Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

илтнӗ (тĕпĕ: илт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Капитан ҫырӑвӗнчи сӑмахсем мана пӗрре те канӑҫ памарӗҫ, Даша инке сассине те илтнӗ пек, вӑл ҫак ҫырӑва куҫлӑх витӗр пӑхса, ассӑн сывласа, такӑна-такӑна вуланине те курнӑ пек пултӑм эпӗ.

Обрывки фраз из письма капитана мучили меня, я как будто слышал голос тети Даши и видел, как она читает это письмо, поглядывая через очки, вздыхая и запинаясь.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку сӑмахсене эпӗ Николай Антонычран хӑйӗнчен те илтнӗ.

Все это я слышал от самого Николая Антоныча

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эсир илтнӗ пулӗ, вунпилӗк ҫулта пӗрре Марс Ҫӗр патне ҫывхарать — ҫынсене курасшӑн тата хӑйне кӑтартасшӑн.

— Вы, наверное, слышали, что только раз в пятнадцать лет Марс сближается с Землей, чтоб людей посмотреть и себя показать.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Таса сӑмахсем пӗрре те ахаль ҫухалман, вӗсене такам илтнӗ, вара пӗтӗм халӑх хушшине хӑйсен телейне хӑварса хулана ҫӑлнӑ ҫынсем ҫинчен хыпар кайнӑ.

Кто-то слышал эти слова, и скоро все узнали, кто, отказавшись от своего счастья, спас город.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗрре ҫапла Вӑта Тӑван кӳршӗ-аршӑсем хӑйне ылханса калаҫнине тата леш тӑлӑхсем уласа макӑрнине илтнӗ.

Однажды Средний Брат услышал, как проклинали его соседи и как плакали исцеленные им сироты.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тӗнчере сӑтӑрҫӑсем пуррине эпӗ пӗлнӗ, ҫамрӑк натуралистсем халиччен никам курман паха ҫимӗҫсем ӳстерни ҫинчен те сахал мар вуланӑ, ҫамрӑк музыкантсем мӗнле лайӑх вылянине те чылаях илтнӗ.

Я знала, что есть на свете вредители, что наши юные натуралисты выращивают действительно невиданные овощи, я слышала, как хорошо играют ребята-музыканты.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эсӗ ман партизансем ҫинчен илтнӗ пуль?

Чай, ты слышала о моих партизанах?

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫитменнине тата настройщик Арсений Валерианович та таҫтан пӗр хыпар илтнӗ: тепӗр кинофабрика ман пек ачанах чылай нумай тӳлет-мӗн.

А тут еще настройщик Арсений Валерианович услышал, что на другой кинофабрике какой-то девочке платили больше.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Илтнӗ.

Помоги переводом

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Урӑх ан илтнӗ пулам!

Чтоб я не слышала больше!

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Илтнӗ иккен вӑл эпӗ карчӑка темшӗн спасибо тенине.

 — Он услышал, как я за что-то сказал старушке спасибо.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Улюна аппӑшӗпе унӑн Иванушка шӑллӗ ҫинчен калакан халапа та эпӗ чи пирвайхи хут унтан илтнӗ.

От нее я впервые услышал сказку о сестрице Аленушке и братце Иванушке.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Иван Игнатьич комендант хушнине тума кайсан: «Кӑтартӑпӑр сана, гарнизон йӗкехӳрине!» — тесе каланине хӑй хӑлхипех илтнӗ.

Иван Игнатьич, исполнитель комендантского распоряжения, слышал своими ушами, как они говорили: «Вот ужо тебе будет, гарнизонная крыса!»

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ку вӑл, тӑванӑм, илтнӗ ҫӗртех калаҫайманин сайра пӗрре кӑна пулакан япала.

Это, брат, редчайший случай, коли ты все слышишь – и немой.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Курманах ӗнтӗ, анчах эпир шанчӑклӑ ҫынсенчен илтнӗ, — терӗҫ нумайӑшӗ.

— Конечно, никто, — сказали многие, — но мы слышали от верных людей…

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӗсен каретин сассине илтнӗ чух эпӗ чӳрече умӗнче лараттӑм: чӗрем кӑрт сикрӗ…

Я сидел у окна, когда услышал стук их кареты: у меня сердце вздрогнуло…

Июнӗн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Наступлени тӑвакан арми пыракан ҫулсем ҫийӗнче пуҫланнӑ сывлӑшри ҫапӑҫу шавне ҫапӑҫакан самолётсен кабинисенчи лётчиксем кӑна мар илтнӗ.

Шум воздушного боя, завязавшегося над дорогами, по которым тянулись тылы наступающей армии, слышали не только его участники, находившиеся в кабинах дерущихся самолетов.

6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

— Эпӗ вара урӑхла каланине те илтнӗ, пульӑ сасси хӑш-пӗр ватӑ салтаксен кӑмӑлне те каять, имӗш.

— Я слышал напротив, что для иных старых воинов эта музыка даже приятна.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫакна илтнӗ хыҫҫӑн эпӗ хам шанчӑка ҫухататӑп пулӗ тесеттӗм.

Услышав это, я почти потерял надежду.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӗсем садра кӗтсе ларнӑ чух илтнӗ сывлӑшри разведчик доклачӗ халӗ унӑн пуҫӗнчен тухма пӗлмерӗ.

Доклад воздушного разведчика, который они случайно слышали, ожидая в садике, не шел у него из ума.

1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней