Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

итлемен (тĕпĕ: итле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Чим, эп халех, — терӗ Яков Лукич, итлемен пӳрнисемпе курупкаран шӑрпӑк кӑларса.

— Погоди, я сейчас, — сказал Яков Лукич, доставая непослушными пальцами спичку из коробка.

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӗмӗрне те итлемен!

Сроду не слушал!

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах мужиксем итлемен, вырӑна ҫитиччен аллӑ чалӑш юлсан хӑрушӑ япалана тӗрлӗ сасӑпа кӑшкӑрса чӗнме пуҫланӑ; вӗсене хирӗҫ чӗнекен пулман; вӗсем чарӑннӑ, унтан каллех малалла утма тытӑннӑ.

Но мужики пошли и сажен за пятьдесят до места стали окликать чудовище разными голосами: ответа не было; они остановились; потом опять двинулись.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Пӗлместӗп, Захартан ыйт, — ӑна итлемен пекех каларӗ Обломов, — унта, чӑнах та, эрех пур.

— Не знаю, спроси у Захара, — почти не слушая его, сказал Обломов, — там, верно, есть вино.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫынсем никама та итлемен вырӑс ҫынни Гетски канал тӑрӑх халиччен пулман тавар тиенӗ пӑрахута мӗнле илсе тухнине курма пынӑ.

Местные жители пришли посмотреть на пароход со столь необычным грузом, который этот упрямый русский хочет провести по узкому Гетскому каналу.

Ҫирӗм саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче сиенленнӗ карапсем ҫаврӑнса ан ӳкчӗр тесе мерӑсем йышӑнма сӗннӗ вӑл, анчах та ӑна никам та итлемен.

Он предупреждал и настаивал принять меры к тому, чтобы наши корабли не переворачивались в бою от пробоин, но к его голосу не хотели прислушаться.

Ҫирӗм иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

— Мӗнле итлемен ача!

— Что за несносный мальчишка!

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Женя пуҫне сӗлтрӗ те хӑйне итлемен чӗлхине аран-аран ҫавӑркаласа ҫапла ыйтрӗ:

Женя кивнула и с трудом, потому что язык очень плохо ее слушался, спросила:

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Мадам Стороженко унӑн сӑмахӗсене итлемен те.

Мадам же Стороженко его слова и не слушала.

XIX. Кӗрепенке ҫурӑ ҫакӑр // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл вӗсене тархасланӑ, анчах пуянсем ун сӑмахӗсене итлемен.

Он их умолял, но богачи не слушали его слова.

VIII. «Ҫын шыва сикрӗ!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Тепӗр кун ирхине Акулина ҫырма та вӗренесшӗн пулнӑ; малтанах ӑна кӑранташ итлемен, анчах та темиҫе минутранах вӑл сас паллисене аванах тӗрлеме тытӑннӑ.

На следующее утро она захотела попробовать и писать; сначала карандаш не слушался ее, но через несколько минут она и вырисовывать буквы стала довольно порядочно.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Лиза ӑна итлемен.

Лиза его не слушала.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Анчах станца пуҫлӑхӗ ӑна итлемен, вӑл малаллах утнӑ.

Но смотритель, не слушая, шел далее.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Алексей ҫакна ним те курман та, итлемен те.

Ничего этого Алексей не видел и не слышал.

18 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Дегтяренко ӑна итлемен.

Дегтяренко не слышал.

17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Тупӑсене передоксем ҫинчен антарса патрон ещӗкӗсене пушатса ҫитерсенех — ку ӗҫе пӗр минут ҫурӑран та ытла мар турӗҫ, — сержант Матвеев Ваня халиччен пӗрре те итлемен ҫӗнӗ команда пачӗ: — Кустӑрмасем ҫине!

Как только пушки были сняты с передков и ящики с патронами выгружены – а это сделалось не более чем за полторы минуты, – сержант Матвеев подал новую, ещё ни разу не слышанную Ваней команду: – На колёса!

24 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Анчах апла тӑвас вырӑнне хӑйне итлемен урисем ӑна Эммипе Том тӑракан ушкӑн патнарех илсе пычӗҫ.

Она хотела отойти подальше, а вместо того непослушные ноги несли ее все ближе и ближе к той группе, где был Том.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫамрӑк учительницӑсем, ачасем патнелле ачашшӑн тайӑлса тӑрса, хӑйсене майлӑ «шухӑшлареҫ», — унччен пӑртак малтантарах ҫав ачасенех вӗсем чӗпӗтнӗ, хӑлхисенчен туртнӑ, — халӗ ӗнтӗ вӗсем итлемен ачасене кулкаласа ҫеҫ лайӑх пӳрнисемпе юнаса каларӗҫ, итлекеннисеме пуҫӗсенчен ачашласа шӑлчӗҫ.

Молоденькие учительницы старались, ласково склоняясь над учениками, которых не так давно драли за уши, грозили пальчиком маленьким шалунам и гладили по головке послушных.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ыттисем калаҫнине айккинче итлемен, пӗрле кулнӑ-ахӑлтатнӑ.

Разговоры не слушала в стороне, вместе смеялась, разговаривала.

Епле пурӑнатӑн, Ванюкӑм? // Вера. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

5. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫӗр ҫинчи ӗҫӗрсене: ясарлӑха, ирсӗрлӗхе, аскӑнлӑха, усал чарусӑрлӑха, мула хапсӑнассине пӗтерӗр, мула хапсӑнни вӑл — йӗрӗхсене пуҫҫапнипе пӗрех; 6. итлемен ҫынсене ҫав ӗҫсемшӗн Турӑ ҫилли ҫитет.

5. Итак, умертвите земные члены ваши: блуд, нечистоту, страсть, злую похоть и любостяжание, которое есть идолослужение, 6. за которые гнев Божий грядет на сынов противления,

Кол 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней