ӑна илсе килни.

Костя Кама тӑрӑхӗнче ҫитӗннӗ ҫамрӑк. Ҫарта, вӑл икӗ ҫула яхӑн служить тунӑ. Вӑрҫӑ пуҫланман пулсан, ҫак кӗркунне вӑл киле таврӑнмаллаччӗ. Тӑнлӑ-пуҫлӑскер те вӑр-вар ҫаврӑнкалаканскер, ҫивчӗскер, вӑл ҫав тери аван вестовой пулнӑ. Батальонти командирсем ӑна пурте пӗлнӗ, юратнӑ. Хӑйне юратнӑшӑн Костя та кирек хӑҫан та шыва тесен — шыва, вутта тесен — вутта сикме хатӗр пулнӑ.

Ытти салтаксене кӑмӑла кайман пек, ҫӗнӗ комбат малтан Костя кӑмӑлне те кайман-мӗн. Анчах Костя хӑйне хӑй ирӗксӗрлесех Лозневоя та хисеплеме пуҫланӑ. Командирсене ӗненнӗ вӑл, вӗсем мӗн хушнине чунтан парӑнса, пӗр хирӗҫмесӗр туса пыма хӑнӑхнӑ, пур ҫӗрте те вӗсемшӗн тӑрӑшма хӑнӑхнӑ, — кирлех пулсан, вӗсен пурнӑҫне ҫӑлса хӑварассишӗн вилме те хатӗр пулнӑ. Ҫакӑ ӗнтӗ уншӑн ҫарти ҫирӗп те пур енчен те тӗрӗс дисциплинӑн никӗсӗ пулса тӑнӑ.

Вазуза ҫывӑхӗнчи ҫапӑҫу хирӗнче Костя пит йывӑр сехетсене чӑтса ирттернӗ. Бомбёжка хыҫҫӑн вӑл, Озеров капитан хушнипе, Лозневоя медицина енӗпе пулӑшу паракан пункта илсе кайнӑ. Анчах ҫывӑхри пӗчӗк вӑрмана ҫитсен, Лозневой Костьӑна батальон штабне таврӑнма хушнӑ. «Хамах ҫитетӗп!» тенӗ вӑл. Танксем татса кӗрсен вара, хӑйӗн командирӗ пӗтесрен хӑраса ӳкнӗ Костя вӑрманалла ыткӑннӑ, анчах унта ӗнтӗ вӑл Лозневоя шыраса тупайман. Куҫҫуль юхтарсах шыранӑ вӑл курӑк айне пулнӑ мӗнпур тӗмӗ хушшисене, ланкашкасене ухтара-ухтара пӑхнӑ. Ҫав вӑхӑтра вара нимӗҫ автоматчикӗсем ӑна тыткӑна илнӗ те — вӑл хӑйӗн хӗҫ-пӑшалӗпе усӑ курма та ӗлкӗреймен.

Каҫ пулса ҫитсен, пушанса юлнӑ яла тыткӑна лекнисене илсе пынӑ, вӗсем хушшинче Лозневой та пулнӑ. Салтак тумӗпе пулин те, Костя ӑна ҫийӗнчех палласа илнӗ. Ҫул ҫинче чух Костя хӑйӗн комбачӗпе пӗрре те калаҫайман. Анчах Ольховкӑра вара, тарма май килсе тухсан, вӑл пӗр шухӑшласа тӑмасӑрах тарнӑ, — тӗлӗнмелле ҫӑлӑнса юлнӑ командира шыраса тупатӑп та, вара, кирек мӗнле пулсан та, салтак служби хушнӑ тӑрӑх, яланах унпа пӗрле, пулатӑп, — тесе ӗмӗтленнӗ вӑл.

Сӑмавар вӗресен Костьӑна чей ӗҫме вӑратрӗҫ. Ӑшӑпа ҫемӗҫсе кайнӑскер, пӗчӗк кӑмака хыҫӗнчен тухрӗ те вӑл, ним чӗнмесӗр, темиҫе секунд хушши комбат ҫине тӗлӗнсе пӑхса тӑчӗ. Лозневой тапак тӗслӗрех кӗпе, шалпартарах хура шалавар тата пушмак пӑру тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫирӗп атӑ тӑхӑнса янӑ та сӗтел хушшинче ларать, — унӑн сӑнӗ пӑс кӑларса вӗресе ларакан пӑхӑр сӑмавар ҫинче те курӑнать. Лозневойӑн пуҫӗ ҫинче те тата янахӗнче те хӗрлӗрех тӗслӗ шӑрт ӳсме пуҫланӑ ӗнтӗ. Типшӗмрех уҫӑ пичӗ ҫинче кӑвакрах куҫӗсем халь ӗлӗкхи пек мар, чылай йӑвашраххӑн ҫутӑлса тӑраҫҫӗ. Анчах йӑл кулкаланӑ чух вӑл, ӗлӗкхи пекех, сулахай питҫӑмартипе ҫеҫ, чалӑшшӑн, кӑшт кӑна палӑрмалла кулкаласа илет.

— Паллаймастӑн-им?

— Палламалла мар, — тӳррипех каларӗ Костя, ним калама аптӑраса.

— Ку тумтирсене, ав, пирӗн хуҫа илсе килсе пачӗ, — терӗ Лозневой, сӗтел хушшинче, тепӗр енче ларакан Ерофей Кузьмич еннелле пуҫӗпе сӗлтсе. — Ну, мучи, татах тепӗр хут пысӑк спасибо сана! Инкекрен хӑтартӑн. Ӗмӗр тав туса пурӑнӑпӑр.

— Тӑхӑнса ҫӳрӗр! Хӑвӑрӑннипе май килмӗ.

Ерофей Кузьмич тӑчӗ те Костьӑна арча ҫинелле тӗллесе кӑтартрӗ, — унта чӗркуҫҫийӗсене сапланӑ кивӗ шалаварпа тӗсӗ кайса пӗтнӗ кӑвак кӗпе, обмотка тата салтак ботинки те пур-мӗн.

— Кусем ак, сана валли, ачам, — терӗ вӑл. — Тӑхӑн, турӑ пулӑшнипе тӑхӑнса ҫӳре. Ан ятла, ытлашши атӑ ҫук, ку ботинкине те пулин, паян ҫул ҫинче тупса, пуҫтарса чикнӗччӗ.

Костя арча ҫине ларчӗ, ботинкине алла илчӗ.

— Эпӗ ҫ-ҫакна ҫеҫ илетӗп, — терӗ вӑл, кил хуҫи ҫине сулахай куҫӗпе чалӑшшӑн пӑхса. — Ыттине пӗтӗмпех к-каялла ил!

— Тӑхӑнас килмест-им? — сасартӑках кӳренчӗ Ерофей Кузьмич. — Кунтан лайӑххи ҫук! Ан ятла. Хӑв пӗлетӗн, вӑхӑчӗсем мӗнлине.

— Ним те к-кирлӗ мар мана! Манӑн акӑ вӑл, форма пур. Ҫ-ҫукалатӑп та ӑкӑ, тӑхӑнса яратӑп. Ман ӑна хывса пӑрахма юрамасть.

Калаҫӑва Лозневой хутшӑнчӗ:

— Итле-ха, Костя, мӗн эсӗ кунта, ҫарта-им?

— Пурпӗрех вӑл, — Костя командирӗ умӗнче пӗрремӗш хут хӑйӗнни ҫинчех тӑчӗ. — Хывма пултараймастӑп. Ҫак кунсенче вӑл ман ч-чун ҫумнех ҫыпҫӑнса ларчӗ.

— Ӑҫта каяс тетӗн-ха эсӗ халь вӑл формӑпа? Мӗнле пурӑнас тетӗн?

— Мӗнле май к-килӗ унта.

Ерофей Кузьмич шалаварпа кӗпене пуҫтарса илчӗ те, алӑка шалт хупса хӑварса, кухньӑна тухрӗ. Костя ботинкине тӑхӑнма пуҫларӗ. Пӗр минут хушши пек горницӑра сас-чӗв пулмарӗ. Сӑмавар ҫеҫ ҫинҫен, хурлӑхлӑн нӑйлаткаласа ларчӗ.

Лозневой татах калаҫма тытӑнчӗ, пӗр самантлӑха унӑн куҫӗсем каллех тимӗр тӗслӗн, сиввӗн ҫутӑлса илчӗҫ:

— Пустуях эсӗ, Костя, — терӗ вӑл. — Пирӗн халь пӗр задача — ҫӑлӑнса юласси, ҫак йывӑр вӑхӑта пурӑнса ирттересси. Апла-тӑк пире ҫар форми кирлӗ мар. Ку таврара халь ӑна тӑхӑнса ҫӳреме мода ҫук. Ҫӑлӑнса юлас тесен, ӑна хывса пӑрахас пулать. Хуҫана спасибо кӑна каламалла, кӳрентерме кирлӗ мар. Характерӗ питех мар унӑн, йӗплӗрех, ҫапах та халь вӑл пире ырӑ тӑвать.

— Мӗн ырри вӑл! — ҫаврӑнса пӑхмасӑр, каллех хирӗҫ каларӗ Костя. — Ырӑ тӑвас тенипе мар вӑл. Тумтирне вӑл пире хӑй патӗнчен ч-часрах кӑларса ярас шухӑшпа парать. Ак эпӗ сире тумлантаратӑп, тет ӗнтӗ, халь ак тухса кайӑрах, ӑҫта кирлӗ унта! Форма пирки-и… Формӑшӑн халь кирек ӑҫта та мода.

— Анчах кунта мар. Пурӑнассу килет пулсан — хывмаллах ӑна.

Сылтӑм уринчи обмоткӑна чӗркесе пӗтермесӗрех, Костя тӳрленсе ларчӗ, халиччен комбат пулнӑ ҫын ҫине пӑхса илчӗ. Шыҫӑнса кайнӑ сӑн-питне пӑхсан, Костя мӗн шухӑшланине чухласа илме ҫук, анчах унӑн ҫемҫе тутисем, яланах ҫамрӑк чухнехи савӑнӑҫлӑ ӑшша палӑртса тӑраканскерсем, ырра мар ӗнтӗ ку, чӗтренсе илчӗҫ. Вара вӑл хуллен, хытсах ҫитеймен сассине кӑшт ҫеҫ пысӑклатса, сӑмах хушрӗ:

— С-старши лейтенант юлташ!

— Итле-ха Костя! — пӳлсе хучӗ ӑна Лозневой. — Эпӗ сана малтанах систерес тенӗччӗ: эсӗ ман звание ман. Ӑнлантӑн-и? Ман! Мана халь хушаматпа кӑна чӗн.

— Лозневой тесе-и? — тӗлӗнсе ыйтрӗ Костя.

— Ҫук, халь эпӗ — Зарубин.

— Мӗнле вара вӑл… Хӑвӑр ятӑра та… асӑнтарасшӑн мар-и эсир?

— Асӑнтарасшӑн мар. Кирлӗ мар.

Ҫак каҫхине вӗсен нумай япала ҫинчен калаҫмаллаччӗ. Анчах вӗсем ним шарламасӑр, тулта октябрьти усал ҫил кӗрленине тата хурӑнсем йывӑррӑн кӑриклете-кӑриклете илнине итлесе, чей ӗҫсе ларчӗҫ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней