Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӗпе сăмах пирĕн базăра пур.
кӗпе (тĕпĕ: кӗпе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Атте тирпейлӗ ҫӳреме юратать, вӑл пиншакӗ айӗнчен ялан тенӗ пек хура сатин кӗпе тӑхӑнать.

Отец ходил чисто, в черной сатиновой косоворотке под пиджак.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Алӑкне вара ҫав карчӑк мар, пӗр хура кӗпе тӑхӑннӑ типшӗм хӗрарӑм, хам палламанскер, уҫрӗ.

Но открыла мне не старушка, а незнакомая худенькая женщина в черном платье.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӗрачи ури тупанне ҫити вӑрӑм кӗпе тӑхӑннӑ та карӑнкаласа тӑрать, куҫне аллипе сӑтӑрать — халӗ ҫеҫ ҫывӑрса тӑнӑ пек.

Она стояла в длинной, до пят, рубашке, потягивалась, терла кулаками глаза — как будто только что встала с постели.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пире пӗтӗмпех ҫаратрӗҫ мур илесшӗсем: ҫипуҫ, кӗпе йӗм, тӗрлӗ япала, савӑт-сапа, нимӗн те хӑвармарӗҫ.

Все у нас разграбили, мошенники: платье, белье, вещи, посуду — ничего не оставили.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Эсӗ, Саня, — тет Даша инке, эпӗ унӑн куҫҫуллийӗ йӑрӑлтатса аннине, манӑн кӗпе ҫине тумланине куратӑп, — йӑмӑкна сыхла.

— А ты, Саня, — говорит мне тетя Даша, и я вижу, как слеза ползет из-под очков и падает на мою рубашку, — береги сестру.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Ача ҫуртӗнче сире ҫитереҫҫӗ, вӗрентеҫҫӗ, тумлантараҫҫӗ. Ҫӗнӗ атӑ, икӗ кӗпе, пальтопа ҫӗлӗк, чӑлха, кальсонсем параҫҫӗ».

В приюте нас будут кормить, учить, оденут. Дадут новые сапоги, две рубашки, пальто с шапкой, чулки и кальсоны.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Юлашки кӗнекин хуплашки ҫине хӗрлӗ кӗпе тӑхӑннӑ, аллине хур шӑмми тытнӑ мӑйӑхлӑ йӗкӗт сӑнне ӳкернӗччӗ, унтан кӑшт ҫӳлерех, сенкер ҫаврашкара хӗр сӑнӗ пурччӗ.

на обложке которого был изображен усатый молодец в красной рубашке, с пером в руке, а над ним в голубом овале – девица.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр Даша инке кӑна, монашка пек хура кӗпе тӑхӑннӑскер, пире хирӗҫ килет.

Только тетя Даша идет навстречу в длинном черном платке, как монашка.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ура йӗрӗсем сайраланнӑҫемӗн сайралса пыраҫҫӗ, пӗве тӗлне ҫитерехпе вара вӗсем хӗрарӑмсем кӗпе чӳхеме анакан сукмакпа хутшӑнаҫҫӗ, ҫухалаҫҫӗ.

Все меньше становились они и, дойдя до пруда, исчезли на тропинке, по которой бабы ходили полоскать в проруби белье.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анне больницӑна кӗпе ҫума ҫӳрет, ирхине, эпир ҫывӑрнӑ чухнех, килтен тухса каять.

Мать стирала в больнице, уходила с утра, когда мы еще спали,

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗлӗкрех, сасартӑк сехечӗ-сехечӗпе кантӑк умӗнче тӑма е ҫӗр варринчех, вырӑн ҫинчен тӑрса, тул ҫутӑличчен кӗпе вӗҫҫӗн сӗтел умӗнче ларма пуҫласан, атте ӑна темиҫе кунлӑха яла, киле илсе каятчӗ, унтан вара вӑл сывалса таврӑнатчӗ.

Прежде, когда она вдруг начинала стоять у окна часами или ночью вскакивать и в одной рубашке сидеть у стола до утра, отец отвозил ее за несколько дней домой, в деревню, и она возвращалась здоровой.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗн пулса иртнине кӑтартас тесе, кӗпе вӗҫҫӗн чупкаласа ҫӳрекен ырханкка хура ача тунӑ сцена понтоннӑй кӗпер ҫинчи ӗҫпе танлаштарсан мӗн тери уйрӑм та!

Как не похожа была сцена на понтонном мосту за то, что пытался изобразить худенький черный мальчик, метавшийся по комнате в одной рубашке.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫамрӑкки ҫухаллӑ кӗпе тӑхӑннӑ, хӳхӗм мӑйӗ тавра ҫӑмӑл кӑна пурҫӑн тутӑр явӑнса тӑрать.

На второй было закрытое платье gris de perles, легкая шелковая косынка вилась вокруг ее гибкой шеи.

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Анчах та ҫара ӳт ҫинченех тӑхӑнса янӑ пиншакне, кӗпе вырӑнне шарф уртса янине пурпӗрех асӑрхарӑм.

но зато успел заметить, что пиджак был надет на голое тело, а рубашку заменял шарф.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Иккӗмӗш стакана ӗҫнӗ ҫӗре кӗтмен ҫӗртенех алӑк чӗриклетрӗ, ман хыҫра ҫӳхе кӗпе чӑштӑртатни те ура сасси илтӗнсе кайрӗ.

Уж я заканчивал второй стакан чая, как вдруг дверь скрыпнула, легкий шорох платья и шагов послышался за мной.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пуҫа ҫӗклесе пӑхатӑп: эпӗ пурӑнакан пӳрт тӑрринче ҫивӗтне салатса янӑ хӗр ача тӑра парать, хӑй ярӑм-ярӑм тӑрӑхла кӗпе тӑхӑннӑ арҫури пекех ӗнтӗ!

Я поднял глаза: на крыше хаты моей стояла девушка в полосатом платье с распущенными косами, настоящая русалка.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл хӑйӗн бархӑтран ҫӗлетнӗ тусанлӑ сюртукне аялти тӳмисемпе ҫеҫ тӳмеленӗ, ҫавӑнпа вӑл хӑй ҫине чӑлт шурӑ кӗпе тӑхӑннине лайӑхах курмӑ пулать, ку тирпейлӗ ҫыннӑн йӑлине кӑтартать ӗнтӗ, вараланса пӗтнӗ перчеткисем хӑйӗн аристократла пӗчӗк аллисем валли ятне ҫӗлетнӗн туйӑнаҫҫӗ, хӑрах перчеткине хывсан, эпӗ унӑн шупка пӳрнисем ытла ырханнинчен тӗлӗнтӗм.

Пыльный бархатный сюртучок его, застегнутый только на две нижние пуговицы, позволял разглядеть ослепительно чистое белье, изобличавшее привычки порядочного человека; его запачканные перчатки казались нарочно сшитыми по его маленькой аристократической руке, и когда он снял одну перчатку, то я был удивлен худобой его бледных пальцев.

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Унтан, кӑкри ҫинчи кӗпе айӗнче кӑмпӑртатакан конверта хыпашласа тупсан, ҫӑмӑллӑнах сывласа илчӗ.

Потом, нащупав под рубашкой на груди хрустящий конверт, облегченно вздохнул.

4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Амӑшӗ, укҫа ҫуккипе, ӑна валли чӑн-чӑн коньки илме пултарайман, ҫавӑнпа та хӑй кӗпе ҫуса панӑ тимрӗҫӗ, вӑл ыйтнипе, Алексей валли йывӑҫран коньки пекки туса, ун тӗпне тимӗр ҫапса панӑ.

Матери коньки были не по карману, и кузнец, у которого она стирала белье, сделал по ее просьбе маленькие деревянные колодочки с металлическим полозом из толстой проволоки и дырками по бокам.

11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Тепӗр кунне вӑл хӑй планне вырӑна кӗртме тытӑннӑ: пасартан хулӑн пир, кӑвак китайка тата пӑхӑр тӳмесем илсе килтернӗ, Настя пулӑшнипе хӑй валли кӗпе тата сарафан каснӑ, мӗн пур хӗрсене ҫӗлеме лартнӑ, ҫапла вара каҫа хирӗҫ пурте хатӗр пулса ҫитнӗ.

На другой же день приступила она к исполнению своего плана, послала купить на базаре толстого полотна, синей китайки и медных пуговок, с помощью Насти скроила себе рубашку и сарафан, засадила за шитье всю девичью, и к вечеру всё было готово.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней