Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пусса (тĕпĕ: пус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хальхинче ҫынсене мӗн малтан пуҫласах темле ӑнланмалла мар тунсӑх пусса илчӗ.

На этот раз с самого начала во всем чувствовалась какая-то неопределенная тоска.

VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Эсӗ ҫӳлтен пиншер те пиншер ҫул пӑхакан ҫӑлтӑрсемпе, ҫыннӑн кӗске пурнӑҫне ним вырӑнне те хуман ӑнланмалла мар тӳпепе, тӗксӗмлӗхпе куҫа-куҫӑн пӗччен тӑрса юлса вӗсен пӗлтерӗшне ӑнланма тӑрӑшатӑн та, вӗсем санӑн чунна хӑйсен чӗмсӗрлӗхӗпе пусса тӑма тытӑнаҫҫӗ; хамӑртан кашнинех тупӑкра кӗтекен пӗчченлӗх ҫинчен шухӑшлатӑн, пурнӑҫ пӗлтерӗшӗ сана ҫавна май ниҫта кайса кӗрейми хаяр та шелсӗррӗн туйӑнать…

Звезды, глядящие с неба уже тысячи лет, само непонятное небо и мгла, равнодушные к короткой жизни человека, когда остаешься с ними с глазу на глаз и стараешься постигнуть их смысл, гнетут душу своим молчанием; приходит на мысль то одиночество, которое ждет каждого из нас в могиле, и сущность жизни представляется отчаянной, ужасной…

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Чӗрне вӗҫҫӗн пусса, Мойсей Мойсеич кӗчӗ.

Вошел на цыпочках Мойсей Мойсеич.

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Огнянов револьверне туртса кӑларчӗ те тӗрӗке сӑнаса пӑхма тытӑнчӗ, лешӗ шултран яра-яра пусса сукмакпа ҫӳлелле хӑпарчӗ.

Выхватив револьвер, Огнянов наблюдал за турком, а тот большими шагами поднимался вверх по тропинке.

XI. Башибузук // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Голю аптраса ӳкнӗ Марийкӑна шӑршласа тӑнӑ чух леш ӳкернӗ хута пусса таптанӑ пулнӑ иккен.

В самом деле, Голю, обнюхивая бесчувственную Марийку, наступил на оброненную ею бумажку.

IX. Пулӑшаканни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Бойчо пиччӗшне» те ҫаплах пусса вӗлерме пултарасса вӑл тинех тӗшмӗртсе илчӗ, — ӑна тытма тесех килнӗ-ҫке кунта тӗрӗксем..

Теперь она вообразила, что, значит, и братца Бойчо зарежут, — за ним-то и пришли сюда турки.

VII. Марийка ӗҫӗ ӑнӑҫмарӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Нимӗҫе пусса вӗлерчӗҫ… — ҫилленсе урнӑ пек кӑшкӑрса пӑрахрӗ хӗрарӑм, Марийкӑна вара ҫавӑнтах урама тӗксе кӑларчӗ.

Немца-то ведь зарезали… — злобно крикнула оборванная женщина и вытолкнула Марийку на улицу.

VII. Марийка ӗҫӗ ӑнӑҫмарӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Утасса салтаксем пек ярса пусса утаҫҫӗ, малта «генералӗ» пур, «теҫетникӗсем» аяккинчен пыраҫҫӗ…

Шли мерным шагом, как солдаты, под командой «десятников», шагавших сбоку, и «генерала», шедшего впереди…

XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӗнтӗ тияккӑн ахаль те ытла шӑппӑн пусса утать-ха, вӑл иртнӗ чух чи сисӗмлӗ кайӑк та — хур та ури сассине илтсе юлас ҫук…

Впрочем, дьякон ступал так тихо, что даже гуси, эти чуткие птицы, не пошевельнулись, когда он проходил мимо…

XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов картиш урлӑ васкамасӑр иртрӗ, ҫумӑр хыҫҫӑн пылчӑк ҫӑрӑлатчӗ, йывӑррӑн пусса крыльца картлашкипе хӑпарчӗ те хулӑн саспа: — Эпӗ царвулӗпех-ха; сирӗн урайӑра таптаса пӗтерӗп, Мичо бай; айӑп ан тӑвӑр ӗнтӗ эсир мана, — терӗ.

Огнянов медленно пересек двор, утопавший в грязи после дождя, тяжело ступая, поднялся на крыльцо и проговорил басом: — Как бы царвули мои пол вам не испачкали, дядюшка Мичо; вы уж извините.

VIII. Колчо хӗпӗртени // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах комитет председателӗн заместителӗн сасси ытла йӑвашшӑн илтӗнчӗ, пырне такам пусса тӑтнӑ пек тухрӗ.

Но голос бедного заместителя председателя комитета звучалглухо; казалось, будто кто-то сдавил ему горло.

VIII. Колчо хӗпӗртени // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тарҫисем иккӗш те пӳлӗмрен чӗрне вӗҫҫӗн пусса тухса шурӗҫ.

Оба работника на цыпочках вышли из комнаты.

IV. Хӑтипе кӗрӳшӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӗсем Богдан тӑвӗн ҫурҫӗр енӗпе хӑпарма шут тытрӗҫ, унта вӗтлӗх пусса илнӗ, бук вӑрманӗ те ҫӑра.

Обсудив положение, отряд решил подняться по северному склону Богдана, поросшему кустарником и густым буковым лесом.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӗрӗк хайхискер кмет хул пуҫҫинчен пусса ҫӳлелле улӑхрӗ.

Турок взобрался на плечи к старосте.

XXXII. Турӑ ҫӳлте, патша инҫетре // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пусса кӗр-ха автанна, ҫӑмарта хӑпартните ҫупа ӑшаласа пар.

Поди зарежь цыпленка и зажарь яичницу.

XXXII. Турӑ ҫӳлте, патша инҫетре // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Среднегорски шурӑ эрех пичкине уҫрӗҫ; юри Огнянов ячӗшӗн тесе вӗсем кашни ирсерен автан пусса яшка пӗҫерсе пачӗҫ, — килти ҫынсем раштав типпине пула какай яшки ҫиместчӗҫ.

Почали бочонок белого среднегорского вина; каждое утро во дворе резали цыпленка — и только для Огнянова, остальные не ели мясного, потому что был рождественский пост.

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мӑнастир кӗтӳҫисем хӑйне кӳрентернӗ чух вӑл вӗсене Руссианпа хӑратнӑ: «Чимӗр-ха, ак Руссиана калатӑп та, вӑл сире пусса вӗлерӗ!» тесе, мӑйне каснӑ пек туса кӑтартнӑ, юрать-ха, ҫав мӗне пӗлтернине никам та ӑнланман.

Когда его обижали монастырские батраки, он их пугал Руссианом: «Вот погодите, скажу Русс-и-ану, чтоб он и вас-с-с за-ре-зал!» — и проводил пальцем поперек горла; эти же слова он твердил, бродя по городу, но, к счастью, никто не понимал их смысла.

XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак илемлӗ вырӑнта ҫӑра ҫум курӑк пусса илнӗ арман тупӑк майлӑ курӑнса ларать.

Запущенная и заросшая бурьяном, мельница как-то не вязалась с этой прекрасной местностью и походила на гробницу.

XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫӳҫӳ каллех йӑлт пусса илнӗ, упӑтенни пек; Ганко патне кай та кала, ҫӳҫне казакла касса ятӑр.

У тебя опять волосы отросли, как у дикаря; сходи к Ганко, пусть он тебя подстрижет, да на казацкий манер.

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Повар пусса пӑрахнӑ чӑх ҫинчен калаҫнӑ пек ҫеҫ калаҫать».

Говорит, как повар о зарезанной курице».

VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней