Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Диарбекиртан вырӑс Арменине ҫити ҫуран утрӑм, унтан вара Кавказ урлӑ кӑнтӑр Раҫҫее ҫитрӗм, Одессӑра пултӑм, — мана пӗтӗмпех вырӑссем пулӑшрӗҫ.
XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫак ҫунатлӑ чӗрчунсем кӑнтӑр кунӗнче канӑҫа пӗлмеҫҫӗ, халӗ тесен хӑйсен йӑвисене кӗре-кӗре пытаннӑ.
XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Эпӗ хам обскурант, — терӗ вӑл, — эпӗ Кӑнтӑр штатсенчи хут пӗлмен, хура ӳтлӗ ҫынсем майлӑ, вӗсен вӗреннӗ хуҫисене хирӗҫ, — каҫарӑр, эпӗ Америкӑри хам курайман япала ҫинчен калаҫма пуҫларӑм.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— «Халӗ пулсан, кана придворнӑй бал теме пулатчӗ, хӗрарӑмсем вара ытла та чаплӑ тумланнӑ, ҫапла, вӑхӑчӗ урӑх ҫав, платьесене урӑхла ҫӗленинченех паллӑ. Пирӗнни пек платьесем тӑхӑннӑ хӗрарӑмсем те курӑнкалаҫҫӗ, анчах вӗсем ҫапла ахаль ҫеҫ, шӳтшӗн кӑна тумланнӑ; ҫапла, вӗсем ахаль ҫеҫ иртӗхеҫҫӗ, хӑйсен тумӗсенчен шӳтлесе кулаҫҫӗ; ыттисем ҫинче урӑхла костюмсем, темли те пур: хӗвелтухӑҫ енче тӑхӑнаканни те, кӑнтӑр енче тӑхӑнаканни те, анчах пурте вӗсем пирӗннинчен чипертерех, ҫыпӑҫуллӑрах; анчах чи паллӑ вӑхӑтри Афинӑра пурӑннӑ гречанкӑсем тӑхӑнса ҫӳренӗ тум евӗрлӗ питӗ ҫӑмӑл та ирӗк костюмсем ытларах; арҫынсем те пилӗк тӗлӗнче тытса тӑман, манти е иманти евӗрлӗ шалпар кӗпесем тӑхӑннӑ; ҫакӑ вӗсен ахаль чухне, килте тӑхӑнса ҫӳремелли тумӗ иккенӗ пӑхсах курӑнать, анчах мӗнле кӑмӑллӑ та илемлӗ вӑл тум!
10 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпир ытла инҫетрех мар халӗ, куратӑн-и, ҫак лайӑхлатнӑ ҫӗр талккӑшӗн кӑнтӑр енчи талккӑшӗн кӑнтӑр енчи чиккинчен пуҫласа сан вӑхӑтунта пӗтӗмпех хӑйӑрлӑ пулнӑ ҫак ҫурутравӑн ту-сӑртлӑ пайӗ-халӗ те ним акса тума юрӑхсӑр хӑйӑрлӑ ҫеҫенхир-ха; ҫак пушхирӗн чиккине эсир, вырӑс ҫыннисем, ҫулсеренех кӑнтӑралла куҫарса пыратӑр.
9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Инҫетри ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫӗнче икӗ юханшыв пур, пӗр-пӗринпе вӗсем Вера Павловна пӑхса тӑракан вырӑнта пӗрлешеҫҫӗ, кӑнтӑр енче, кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫӗнче, вӑрӑм та анлӑ залив; кӑнтӑрта таҫта ҫитиех ҫӗр тӑсӑлса выртать, вӑл ҫав заливпа хӑйӗн хӗвеланӑҫ енчи чикки пулса тӑракан тепӗр вӑрӑм та ансӑр залив хушшипе кӑнтӑралла тӑсӑлса каять, кайнӑҫемӗн анлӑланса пырать.
9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах ҫулла эсир нумай хӑна тата хӑвӑра ӗҫре пулӑшакансем йышӑнатӑр пулсан та, ҫулталӑкри ҫич-сакӑр начар уйӑха кӑнтӑр енче, хӑвӑр кӑмӑлӑра кайнӑ ҫӗрте ирттеретӗр.
9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кӑнтӑр апачӗ вӑл ырӑ япала.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эсир кунне кӑнтӑр апачӗ икӗ хут ҫиес пулсан, сире кам та пулин ма ҫиетӗр тесе хирӗҫ калама пултарать-и?Был бы кто-нибудь в претензии на то, если бы вы стали обедать два раза?
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кунне кӑнтӑр апачӗ миҫе хут ҫиетӗр-ха эсир?
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӑй патӗнче те пӗрмаях ҫынсем пулнӑ, е унччен ҫӳрекеннисемех, е пӗрмаях ҫӗннисем; ҫынсемпе калаҫмашкӑн тесе вӑл 2 сехетпе 3 хушшинче яланах килте ларнӑ; ҫак вӑхӑтра вӑл ӗҫсем ҫинчен калаҫнӑ тата кӑнтӑр апачӗ ҫинӗ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тата эпӗ, Рахметов господин, мансах кайнӑ: вӑл паян кӑнтӑр апачӗ те ҫимен-ха, кӳршӗрен кама та пулин апат пырса пама чӗнӗр-ха, — унта манӑн туссем пур, кухаркӑпа нянька.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кӑнтӑр апачӗ ҫинӗ хыҫҫӑн Машӑна лавҫӑ тытма 80 пус кӗмӗл укҫа параҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл тӑватӑ ҫӗре ҫитмелле тухса каять, пур ҫӗрте те унӑн Лопухов запискине кӑтартмалла, — господа, манӑн пушӑ вӑхӑт пур, эпӗ сире курма хавас; вара пӑртак вӑхӑт иртсен, хӑрушӑ Рахметов килсе кӗрет, ун хыҫҫӑн майӗпен ҫамрӑксем пӗр ушкӑн пухӑнса ҫитеҫҫӗ те… вара ӑслӑ калаҫу пуҫланса каять, унта кашнинех тӑрӑ шыв ҫине кӑлараҫҫӗ, пулма пултарнӑ тӗрлӗрен тӗрес мар ӗҫсемшӗн ыттисем пурте тенӗ пекех ятлаҫҫӗ, хӑшӗсем тата, хавхаланса тавлашассинчен пӑрӑнса, Вера Павловнӑна каҫа мӗнле те пулин кӗскетме пулӑшаҫҫӗ, вара вӑл чылай ларнӑ хыҫҫӑн Маша ӑҫта кайса ҫухалнине, упӑшки епле ырӑ пулнине ӑнланса илет.
XXVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫакна вӑл ҫур сехет ытларах каласа кӑтартать, каласа пӗтернӗ тӗле Вера Павловна: ку, чӑнах та, лайӑх, теме тата, ҫӳҫ-пуҫне тирпейлесе, кӑнтӑр апачӗ ҫиме кайма пултарать.
XXVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тепӗр кун Кирсанов госпитальтен таврӑнчӗ те кая юлса кӑнтӑр апачӗ ҫинӗ хыҫҫӑн, сигара туртса ярса, канмалла кӑштах кӗнеке вулас-ха тесе, сибаритла тӑсӑлса ҫеҫ выртнӑччӗ, ун патне Лопухов пырса та кӗчӗ.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кӑнтӑр апачӗ хыҫҫӑн Вера Павловна хӑйсен пӳлӗмӗнче, урӑхла каласан, упӑшки кабинетӗнче, хӑйӗн сарлака, пӗчӗк, ҫемҫе диванӗ ҫинче ачашланса выртать.
XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ку вӑл кӑнтӑр апачӗ умӗн пулчӗ; эпӗ ҫӗрле ҫывӑрса тӑраннӑччӗ, ӳсӗр марччӗ.А это было перед обедом; я с ночи-то выспалась и не была пьяная.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хаклашкаларӗҫ-хаклашкаларӗҫ те вӗсем вунӑ икерчӗ ҫинче чарӑнчӗҫ, тепӗр пиллӗкӗшне ыран кӑнтӑр тӗлӗнче килсе памалла.
II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Унтан Вера Павловна чӑн-чӑнах вӗрентме май пуррине курчӗ, — ку вӑл питӗ пысӑк утӑм пулчӗ; хӗрсем ҫав тери вӗренесшӗн, пӗлесшӗн ҫунчӗҫ, вӗсен ӗҫӗ питӗ ӑнӑҫлӑ пычӗ, ҫавӑнпа вӗсем ӗҫленӗ хушӑрах, кӑнтӑр апачӗ умӗн, уроксем итлеме пысӑк перерыв тума йышӑнчӗҫ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Яланхи пекех вӗсем, иртнисене аса иле-иле, хаваслӑн калаҫрӗҫ, тӗнчери пур япала ҫинчен те калаҫса илчӗҫ: ун чухнехи историлле ӗҫсенчен пуҫласа (ҫак пӗчӗк кружока Канзасри тавлашуллӑ вӑрҫӑ интереслентернӗ; вӑл вӑрҫӑ ҫурҫӗрпе кӑнтӑр хушшинче пыракан аслӑ вӑрҫӑ умӗнхи вӑрҫӑ пулнӑ, ку аслӑ вӑрҫӑ вара Америкӑра кӑна мар пулмалли, татах та аслӑрах событисем умӗнхи вӑрҫӑ пулнӑ; халӗ политика ҫинчен пурте калаҫаҫҫӗ, ун чухне политикӑпа интересленекенсем питӗ сахал пулнӑ; вӗсен шутӗнче — Лопухов, Кирсанов, вӗсен тусӗсем) Либих теорийӗ тӑрӑх ҫӗрӗҫӗн химилле никӗсӗсем мӗнле пулмалли ҫинчен ун чухне тавлашни таран, историлле прогресӑн законӗсем ҫинчен те, — ун чухне ҫакӑн пек кружоксенче ҫав законсем ҫинчен асӑнмасӑр пӗр калаҫу та иртмен, — чӑн-чӑнах кӑмӑл туртнине ӑна тума тӑрӑшаҫҫӗ, тӑваҫҫӗ те — фантазилле ӗмӗтсенчен, пурнӑҫланман, пурнӑҫланма кирлӗ те мар ӗмӗтсенчен уйӑрса илесси питӗ паха пулни ҫинчен, — фантазилле ӗмӗтсене вӗсене, вӗри чир чухне шыв ӗҫес килне пек, пӗр ҫакӑ ҫеҫ кирлӗ: организма сыватмалла, вӑл ӗмӗтсем, организм чирлӗ пулнӑ пирки, чӑн-чӑн кӑмӑл туртнине пӑсса ҫуралаҫҫӗ, — ун чухне антропологилле философи кӑларса тӑратнӑ ҫав тӗп уйрӑмлӑх питӗ кирли ҫинчен те, пурин ҫинчен те, ҫавӑн йышши тата ун йышши те мар, анчах ҫавнашкал япаласем ҫинчен калаҫрӗҫ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.