Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӗрарӑмсенчен (тĕпĕ: хӗрарӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ хӗрарӑмсенчен пӑрӑнса ҫӳретӗп, манӑн вӗсемпе аппаланма вӑхӑт та ҫук…

Я от баб сторонюсь, и мне не до них…

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӗрсемпе ҫамрӑк хӗрарӑмсенчен арча тӗпӗсенче нумайранпа выртнӑ ҫи-пуҫсен уҫӑ тутлӑ шӑрши, писев шӑрши перет.

От девок и молодых баб наносило пряным запахом слежалых в сундуках нарядов, помадой.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫапла, ҫапла, хӗрарӑмсенчен чи маттурскер, Давид башни ҫинче пин питлӗх ҫакӑнса тӑрать, пурте ҫаксем парӑнтарнӑ ҫарпуҫсен питлӗхӗсем.

— Да, да, прекраснейшая из женщин, Тысяча щитов висит на башне Давида, и все это щиты побежденных военачальников.

IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Унӑн пурнӑҫне хӗрарӑмсенчен пурте кӑмӑллатчӗҫ теме ҫук, арҫынсем те, паллах, пурте мар, анчах та — ырӑ чӗреллӗскер — вӑл авланнисене тивместчӗ кӑна та мар, вӗсене час-часах арӑмӗсемпе мирлештеретчӗ, — вӑл ҫапла калатчӗ: — Хӗрарӑма пӑрахрӗ пулсан, эппин, вӑл юратма пӗлмест… — тетчӗ.

Не все женщины были довольны ее жизнью, и мужчины, конечно, не все, но, имея честное сердце, она не только не трогала женатых, а даже часто умела помирить их с женами, — она говорила: — Кто разлюбил женщину — значит, он не умеет любить…

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Юнне камӑн тасатмалла тетӗн? — пуҫлӑх сассипе ыйтрӗ хӗрарӑмсенчен пӗри.

Кто за тобой убирать должен? — командирским голосом спросила одна из женщин.

Ванчӑк чӳрече // Денис Гордеев. «Халӑх шкулӗ – Народная школа» №5/2019 стр. 56-60

Хӗрарӑмсенчен нумайӑшне ҫакӑ кирлӗ мар: качча тухсан, вӗсем упӑшкин лайӑх енӗсене те, япӑх енӗсене те йышӑнаҫҫӗ, вӗсен пурнӑҫӗпе ним хирӗҫмесӗр килӗшеҫҫӗ, е ҫавнашкалах пӗрремӗш курнӑ ҫынпа ҫыхланаҫҫӗ, ӑна хирӗҫ кӗрешме май ҫук е кирлӗ мар теҫҫӗ: «шӑпа, илӗртӳ, хӗрарӑм — вӑйсӑр чун», теҫҫӗ т. ыт. те.

Многим женщинам не нужно ничего этого: раз вышедши замуж, они покорно принимают и хорошие и дурные качества мужа, безусловно мирятся с приготовленным им положением и сферой или так же покорно уступают первому случайному увлечению, сразу признавая невозможным или не находя нужным противиться ему: «Судьба, дескать, страсти, женщина — создание слабое» и т. д.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Мӗн ӗмӗтленнине тума ҫине тӑрасси ӑна пӗр утӑм та хӗрарӑмсенчен уйӑрса тӑмасть.

Настойчивость в намерениях и упорство ни на шаг не увлекают ее из женской сферы.

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эсир… пур хӗрарӑмсенчен те лайӑхрах, эсир тӗнчери хӗрарӑмсенчен малта тӑратӑр! — терӗ Обломов хавхаланса, вара, пурне те манса, аллине тӑсса, ун енне пӗшкӗнчӗ.

Вы… лучше всех женщин, вы первая женщина в мире! — сказал он в восторге и, не помня себя, простер руки, наклонился к ней.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ольга инкӗшӗнчен хисеплӗ ҫынран ыйтнӑ пек мар, вӑл калани уншӑн ҫирӗп йӗрке пулса тӑнӑ пек те мар, ытти пур хӑйӗнчен аслӑрах хӗрарӑмсенчен ыйтнӑ пек кӑна канаш ыйтать.

Ольга спрашивала у тетки советов не как у авторитета, которого приговор должен быть законом для нее, а так, как бы спросила совета у всякой другой, более ее опытной женщины.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Мӗн вӑл паян ун пек ӗҫнӗ? — ыйтрӗ хӗрарӑмсенчен пӗри.

— Что ж это он нынче так подгулял? — спросила одна из женщин.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Унӑн арӑмӗ те ҫав тери ӗҫлӗ: вӑл виҫӗ сехет хушши ӗнтӗ ҫӗвӗҫ Аверкипе пӗрле упӑшкин фуфайкинчен Илюшӑна пиншак ҫӗлесе парасси ҫинчен сӳтсе явать, хӑех пурӑпа йӗрлет, Аверки пустава вӑрласран сӑнаса тӑрать; унтан, хӗрсен пӳлӗмне кӗрсе, кунне мӗн чухлӗ чӗнтӗр ҫыхмаллине кашни хӗрнех хушса хӑварать; унтан Настасья Ивановнӑна е Степанида Агаповӑна, е хӑйне ҫывӑх хӗрарӑмсенчен кама та пулин хӑйпе пӗрле ертсе сад пахчине ӗҫпе ҫӳреме каять: панулмисем мӗнле пиҫеҫҫӗ, ӗнерхи, пулса ҫитнӗ панулми ҫӗре ӳкмен-и, ҫавсене пӑхмалла; кунта турат сыпмалла, лере турат иртмелле тата ытти те.

И жена его сильно занята: она часа три толкует с Аверкой, портным, как из мужниной фуфайки перешить Илюше курточку, сама рисует мелом и наблюдает, чтоб Аверка не украл сукна; потом перейдет в девичью, задаст каждой девке, сколько сплести в день кружев; потом позовет с собой Настасью Ивановну, или Степаниду Агаповну, или другую из своей свиты погулять по саду с практической целью: посмотреть, как наливается яблоко, не упало ли вчерашнее, которое уж созрело; там привить, там подрезать и т. п.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хӗрарӑмсенчен нумайӑшӗ табак туртма вӗренсе кайрӗҫ.

— Многие женщины во время войны стали курить.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав хӗрарӑмсенчен пӗрне уйӑх каялла ҫеҫ ху килне, ӗҫне пӑрахса хула тулашӗнчи пушӑ хире кайса унта ҫӗр чавалӑн-ха тенӗ пулсан, ҫакӑн пек канавсем те, бастионсем, траншейсем тӑвӑн тенӗ пулсан, ҫак ӗҫлекен халӑхран ырӑ кӑмӑллӑн кулса ямасӑр пӗри те чӑтайман пулӗччӗ.

Среди них не было ни одной, которая не рассмеялась бы от души, если бы месяц тому назад ей сказали, что, бросив дом, свою работу, она ночью поедет за город в пустое поле и будет рыться в земле и строить рвы, бастионы, траншеи…

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫитменнине тата вӑл мана, пӗтем чӑркӑшлӑхӑма, манӑн мӗн пур усал енӗмсене пӗтӗмпех пӗлсе ҫитнӗ хӗрарӑмсенчен пӗри-ҫке…

Тем более, что это одна женщина, которая меня поняла совершенно, со всеми моими мелкими слабостями, дурными страстями…

Майӑн 23-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Кавалерсен йышӗ сахаллипе (улансен пӗр-пӗр бригади тӑман вырӑнта яланах ҫавӑн пек пулать ӗнтӗ), арҫынсем хӗрарӑмсенчен сахалтарах иккенне кура, ташлама юраллӑ пек арҫынсене пурне те ташлама тӑратрӗҫ.

Кавалеров, как и везде, где не квартирует какой-нибудь уланской бригады, было менее, нежели дам, все мужчины, годные на то, были завербованы.

X сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫинех тӑракан хӗрарӑмсенчен комитет пулса тӑчӗ, вӗсем траурлӑ тумтирсем тӑхӑнса губернатор патне каяс та унӑн умӗнче макӑрса кӑмӑлне ҫемӗҫтерес, вӑл ырӑ кӑмӑллӑ ашак пултӑр, хӑй тумалли ӗҫе урипе таптаса хутӑр тесе, йӑлӑнса тархаслас, терӗҫ.

Избран был целый комитет слезливых дам, которые должны были облачиться в траур и идти плакать к губернатору, умоляя его забыть свой долг и показать себя милосердным ослом.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хальхинче эпӗ гимназире ӗҫлекен пултаруллӑ хӗрарӑмсенчен пӗри – Нина Германовна Ярмушкина ҫинчен ҫырса пӗлтеретӗп.

На этот раз я хочу написать об одной из талантливых педагогов, работающих в гимназии - Нине Германовне Ярмушкиной.

Чунпа илемлӗ педагог // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Иртнӗ Акатуйранпа качча тухнӑ хӗрарӑмсенчен тӗрӗллӗ алшӑллисем пухнӑ.

Помоги переводом

Акатуй — ӗҫпе кану уявӗ // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

60 ҫултан аслӑрах хӗрарӑмсенчен йӗтре тӗртессипе Роза Алексеева чемпион пулса тӑнӑ, 800 тата 1500 метр тӑршшӗне чупса иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Помоги переводом

Смоленскран – медальсемпе // Татьяна Майорова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Хӗрарӑмсенчен чи маттуррисем Лапсар ял тӑрӑхӗн, «Теплоэнергосети» ООО, Кӳкеҫ лицейӗн командисем пулни палӑрчӗ.

Помоги переводом

Медальсен шутне ӳстерчӗҫ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней