Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӗлӗк сăмах пирĕн базăра пур.
ӗлӗк (тĕпĕ: ӗлӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗлӗк Чэнь йӑхӗ питӗ пуян йӑх пулнӑ, шӑп вӗсен пӳрчӗ ларакан вырӑнта тахҫан ҫав йӑхӑн склепӗ пулнӑ, унта тем чухлӗ кӗмӗл чавса хунӑ имӗш.

Предки рода Чэнь, говорила та, были очень богаты, и именно из этой комнаты пошло начало их рода.

Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.

Ӗлӗк вӗсем…

Прежние заклепки…

Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.

Ӗлӗк ҫаплаччӗ-и вӗсем?

Да разве раньше такие были заклепки?

Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.

Ӗлӗк ҫакнашкал «вӑрӑм ҫӳҫлисем» пулнӑ-и вара?

А прежние длинноволосые разве так делали?

Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.

Давыдов вилсен виҫҫӗмӗш кун ирхине Ростовран Шырланпуҫа крайри ОГПУ управленийӗнче ӗҫлекенсем килсе ҫитнӗ, вӗсем Разметнов персе вӗлернӗ, Островнов кил картинче выртакан ҫынна пӑхнӑ та вӑл тахҫанах шыракан преступник, ӗлӗк Ирӗклӗх ҫарӗнче подпоручик пулнӑ Лятьевский иккенне ҫӑмӑлах палласа илнӗ.

На третьи сутки после смерти Давыдова приехавшие из Ростова в Гремячий Лог сотрудники краевого управления ОГПУ без труда опознали в убитом Размётновым человеке, лежавшем во дворе у Островнова, давно разыскиваемого преступника, бывшего подпоручика Добровольческой армии Лятьевского.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл пит лайӑх перет, ӗлӗк ҫаплаччӗ.

Он отличный стрелок, во всяком случае — был таким.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах тахҫан ӗлӗк вӑтам шкулти учитель пулнӑ вӗт-ха…

А ведь вы когда-то были учителем средней школы…

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӗлӗк те ӑна мана виҫепе ҫеҫ — тӗпренчӗк ҫеҫ панӑ та…

Хотя и в прошлом мне его было отмерено — кот наплакал…

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Матроссем, ҫаплах ӗлӗк матрос пулнисем те, хитре хӗрсене ӑсатма хӑҫан килӗшмен вара? — сӑмаха шӳтлӗн вылянтарса каларӗ Давыдов, хӗре хул айӗнчен ярса тытса.

Ну, когда это матросы, даже бывшие, отказывались провожать хорошеньких девушек? — с шутливым наигрышем воскликнул Давыдов, взяв девушку под руку.

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӗлӗк, уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑннӑ чухне, эсӗ пит харсӑрччӗ, кирек мӗнле ӗҫе те кашкӑрла, вӗҫертмесӗр, ярса тытаттӑнччӗ, сана ӑҫта та пулин укҫа сӑптӑрса пултӑр, анчах халӗ эсӗ вайӑн-шайӑн ӗҫлетӗн, ӗҫленҫи ҫеҫ тӑватӑн…

Раньше, в единоличной жизни, ты на работу был злой, по-волчьему, без упуска, хватался за любое дело, лишь бы копейку лишнюю тебе где-нибудь сшибить, а зараз ты работаешь спустя рукава, как все одно для отвода глаз…

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ачасен сӑн-пичӗсем ҫине, партӑсем ҫинелле пӗшкӗннӗ тӗрлӗ тӗслӗ пуҫсем ҫине пӑхса ларнӑ май тахҫан вӑл ӗлӗк саспаллисем ҫырнӑ е ӳкернӗ чухне унӑн хӑйӗн те, ҫак Федоткӑпа юнашар ларакан ачанни пекех, пуҫне хытӑ пӗшкӗртсе, хӑйне ҫав ҫӑмӑл мар ӗҫре пулӑшма тӑрӑшнӑн, чӗлхе кӑларса ларас йӑла пулнине аса илчӗ, ҫак аса илӳсемпе йӑпанса ларчӗ.

Он отдыхал душой, глядя на детские лица, на склоненные над партами разномастные головки, невольно отмечая про себя, что когда-то, очень давно, и он вот так же, как Федоткин сосед по парте, имел привычку, выводя буквы или рисуя, низко клонить голову и высовывать язык, каждым движением его как бы помогая себе в нелегком труде.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тахҫан ӗлӗк шкула юратни, тахҫан иртнӗ ача чухнехи ҫулсене самантлӑха аса илни ӑна пур япалана та мантарса ячӗ, салхулатрӗ.

Что-то от давнего уважения к школе, некое сладостное волнение, навеянное мгновенным воспоминанием о далеких годах детства, пробудилось в его душе в эти минуты…

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах Давыдов, хӑй ӗлӗк матросра ҫӳренӗ чухнехи пек, питӗ сапӑр пулма тӑрӑшрӗ, пуҫне тайса, атӑ кӗлисене хыттӑн шартлаттарчӗ:

Но Давыдов призвал на помощь всю свою былую матросскую галантность и, раскланиваясь, звонко щелкнул каблуками:

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сӑмах май калас-тӑк, казаксене ӗлӗк те, патша вӑхӑтӗнче, атамансем те ытлашши кӑшкӑрман — стариксене кӳрентересрен хӑранӑ.

Да, к слову сказать, на казаков и раньше в царское время атаманы не дюже шумели — боялись стариков обидеть.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӗлӗк ман пурнӑҫ самаях лайӑхчӗ!»

Раньше жизня моя не в пример лучше была!»

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӗлӗк мана вырсарникунсенче ӗҫлеттерместчӗҫ, е хӑнана, е, калӑпӑр, туя ҫеҫ ҫӳретчӗҫ.

Раньше на мне, бывало, по воскресеньям не работали, а только либо по гостям ездили, либо, скажем, по свадьбам.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӗлӗк ун пек марччӗ!

А раньше было не то-о-о!

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӗлӗк Антипӑн ҫаврака лайӑх ҫуртчӗ, халӗ вара саманран тунӑ пӗчӗк пӳртре пурӑнать.

Был у Антипа раньше круглый курень, а нынче живет в саманной хатенке.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ахальтен мар ӗнтӗ ӗлӗк казаксене айӑпа кӗрсен хулӑпа ҫаптарнӑ чух: «Ан тив… юнлантӑр, пуҫӗ ҫеҫ ӑслӑ пултӑр», — тетчӗҫ.

Недаром в старину, когда казаков на сходах за провинку секли, была такая поговорка: «Пущай… будет красная, была бы голова ясная».

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Сплошной тӗттӗмлӗх, — терӗ кӑмӑлсӑррӑн счетовод, ҫулланнӑ казак, ӗлӗк полк писарӗ пулнӑскер.

— Одна сплошная необразованность, — недовольно сказал счетовод, пожилой казак из бывших полковых писарей.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней