Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 14 сыпӑк

Раздел: Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Леонид Агаков, Александр Артемьев

Источник: Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Добавлен: 2019.08.02 00:53

Предложений: 163; Слово: 1659

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Военное

Ура ҫине тӑрса ӳкнӗ хыҫҫӑн Алексей пӗр хушӑ ӑнсӑр пулса выртрӗ, анчах та ҫывӑхри хӑрушлӑха туйнипе вӑл каллех тӑна кӗчӗ. Халь ӗнтӗ ним иккӗленмелли те ҫук, ҫамрӑк хырлӑхра темле ҫынсем пытанса тӑраҫҫӗ, — вӗсем, ӑна сӑнаса, темскер пӑшӑлтатаҫҫӗ. Алексей аллисем ҫине ҫӗкленчӗ те, пистолетне ҫӗр ҫумӗнче тытса, сӑнама пуҫларӗ. Хӑрушлӑх ӑна малтанхи манӑҫран хӑтарчӗ. Тӑн-пуҫ тӗрӗс ӗҫлеме тытӑнчӗ. Камсем-ши вӗсем? Тен, вӗсем нимӗҫсем вӑрман касма хӑваласа килнӗ ҫынсем пуль? Тен, хӑй пекех, нимӗҫ тылӗнчен тарса фронт линийӗ урлӑ каҫма шутлакан вырӑс ҫыннисем пуль? Тен, ку таврара пурӑнакан хресченсемех? «Ҫынах-ши?» — тенине Алексей хӑй те лайӑхах илтрӗ-ҫке? Унӑн нумай шӑвӑннипе хытма пуҫланӑ аллинче пистолет чӗтренӗ. Ҫапах та Алексей, юлашки виҫӗ патронпа тӗплӗн усӑ курма шутласа, ҫапӑҫма хатӗрленчӗ. Ҫав вӑхӑтрах тӗмӗсем хыҫӗнчен хӑранӑ ача сасси илтӗнчӗ:

— Эй, кам эсӗ? Дойч? Ферштеешь?

Ҫак тӗлӗнмелле сӑмахсем Алексее шиклентерчӗҫ, ҫапах та кӑшкӑраканни, паллах, вырӑс ачи пулас, тесе шухӑшларӗ вӑл.

— Эсӗ мӗн тӑватӑн кунта? — ыйтрӗ тепӗр ача сасси.

— Хӑвӑр эсир камсем? — терӗ те Алексей, хӑйӗн вӑйсӑр сассинчен тӗлӗннипе урӑх чӗнмерӗ.

Ун ыйтӑвӗ тӗмӗсем хыҫӗнчи ҫынсене хӑратса пӑрахрӗ пулас. Унта вӗсем, пӗчӗк хыр тураттисене силлентермеллех аллисемпе сулкалашса, нумайччен темӗн пӑшӑлтатрӗҫ.

— Эсӗ пире ытла ан суеҫтер — улталаймӑн! Нимӗҫе эпӗ шӑршинченех пилӗк ҫухрӑмран пӗлетӗп. Эсӗ — Дойч?

— Хӑвӑр кам?

— Сана мӗн ӗҫ? Не ферштею…

— Эпӗ вырӑс.

— Суятӑн… Куҫӑм шӑттӑр, суятӑн, фриц!

— Эпӗ вырӑс, вырӑс, лётчик эпӗ, — мана нимӗҫсем персе ӳкерчӗҫ…

Алексей тек сыхланмарӗ ӗнтӗ. Тӗмесем хыҫӗнче хамӑр вырӑс, совет ҫыннисем иккенне ӑнланчӗ вӑл. Вӗсем ӑна ӗненесшӗн мар, — мӗнех-ха вара, вӑрҫӑ яланах асӑрхануллӑ пулма вӗрентет. Пирвайхи хут вӑл хӑйӗн вӑйӗ нихҫанхинчен те ытларах пӗтсе ҫитнине туйрӗ, алли-урине хускатма та, сыхланма та урӑх пултарайманнине сисрӗ. Путса кӗнӗ хура питҫӑмартисем тӑрӑх куҫҫуле шӑпӑртатса юхса анчӗ.

— Пӑх-ха, макӑрать! — илтӗнчӗ тӗмӗсем хыҫӗнчен.

— Эй, мӗн макӑратӑн эсӗ?

— Вырӑс вара, вырӑс эпӗ, хамӑр ҫын, лётчик…

— А хӑш аэродромран?

— Хӑвӑр камсем, ара?

— Сана мӗн ӗҫ? Эсӗ хӑвӑнтан мӗн ыйтнине кала!

— Мончаловски аэродромран… Пулӑшӑрсамччӗ мана, тухӑр кунта! Мӗн шуйттанӗ…

Тӗмӗсем хушшинче хытӑрах пӑшӑлтатма пуҫларӗҫ. Халӗ Алексей вӗсен сӑмахӗсене те лайӑхах илтрӗ:

— Пӑх-ха эс ӑна, Мончаловскинчен, тет… тен, чӑнах та пуль… Макӑрать тата… Эй, лётчик, пӑрах эс наганна! — кӑшкӑрчӗҫ ӑна. — Пӑрах, тетӗп, унсӑр тухмастпӑр, таратпӑр кунтан!

Алексей пистолетне аяккалла ывӑтрӗ. Йывӑҫ тӗмӗсем сирӗлчӗҫ те, икӗ ача, кашни самантрах каялла ҫаврӑнса тарма хатӗрскерсем, пӗр-пӗрине аллисенчен тытса, ун патнелле ҫывхарчӗҫ. Вӗсенчен пӗри, — кивӗ сӑхман тӑхӑннӑ, пилӗкне пӑявпа туртса ҫыхнӑ аслӑрах ачи, ырханкка та кӑвак куҫлӑ, йӗтен сӳсӗ пек шурӑ ҫӳҫлӗскер, — аллине пуртӑ тытнӑ та, кирлӗ пулсанах касма та хатӗр пек пырать. Ун ҫурӑмӗ хыҫӗпе пытанарах кӗҫенни пырать. Ҫӳҫӗсем кунӑн хӗрлӗ, пит ҫӑмартийӗсем хуратутлӑ, — хӑйӗн пурне те пӗлесшӗн ҫунакан куҫӗсемпе асли хыҫӗнчен кӑшт пӑрӑнса пӑхать те хӑй, пӗрмай пӑшӑлтатать:
— Макӑрать.
Чӑнах та макӑрать. Ай, ырханкка-ҫке хӑй, епле ырхан!

Асли, пурттине хатӗр тытса, Алексей умне пычӗ те юр ҫинче выртакан пистолета ашшӗн пысӑк ҫӑматтипе аяккалла тапса ывӑтрӗ.

— Лётчик, тетӗн? Документсем пур-и? Кӑтарт.

— Камсем ку таврара? Хамӑрӑннисем-и, нимӗҫсем-и? — ирӗксӗрех кулса, пӑшӑлтатрӗ Алексей.

— Эпӗ пӗлетӗп-им? Мана пӗлтерсе тӑмаҫҫӗ. Вӑрман ку таврара — дипломат пек ответлерӗ асли.

Гимнастёрка кӗсйинчен документ кӑлармалла пулчӗ, Хӗрлӗ питлӗ, ҫӑлтӑрлӑ командир кӗнеки ачасене калама ҫук савӑнтарчӗ. Оккупаци вӑхӑтӗнче ҫухалнӑ ачалӑх хӑйсем умӗнче тӑван Хӗрлӗ Ҫарӑн лётчикне курнипех каялла таврӑннӑн туйӑнчӗ вӗсене.

— Хамӑрӑннисем, хамӑрӑннисем! Виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ кунта хамӑрӑннисем! — терӗ аслӑрах ачи.

— Пичче, мӗншӗн эсӗ ҫав тери ырхан вара?

— …Пирӗннисем кунта вӗсене эх! силлерӗҫ, эх сӑтӑрчӗҫ, эх ҫӗмӗрчӗҫ те! Хӑрушла вӑйлӑ ҫапӑҫу пулчӗ кунта? Мӗн чухлӗ вӗлерсе пӗтерчӗҫ вӗсене кунта, ну, шутласа та кӑлараймӑн!

— Кам мӗнле пултарать, ҫапла тарчӗҫ… Пӗри турта ҫумне вӑлашка кӑкарнӑ та, вӑлашка ҫинче ларса тарать. Икӗ аманнӑ фрицӗ лаша хӳринчен ҫакӑнса пыраҫҫӗ, виҫҫӗмӗшӗ лаша ҫинче фон-барон пек ларса пырать…

— Пичче, сана ӑҫта персе ӳкерчӗҫ?

Калаҫса илнӗ хыҫҫӑн ачасем ӗҫлеме тытӑнчӗҫ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, кунтан яла ҫитме пилӗк ҫухрӑма яхӑн пулнӑ. Йӑлтах халтан кайнӑ Алексей ҫурӑм ҫине ҫаврӑнса выртма та пултараймарӗ. Ачасем нимӗҫ каснӑ вӑрмантан вутӑ тиесе кайма туртса килнӗ ҫунашка ытла та пӗчӗк пулнӑ, ҫитменнине тата ку ачасем пысӑк ҫынна ҫулсӑр-мӗнсӗр юра ашса туртса кайма та пултарайман.

Аслӑ ачи, Серёнька ятли, Федька ятлӑ шӑлнӗпе халӑха чӗнсе килме хӑвӑртрах яла чупма хушрӗ, хӑй Алексей патне юлчӗ. Сана нимӗҫсенчен сыхлама юлатӑп, тесе ӑнлантарчӗ вӑл. Хӑй ҫапах та, ӑна шанмасӑр, ӑшӗнче вӑрттӑн: «Кам мурӗ пӗлет, фриц вӑл чее — вилме пуҫланӑ пек пулма та пултарать, документ та тупса кӑтартать…» тесе шухӑшларӗ. Майӗпен унӑн шикленесси пӗтрӗ те, вӑл калаҫма пуҫларӗ.

Анчах Алексей, ӑшӑ та ҫемҫе лӑсӑллӑ туратсем ҫинче куҫӗсене хӗссе выртаканскер, ун сӑмахӗсене ним ӑнланмасӑр итлерӗ. Шӑмшакне пусса ҫитернӗ тутлӑ ыйхӑ витӗр вӑл уйрӑм сӑмахсене ҫеҫ ӑнланчӗ. Алексей вӗсен пӗлтерӗшӗ ҫинчен шутламарӗ, тӑван сӑмахсем илемлӗн янранине кӑна савӑнӑҫлӑн итлесе выртрӗ. Плавни ятлӑ пӗчӗк ял ҫыннисем тӳссе ирттернӗ асаплӑ пурнӑҫ ҫинчен вӑл кайран кӑна пӗлчӗ.

Ҫак вӑрманлӑ та шурлӑхлӑ вырӑна нимӗҫсем октябрь уйӑхӗнчех килсе ҫитнӗ пулнӑ, ун чухне хурӑн ҫулҫисем сарӑлнӑ, ӑвӑссем хӗрлӗ ҫулӑмпа йӑлкӑшнӑ пек курӑннӑ. Плавни таврашӗнче ҫапӑҫусем пулман. Ялтан вӑтӑр километр хӗвеланӑҫнелле хамӑрӑннисем васкаса тунӑ оборона линийӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа нимӗҫ колоннисем, хӑватлӑ танк чаҫӗсем пулӑшнипе, красноармеецсен чаҫне аркатнӑ та, мӑн ҫултан аякра, вӑрманти кӳлӗ хӗрринче ларакан Плавни ялӗнчен иртсе тӳрех хӗвелтухӑҫнелле кайнӑ. Вӗсем темиҫе чугун ҫул линийӗ пӗрлешнӗ Бологое станцийӗ енне васканӑ, ӑна тытса илсе пирӗн хӗвеланӑҫ фрончӗпе ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ фронтне пӗр-пӗринчен уйӑрасшӑн пулнӑ. Ҫакӑнта, ҫав хула патне пымалли аякри ҫулсем ҫинче, Калинин облаҫӗнчи халӑх — хула ҫыннисем, хресченсем, хӗрарӑмсемпе ватӑ-вӗтӗ, тӗрлӗрен ӗҫ ҫыннисемпе тӗрлӗрен ҫулхи ҫынсем — пурте, ҫуллахи уйӑхсемпе кӗрхи вӑхӑтсенче, шӑрӑхра та, ҫумӑр айӗнче те, кунӗн-ҫӗрӗн чакаланнӑ; вӗсем вӑрӑмтунасенчен, лачакаллӑ шыв-шурлӑхран, ӗҫме юрӑхсӑр шӑршлӑ шывран тертленнине пӑхмасӑрах ӗҫленӗ, блиндажсемпе дотсем тунӑ, траншейӑсемпе окопсем чавнӑ. Ҫав укрепленисем кӑнтӑртан ҫурҫӗрелле — вӑрмансемпе шурлӑхсем урлӑ, кӳлӗсемпе юханшывсем хӗррипе ҫӗршер километра тӑсӑлнӑ.

Укреплени тӑвакансем сахал мар нуша тӳснӗ, анчах вӗсен ӗҫӗ усӑсӑр ҫухалман.

Нимӗҫсем оборона линине темиҫе ҫӗртен татса каҫнӑ, анчах та юлашки рубежра вӗсене тытса чарнӑ. Позициллӗ ҫапӑҫусем пуҫланнӑ. Ҫапах та нимӗҫсем Бологое патне пырайман, вӗсен вара ирӗксӗрех кӑнтӑралла куҫмалла пулнӑ, ку тӗлте хӑйсем те оборона линине йышӑннӑ та малалла кайма пултарайман.

Плавни ялӗнчи хресченсем, хӑйӑрлӑ ҫӗр ҫинче тырӑ начар пулнӑран, вӑрманти кӳлӗсенче пулӑ тытса пурӑнаканскерсем, вӑрҫӑ хӑйсен ялӗнчен аякран иртсе кайнӑшӑн хӗпӗртенӗ. Нимӗҫсем колхоз председателӗ вырӑнне староста уйӑрса лартнӑ та, ял халӑхӗ ӗлӗкхи пекех артельпе ӗҫлесе пурӑннӑ. Тӑшман совет ҫӗрне ӗмӗрех тап-таса пурӑнаймӗ-ха, эпир ку сӗмлӗхре тен лӑпкӑ ларсах ирттерӗпӗр, тесе шутланӑ Плавни ҫыннисем. Анчах та, шапа лӗкки тӗслӗ шинеллӗ нимӗҫсем ялтан кайсанах, хура шинеллӗ нимӗҫсем килсе тулнӑ, вӗсен пилоткисем ҫинче пуҫ шӑммипе алӑ шӑммисене ӳкернӗ паллӑсем пулнӑ. Вӗсем ял халӑхне Германие харпӑр ирӗкӗпе яланлӑхӑ ӗҫлеме кайма вунпилӗк ҫын уйӑрса пама хушнӑ. Ку ҫынсене ҫирӗм тӑватӑ сехет хушшинче уйӑрса памалла пулнӑ. Итлемесен, пысӑк инкек кӳрессипе хӑратнӑ. Каяс текенсен ял хӗрринчи пӳрте, пулӑҫӑсен артелӗн правленийӗпе пулӑ склачӗ вырнаҫса тӑракан ҫӗре пуҫтарӑнмалла, килтен пӗр мӑшӑр кӗпе-йӗм, кашӑк, вилка, ҫӗҫӗ тата вунӑ кунлӑх ҫимелли илес пулать, тесе пӗлтернӗ.

Каланӑ вӑхӑта пӗр ҫын та пыман. Тӳррипе каласан, хура тумлӑ нимӗҫсем, халиччен куркаланӑ тӑрӑх, ял халӑхӗ пухӑнасса хӑйсем те шанман пулмалла. Вӗсем ал айне лекнӗ айӑпсӑр ҫынсенех ярса илнӗ те, халӑха хӑратмашкӑн тесе, вӗсене правлени ҫурчӗ умӗнче персе вӗлернӗ. Вӗлернисем хушшинче колхоз председателӗ — халӗ хӑйсем староста тунӑ ҫын, вунӑ хресчен, икӗ колхоз бригадирӗ тата ача садӗнчи ачасене вӗрентсе ӳстерекен Вероника Григорьевна пулнӑ. Вилесене пытарма хушман, тепӗр талӑкран Германие каякансем тупӑнмасан, пӗтӗм ял халӑхне персе вӗлеретпӗр, тесе хӑратнӑ.

Хӑйсен ирӗкӗпе Германие каяс текенсем каллех тупӑнман. Ирхине СС зондеркоманди килтен киле ҫӳресе халӑха пухма тытӑнсан, ялти пӳртсем пуш-пушах ларнӑ. Вӗсенче ни ватти, ни вӗтти — пӗр ҫын та пулман. Харпӑр килне-ҫуртне, ҫӗрне, нумай ҫулсем хушши пухса тунӑ пурлӑхне, пӗтӗм выльӑх-чӗрлӗхне пӗтӗмпех пӑрахса хӑварса, ҫӑра тӗтреллӗ тӗттӗм каҫ пурте ялтан тухса тарнӑ. Пӗтӗм ял-йыш, пӗр ҫын юлмиччен пуҫтарӑнса, вунсакӑр ҫухрӑма, сӗм вӑрманти ӗлӗк каснӑ вырӑна тарса килнӗ. Ҫӗрпӳртсем туса ҫемйисене вырнаҫтарсанах, арҫынсем партизана кайнӑ, хӗрарӑмсемпе ачасем ҫуркуннеччен нушаланма вӑрманах тӑрса юлнӑ. Пӑлханнӑ яла зондер-команда, таврари ытти ялсене тӗп тунӑ пекех, тӗппипех ҫунтарса янӑ. Ҫакна пула, нимӗҫсем ку района «вилӗ зона» тенӗ.

— …Ман атте колхоз председателӗччӗ, вӗсем ӑна староста тетчӗҫ… — каласа парать Серёнька. Ун сӑмахӗсем Алексее стена хыҫӗнче янранӑ пек илтӗнеҫҫӗ. — Вӗсем ӑна вӗлерчӗҫ, аслӑ пиччене те вӗлерчӗҫ, — инвалидчӗ вӑл, аллине йӗтем ҫинче машин касса татнӑччӗ унне. Вунултӑ ҫынна… Мӗнле вӗлернине хам куҫпа куртӑм. Пире юриех курмашкӑн хӑваласа тухрӗҫ. Атте вӗсене пӗрехмай кӑшкӑрса ылханчӗ. «Тавӑрӗҫ-ха сире пирӗншӗн, йытӑ ывӑлӗсем! — терӗ. — Юнлӑ куҫҫулӗпе макӑрмалла пулӗ ак, пире вӗлернӗшӗн!..» терӗ.

Ҫак сарӑ ҫӳҫлӗ пӗчӗк ҫынна, хурлӑхлӑ та ӗшенчӗклӗ пысӑк куҫлӑ ачана итленӗ май, лётчик ним калаймасӑр выртрӗ. Вӑл хӑйне хӑй ҫӑралакан тӗтре ӑшӗнче ишсе пынӑ пек туйрӗ. Ӳт-пӗвӗ этем чӑтмалла мар ыратнипе халӗ вӑл чӑтма ҫук халтан кайрӗ, Халӗ ӗнтӗ вӑл пӳрнине хускатма та пултараймӑрӗ, — ҫакӑнтах хӑй пӗр-икӗ сехет каялла ҫеҫ мӗнле майпа шума пултарнинчен те тӗлӗнчӗ.

— Ҫаплах вӑрманта пурӑнатӑр-и? — аран ҫеҫ илтӗнекен сасӑпа ыйтрӗ Алексей, йывӑр ыйхине аран ҫеҫ сирсе ярса.

— Ӑҫта пултӑр-ха тата, ҫаплах пурӑнатпӑр. Эпир халь виҫҫӗн — Федькӑпа эпӗ тата анне. Нюшка ятлӑ йӑмӑк пурччӗ те, хӗлле выҫӑпа шыҫӑнса кайса вилчӗ, тата тепӗр пӗчӗк ача вилчӗ. Ҫапла вара эпир виҫҫӗн тӑрса юлтӑмӑр… Ну, мӗнле, нимӗҫсем урӑх килмеҫҫӗ-и, э? Асатте, — вӑл пирӗн аттен ашшӗ пулать тата халь пирӗн председатель шутланать, — килмеҫҫӗ, тет, вилнӗ ҫынна ҫӑва ҫинчен каялла йӑтса таврӑнмаҫҫӗ, тет. Анне вара пӗрехмай шикленет, яланах тухса тарма хатӗр тӑрать. Каллех таврӑнаҫҫӗ вӗсем, тет… Пӑх-ха акӑ, Федькӑпа асатте килеҫҫӗ те!

Вӑрман хӗрринче тӑракан хӗрлӗ ҫӳҫлӗ Федька курпун ҫурӑмлӑ ҫӳлӗ старике аллипе Алексей еннелле кӑтартнӑ. Старик килти тӑларан ҫӗлетнӗ сарӑ аҫамӗ ҫийӗнчен пилӗкне кантрапа туртса ҫыхнӑ, пуҫне нимӗҫ офицерӗн ҫӳле кӑшӑллӑ картусне тӑхӑннӑ.

Ачасем каларӗшле, Михайла асатте тенӗ старик — ҫӳлӗ те курпунлӑрах, хыткан ҫын. Унӑн сӑнӗ ӑшӑ, куҫӗсем таса та ҫутӑ, ачанни пек ҫемҫен пӑхаҫҫӗ, сайра сухалӗ кӗмӗл пекех шап-шуррӑн курӑнать. Вӑл, Алексейӑн ҫӑмӑлланса юлнӑ кӗлеткине ҫавӑркаласа сапласа пӗтернӗ кивӗ кӗрӗкпе чӗркенӗ май, пӗрехмай тӗлӗнсе ачалла калаҫать:

— Ах ти, пӑх-ха эс ӑна, э! Этем хӑйне хӑй пӗтӗмпех ӗмсе пӗтернӗ! Ах, турӑҫӑм, мӗн пек тӑрса юлнӑ вӑл, э, шкилет кӑна! Эх, мӗн кӑна тумасть этеме ку вӑрҫӑ! Ай-яй-яй!

Халӗ ҫеҫ ҫуралнӑ ачана тыткаланӑ пек асӑрханса, Алексее ҫунашка ҫине вырттарчӗ те тилхепепе ҫыхкаларӗ, унтан кӑшт шухӑшласа тӑчӗ те кивӗ аҫамне хывса Алексейӗн пуҫӗ айне хуҫлатса хучӗ. Вара мӑйӑхран ҫӗлесе тунӑ пӗчӗк хӑмӑта мӑйран ҫакрӗ те ачасене вӗрен вӗҫӗсене тыттарчӗ. «Ну, турӑпа пӗрле!» терӗ те старик, виҫҫӗшӗ те харӑс ҫунашкана малалла туртрӗҫ. Вӗсен айӗнче ирӗлнӗ йӑшӑк юр, ҫӗрулми ҫӑнӑхӗ пек йӑлтӑртатса, путса пычӗ.

Михайла асатте Алексей ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ те куҫне хӗсрӗ, кӗмӗл сухалӗ витӗр кулкаласа ҫамрӑк ҫын пек хаваслӑн кӑшкӑрчӗ:

— Эхе-эй, тройка! Яра пар!

Сайт:

 

Статистика

...подробней