Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсен хаяр сӑнӗсем, тикӗс сассисем, ахаль чухне те витӗмлӗ юрӑ сӑмахӗсене уйрӑмӑнах витӗррӗн салхулатса юрлани мана темӗнле поэзиллӗ хӑрушлӑхпа чӗтрентерсе ячӗҫ.
Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Анне ҫав сӗтел хушшинче Гаер сӑмахӗсене ӑсран кайса итлесе ларать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Лаша ҫинчен антӑм та чӳрече патне йӑпшӑнса пытӑм; чӳрече хупӑлчине тачӑ хупман пирки ӗҫекенсене куртӑм, вӗсен сӑмахӗсене те илтрӗм.
Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл итлесе пӗтермесӗрех аяккалла пӑрӑнчӗ, Грушницкий патне ларчӗ те, вӗсен хушшинче вара темӗнле калаҫу пуҫланчӗ: княжна унӑн ҫаврӑнӑҫлӑ сӑмахӗсене хирӗҫ пӑтранчӑк сӑмахсемпе тавӑрчӗ пулмалла, хӑй ҫав вӑхӑтрах тимлӗн итлем пек турӗ: Грушницкий, вӑл мӗншӗн пӑшӑрханса пӑхнине, мӗншӗн унӑн чӗри вӑрканине пӗлесшӗн пулса, ун ҫине тӗлӗнсе пӑхкаларӗ.
Майӑн 23-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Калаҫасса хӑвӑрт калаҫать, сӑмахӗсене ытла эрешлентерме юратать: пурнӑҫра май килнӗ чух кирек хӑш самантра та калама юрӑхлӑ хатӗр ҫивчӗ сӑмахсемпе калаҫаканнисенчен пӗри ӗнтӗ вӑл, ун пек ҫынсене чӑн-чӑн илемлӗх нимӗн чухлӗ те хускатмасть, вӗсем хӑйсене хӑйсем пысӑка хурса, хӑйсен калама ҫук пысӑк туйӑм пур пек, кӑмӑлӗ хӗрсе тӑнӑ пек, акӑш-амакӑш хуйхӑ-суйхӑ чӑтса ирттернӗ пек тыткалаҫҫӗ хӑйсене.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кунта лётчикӑн нервисем ҫав тери хыттӑн туртӑнса, татӑласла карӑнса тӑраҫҫӗ те, хӑш чух вӑл командир мӗн шухӑшланине лешӗ приказ сӑмахӗсене каласа пӗтеричченех туса хурать.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Чимӗр-ха: «Пирӗн ҫамрӑк йӗкӗтсем яштак та, имӗш, вӗсен сӑхманӗсене те кӗмӗлпе тӗрленӗ иккен те, анчах вырӑс ҫамрӑк офицерӗ вӗсенчен яштакарах, галунсем унӑн ылтӑнран. Вӑл вӗсем хушшинче тирек пек курӑнать; ӑна ӳссе ешерме ясӑна пӳрмен пирӗн сад-ра», — тесе юрлать, Печорин ҫӗкленчӗ, пуҫ тайрӗ ӑна, аллине хӑй ҫамки патне, унтан чӗри патне тытрӗ те мана тавӑрса калама ыйтрӗ, эпӗ вӗсемпе калаҫма лапах пӗлеттӗм те унӑн сӑмахӗсене куҫарса патӑм.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Генерал кӑвак карандашпа, ӑнланмалла мар почёркпа сӑмахӗсене лайӑххӑн ҫырса пӗтермесӗр, хута урлӑ: «Тренировка туса вӗрентекен шкула ярас», тесе ҫырса хучӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Оля унӑн сӑмахӗсене хирӗҫ ответленӗ кӑна!
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл, ашшӗне ыталаса илсе, ун канашӗ пирки шухӑшласа пӑхма сӑмах панӑ та, ҫиленнӗ мисс Жаксона лӑплантарма чупнӑ, лешӗ алӑкне аран уҫса кӗртсе, унӑн хӑй айӑпне сирмелли сӑмахӗсене итленӗ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Вӑл хӑй лекнӗ условисем хӑйне майлӑ пулнине ӑнланман, вӑл хӑйне тӳрех килти пек тытма пуҫларӗ, хӑйӗн пур сӑмахӗсене те тӑварлӑрах шӳтсемпе хутӑштарса калаҫса, кунти йӗркесене тытса пынинчен ытларах, вӗсене пӑсса пычӗ: лере камерӑна пырса ҫӑкӑр тыттарать, лере — пирус, кунта пакӑлтатса калаҫма тытӑнать (анчах та политика ҫинчен мар).
«Пирӗннисем» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ҫав ҫулталӑк хушшинче «Атте» сӑмах ҫумӗнчи кавычкӑсем тухса ӳкрӗҫ, ҫав ҫул-талӑк хушшинче тӗрлӗ ҫулсенчи икӗ арестант чӑнах та ашшӗпе ывӑлӗ пулса тӑчӗҫ, ҫав ҫулталӑк хушшинче эпир пӗр-пӗрин йӑлисене, юратнӑ сӑмахӗсене, калаҫас манерӗсене те йышӑнтӑмӑр.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Марья Кириловна ҫак тӗнче курса ҫӳренӗ ҫынӑн илӗртӳллӗ сӑмахӗсене интересленсех итлесе пыратчӗ, сасартӑк Верейский Кирила Петрович енне ҫаврӑнчӗ те: — Кусем мӗскер капла ҫунса хуралнӑ ҫуртсем, сирӗннех-и вӗсем? — тесе ыйтрӗ.
XIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Пуркуа ву туше, пуркуа ву туше? (Мӗншӗн сӳнтеретӗр эсир, мӗншӗн сӳнтеретӗр?) — кӑшкӑрса ячӗ Антон Пафнутьич, француз сӑмахӗсене вырӑслисемпе хутӑштарса, — эпӗ тӗттӗмре дормир (Ҫывӑрма) пултараймастӑп.
X сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Анчах та вӑл мана ҫапла каларӗ, ун сӑмахӗсене хальхи пекех астуса тӑратӑп: «Атте, медицина кандидачӗн те винтовка тытма тивӗҫ вӑхӑт пулать», терӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Маша, ӑнран кайса тенӗ пек ун ҫине пӑхса тӑчӗ те, сӑмахӗсене Кирила Петровича куҫарса пачӗ.Маша смотрела на него с изумлением и перевела слова его Кирилу Петровичу.
VIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Марья Кириловна ашшӗн кӳрентермеллерех каланӑ сӑмахӗсене ҫемҫетерех куҫарса пачӗ.Марья Кириловна смягчила в своем переводе грубые выражения отца.
VIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ординатор сӑмахӗсене итлемесӗрех, Василий Васильевич одеяла ҫӗклесе пӑхрӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Нимех те мар, нимех те мар, старший лейтенант юлташ, — тет вӑл, сӑмахӗсене пӑрҫа сапнӑ пекех васкавлӑн тӑкса.– Ничего, ничего ж, товарищ старший лейтенант, – сыпала она чистые и мелкие, как горох, словечки.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах Алексей, ӑшӑ та ҫемҫе лӑсӑллӑ туратсем ҫинче куҫӗсене хӗссе выртаканскер, ун сӑмахӗсене ним ӑнланмасӑр итлерӗ.Алексей дремал с полузакрытыми глазами на мягкой, пушистой хвое, он слушал и не слушал его рассказ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950