Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Инкек сăмах пирĕн базăра пур.
Инкек (тĕпĕ: инкек) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл пирӗн колхоза пӗтӗмпех пӗтерет вӗт, тымарӗпех кӑклать — ку тата хӑрушӑрах инкек.

А еще худшая беда, что он весь колхоз наш губит, под корень режет…

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Вӑл хӑйӗн шайккипе пӗрле кукӑр аллине эртел кӗсйине чикни, никама та ним вырӑнне хуманни — ку пӗр инкек ҫеҫ.

— Что он со своими дружками руки загребущие запускал в артельный карман и ни с кем не считался — это лишь одна беда.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл калинккене урипе тапса уҫрӗ те, инкек пуласса сиссе тейӗн, хӑйӗн хӑвӑрт шуса пыракан мӗлкине хуса ҫитме тӑрӑшнӑ пек, кирпӗч сарнӑ тӑкӑннӑ ҫулҫӑсемпе витӗннӗ ҫул тӑрӑх чупса кайрӗ.

Распахнув ударом ноги калитку, он побежал по выложенной кирпичом и усыпанной сухими листьями дорожке в мрачном предчувствии беды.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫитменнине тата, унӑн тепӗр пысӑк инкек сиксе тухнӑ — упӑшки пекех шкула ӗҫлеме килнӗ арӑмӗ ача ҫуратнӑ чухне вилсе выртнӑ.

Да к тому же его сразу постигло несчастье — умерла в родовых муках его молодая жена, с которой он вместо собирался обучать ребятишек грамоте.

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Инкек ӗнсе хыҫӗнчех, теҫҫӗ…

Долго ли до греха…

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Йывӑр, ялан асап курса чӑтса пурӑнмалла пурӑнӑҫ Аринӑшӑн ҫакӑн пек хуйхӑллӑ вӑхӑтра анчах йывӑррӑн туйӑннӑ; йӑвӑр инкек куҫ умнех пырса тӑрсан тин вӑл хайне йывӑррине туйнӑ, ахаль чухне нимӗн асапне те туйман.

Забитая подневольная жизнь, терпеливая и трудная, только и чувствовалась Ариной в минуты горя; набежит беда, глянет ей прямо в глаза — вот она и чувствует, что ей больно и тяжело, а все остальное дело обыкновенное.

I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

Тата хӗрарӑмсемпе инкек кунта: килсе тулчӗҫ те упӑшкисем патне — окопсенчех ҫывӑраҫҫӗ, хӑваласа ярас пирки шухӑшламалли те ҫук.

А тут с бабами беда: понашли к мужьям, ночуют тут же в окопах, а выгнать не моги.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Е унта пирӗннисем хӗрлисен тӗкне-ҫӑмне вӗҫтерсе фронтне тӑпӑлтараҫҫӗ, е вӗсем, хӑйсемшӗн пӗтӗм инкек эпир пулнине ӑнланса, пирӗннисене тӳнккеҫҫӗ.

Или там наши дюже пихают красных и рвут им фронт, или же они поняли, что мы им — весь корень зла, и норовят нас взять в тисы.

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Инкек! — пӑшӑлтатрӗ Толкачев, Штокман хыҫӗнчен иккӗмӗш пӳлӗме кӗрсе.

— Беда! — шептал Толкачев, следом за Штокманом входя во вторую комнату.

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Инкек пӗр!

Горе!

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Асту, шуса ӳксен — инкек курса лармалла пулать!

— Гляди, поскользнешься — беды наживешь!

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Пӗрехмай ҫыпӑҫать ҫапла… тем тумалла… чисти инкек… комиссар юлташ!

— И вот он все привязывается… что делать… беда… товарищ комиссар…

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кухньӑра ав, темле инкек умӗнхи пек, хӗрарӑмсем алхасаҫҫӗ.

А в кухне расходились бабы, словно не перед добром.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗррехинче инкек сиксе тухнӑ.

Но вот случилась беда.

Суворов хӗрӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Офицерсем сӑхсӑхса илнӗ — инкек иртрӗ.

Перекрестились офицеры — беда миновала.

Атӑсем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Прошка тӑнӑ, каллех тепӗр инкек.

Поднялся Прошка, а тут и еще одна неприятность.

Прошка // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Инкек хӑҫан килессине нихӑҫан та пӗлеймӗн ҫав.

Никогда не знаешь, когда придет беда.

«Шкулта вӗреннӗ чухнех унӑн лидер паллисем пурччӗ» // Лариса Петрова. Хыпар, 2020.02.07, 13–14№№

Мужикпа ҫыхланса, ним мартанах инкек курса ларатӑн!

Наживешь с мужиком беды.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл йӗри-тавра пӑхса илчӗ те, ӳсӗр пуҫпа ӑҫта килсе ҫакланнине тавҫӑрса, хӑйне тата анчахрах пулса иртнӗ инкек ҫине чӑтма ҫук тарӑхса кайрӗ.

Он огляделся, — сообразил, куда попал пьяным невзначаем, и затрясся от злости на самого себя, на случившееся.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Инкек ҫинех ку сысни вӑрҫӑра вилнӗ Афонька Озеров маткин — хаяр та чараксӑр чӗлхеллӗ Анюткӑн пулчӗ.

На беду принадлежал он Анютке, вдове Афоньки Озерова, — бабе злой и не в меру длинноязыкой.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней