Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Июнӗн 11-мӗшӗ

Раздел: Пирӗн вӑхӑтри герой –> Мери княжна

Автор: Николай Пиктемир, Нестор Янкас

Источник: Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Добавлен: 2019.08.24 16:16

Предложений: 26; Слово: 398

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Акӑ вӗсем те ҫитрӗҫ. Вӗсен каретин сассине илтнӗ чух эпӗ чӳрече умӗнче лараттӑм: чӗрем кӑрт сикрӗ… Мӗне пӗлтертӗр ку? Юратса пӑрахрӑм-и эпӗ, чӑнах?.. Ҫав тери айван иккен эпӗ, темӗн те кӗтме пулать манран.

Эпӗ вӗсем патӗнче апатлантӑм. Княгиня ман ҫине питӗ ӑшшӑн пӑхкалать, хӗрӗ патӗнчен те уйрӑлмасть… ӗҫ начар иккен! Ун вырӑнне Вера мана княжна пирки кӳлешет: турӑмах иккен хам ӗмӗтленнине! Хӗрарӑм хӑйпе тан юратакана кӳрентерес тесе мӗн кӑна тумасть-ши? Ас тӑватӑп-ха акӑ, пӗри мана эпӗ теприне савнӑшӑнах юрататчӗ. Нимӗн те ҫук ҫав хӗрарӑм ӑсӗ пек тӗлӗнтерекен япала. Вӗсене мӗнле те пулин ӳкӗте кӗртме питӗ йывӑр, хӑйсене хӑйсем ӳкӗтлеттерессе ҫитермелле вӗсене.

Хӑйсем малтанхи шухӑшӗсене пӗтерсе лартакан йӗрки вара вӗсен питех те ҫаврӑнӑҫлӑ; вӗсен диалектикине пӗлсе ҫитес тесен, хӑвна шкулта вӗрентнӗ логикӑн правилисене пурне те пӑрахмалла. Сӑмахран, калӑпӑр, яланхи майсенчен пӗри акӑ ҫапла пулать:
Ку ҫын мана юратать иккен те, эпӗ качча тухнӑскер, ҫавӑнпа манӑн юратмалла мар.

Хӗрарӑмсен майӗ:
Манӑн ӑна юратмалла мар, мӗншӗн тесен эпӗ качча тухнӑскер; анчах та вӑл мана юратать, ҫавӑнпа та…

Кунта вара темиҫе пӑнчӑ, ӑс-пуҫ малалла нимӗн те каласа памасть-ҫке, ун вырӑнне пуринчен ытла: чӗлхе, пуҫ, вӗсен хыҫҫӑн, хай, чӗре те калаҫма пуҫлать, вӑл пурах пулсан.

Енчен ҫак ҫырӑвӑмсем хӑҫан та пулин хӗрарӑм тӗлне лексен, мӗн пулӗччӗ-ши? — Элек! — тесе кӑшкӑрӗччӗ вӑл тарӑхнипе.

Поэтсем ҫырмашкӑн та хӗрарӑмсем ҫавсене вулама пуҫланӑранпа (уншӑн вӗсене чӗререн тав тӑватпӑр) вӗсене ӗнтӗ мӗн чухлӗ пирӗшти ятне паман-ши, хӑйсен айванлӑхне пула ҫав комплимента ӗненнӗ, анчах ҫав поэтсемех Нерона, укҫашӑн тесе, ҫурма турӑ туса хисепленӗ…

Вӗсем ҫинчен ҫапла тарӑхса калани вырӑнлах та пулмӗ, эпӗ вӗт тӗнчере вӗсемсӗр пуҫне ниме те юратман, вӗсемшӗн канӑҫлӑха та, хисеплӗхе те, пурнӑҫӑма та пама хатӗр пулнӑ… Анчах эпӗ кӳреннипе мар-ҫке, хисепӗм мӑшкӑла юлассипе мар-ҫке, ҫав хам витӗр курма хӑнӑхнӑ халаплӑ чатӑра сирсе тӑкасшӑн тӑрӑшатӑп. Ҫук, эпӗ вӗсем ҫинчен татса калани те
Ӑспа сивлек асӑрхани те
Чӗрен асаплӑ паллисем
ҫеҫ пулнӑ.

Хӗрарӑмсем хӑйсене пур арҫынсем те ман пекех лайӑх пӗлчӗрччӗ тесе ӗмӗтленмелле, мӗншӗн тесен вӗсенчен хӑрама пӑрахнӑранпа, пӗчӗк ҫитменлӗхӗсене пӗлсе ҫитнӗренпе эпӗ вӗсене ҫӗр хут та ытларах юрататӑп.

Пӗркунхине Вернер хӗрарӑмсене: «Тасс хӑйӗн «Ирӗке тухнӑ Иерусалимра» каласа панӑ тухатмӑшланӑ вӑрманпа танлаштарнӑччӗ. Тытӑн кӑна, — тенӗччӗ вӑл, — сан ҫине вара пур енчен те ҫав тери хӑрушӑ япаласем вӑркӑнӗҫ; тивӗҫлӗх, мӑнаҫлӑх, хисеплӗх, халӑх сӑмахӗ, тӑрӑхласси, курайманлӑх… Пӑхмасӑрах тӳррӗн ут; унтан пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех асар-писер хӑрушлӑхсем ҫухалаҫҫӗ те, сан умӑнта тӳлек те ҫутӑ ӗшне уҫӑлать, ҫав ӗшне варринче симӗс мирт ешерет. Малтанхи утӑмрах чӗрӳ кӑрт сиксен е каялла ҫаврӑнса пӑхсан, инкек курасса кӗтсех тӑр вара!»

Сайт:

 

Статистика

...подробней