Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Пӗрремӗш сыпӑк

Раздел: Икӗ капитан –> Иккӗмӗш пай. Шухӑшламалли пурах ҫав

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Источник: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Добавлен: 2019.08.28 21:07

Предложений: 69; Слово: 713

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Военное

Халап итлетӗп

«Пирвайхи ӑшӑ кунсем ҫитиччен» тесе ҫеҫ тӑраттӑм эпӗ, урӑхла шухӑшламан та. Сивӗсем иртсенех — курса ҫеҫ юл, таратӑп ачасен ҫуртӗнчен, тесеттӗм. Анчах йӑлтах урӑхла пулса тухрӗ. Эпӗ ниҫта та тармарӑм. Кӗнеке вулама юратни мана тытса чарчӗ…

Ирсерен эпир ҫӑкӑр пӗҫернӗ ҫӗре ҫӑкӑр илме ҫӳреттӗмӗр, кайран вӗренеттӗмӗр. Пире пӗрремӗш группӑра тесе шутлатчӗҫ, ҫул енчен илсен, пирӗн хӑшпӗрисем улттӑмӗшӗнче те вӗренмеллеччӗ ӗнтӗ.

Пире ватӑ учительница Серафима Петровна вӗрентет. Кунсерен вара вӑл шкула кутамккапа ҫӳрет… Вӑл мӗнле вӗрентнине чӑннипе каласа та парас ҫук.

Эпӗ астӑватӑп-ха хамӑра кӑвакал ҫинчен вӗрентнине. Ҫав кӑвакал ҫинчен вара виҫӗ урокра та каласа паратчӗҫ: географипе те, ҫутҫанталӑк ҫинчен вӗреннӗ чухне те, вырӑсла вӗреннӗ чухне те. Ҫутҫанталӑк ҫинчен вӗреннӗ чух эпир кӑвакалӑн ҫунаттисем мӗнле иккенне, урисене, вӑл мӗнле майпа ишнине вӗренеттӗмӗр. Географи урокӗнче ҫав кӑвакалах ҫӗр ҫинче ӑҫта-ӑҫта пурӑннине вӗренеттӗмӗр: карттӑ тӑрӑх вӑл ӑҫта пуррине те ӑҫта ҫуккине кӑтартаттӑмӑр. Вырӑсла вӗреннӗ чух Серафима Петровна пире «кӑ-ва-кал» тенине ҫырма вӗрентетчӗ, е Брем ҫырнӑ кӗнекерен кӑвакалсем ҫинчен мӗн те пулин вула-вула паратчӗ. Вуланӑ хушӑрах тата кӑвакала нимӗҫле капла та, французла ҫапла калаҫҫӗ тесе каласа кӑтартатчӗ. Ҫакӑн пек вӗреннине «комплексла меслет» тетчӗҫ пулас. Пур урокра та пӗр япала ҫинчен вӗренеттӗмӗр. Ҫак меслетре Серафима Петровна мӗн те пулин арпаштарнах пулмалла ҫав. Ватӑччӗ вӑл хӑй, кӑкӑрӗ умне ҫутӑ сехетне булавкипе тирсе ҫакатчӗ, ҫапла майпа урокра хамӑр каланӑ вӑхӑтрах миҫемӗш сехет иккенне те хамӑрах пӑхса илеттӗмӗр.

Каҫхине, чӑн та, кӗнеке вула-вула паратчӗ вара вӑл пире. Улюна аппӑшӗпе унӑн Иванушка шӑллӗ ҫинчен калакан халапа та эпӗ чи пирвайхи хут унтан илтнӗ.

Ҫӑлкуҫӗ ҫук,
Хӗвел хӗртет.

Пӑшӑхнӑ чух
Тар ислетет.

Качака ури йӗрӗнче
Шыв кӳленнӗ туллиех.

Хӗрӗх хурах та Али-Баба ҫинчен янӑ халап та питӗ лайӑх халапчӗ вара. «Сезам, уҫӑл!» теекенни. Ҫавӑнтан вара темиҫе ҫул иртсен, ҫав «Пин те пӗр каҫа» тепӗр хут куҫарса кӑларнине вуларӑм та, ҫӗнӗлле куҫарнинче Сезам вырӑнне Сим-Сим тесе вуламаллине пӗлсен, питӗ тарӑхрӑм, вӑл темӗнле кантӑр пекки кӑна иккен. Сезам тени маншӑн вара тӗлӗнмелле ӑрӑмлӑ сӑмахчӗ. Анчах вӑл кантӑр ҫеҫ иккенне пӗлсен ирӗксӗрех тарӑхӑн.

Нимӗн ӳстермесӗрех калатӑп, мана ҫав халапсем чӑнласах тӗлӗнтеретчӗҫ. Тӗнчере манӑн пуринчен ытла Серафима Петровна пек вулама вӗренес килетчӗ.

Ачасен ҫуртӗнче мана хама кура килӗшетчӗ ӗнтӗ. Ӑшӑччӗ, ҫил вӗрместчӗ, ҫитеретчӗҫ те, вӗрентетчӗҫ те. Ытла салхуланмалли сӑлтав та ҫукчӗ. Юлташсем те манпа лайӑх пурӑнатчӗҫ — ахӑрнех вӗсем мана ытла пӗчӗккине кура кӳрентересшӗн марччӗ пулӗ.

Пирвайхи кунсенчех эпӗ икӗ хулиганпа туслашрӑм, ирӗк вӑхӑта ахаль ирттерместӗмӗр вара.

Ҫӗнӗ тусӑмсенчен пӗрне Ромашка тесе чӗнетчӗҫ. Вӑл хыткан кӑна ача, пуҫӗ пӑтавкка пек, кушакӑнни пек сарӑ ҫӳҫ пайӑркисем ниҫталлисӗр арпашса та тӑраткаланса тӑраҫҫӗ. Сӑмси лапчӑк унӑн, куҫӗсем йӗрӗлче пек ҫаврашка, янахӗ темле тӑватӑ кӗтеслӗ — хӑрушӑ сӑнарлӑ ӗнтӗ, ним чухлӗ те кӑмӑла каймалла мар. Унпа эпир ребус вуланӑ чух туслашрӑмӑр. Эпӗ ребуссене часах тупса вулама пултараттӑм, ҫакӑ ҫывхартрӗ те ӑна ман ҫумма.

Тепри вара Валька Жуковчӗ, вӑл пысӑк ӗмӗтлӗ кахал ача. Е зоологически сада арӑслансене пӑхӑнтарма вӗренме кӗресшӗн йӑнкӑлтататчӗ вӑл, е пушар сӳнтерме ӗҫе вӗренесшӗнччӗ. Ҫӑкӑр пӗҫернӗ ҫӗрте — ҫӑкӑр пӗҫерекен пуласшӑнччӗ, театра кайсан, артист пулатӑп тенӗ ӗмӗтпе таврӑнатчӗ. Ун пуҫӗнче питӗ хӑюллӑ шухӑшсем те пурччӗ. Тарӑн шухӑша кайса сӑмах пуҫлатчӗ вара:

— Мӗн пулӗччӗ-ши, енчен…

— Ҫӗре витӗр шӑтарса тепӗр енне тухсан, — тесе шӑл йӗретчӗ вара Ромашка.

— Мӗн пулӗччӗ-ши, енчен…

— Чӗрӗллех шӑши ҫӑтса ярсан…

Валька йытӑ юрататчӗ, Садовой-Триумфальнӑй урамӗнчи йытӑсем ӑна пурте хисеплетчӗҫ.

Анчах мӗн тесен те Валька — Валька кӑначчӗ-ха, Ромашка та — Ромашка ҫеҫчӗ. Вӗсене иккӗшне те Петькӑна ҫитмешкӗн пит инҫеччӗ.

Петькӑна курас тесе хам епле тунсӑхласа ҫитнине каласа та парас ҫук.

Эпӗ хамӑр пӗрле ҫӳренӗ вырӑна пур ҫӗре те ҫитсе шырарӑм, чарусӑр ачасенчен ыйта-ыйта пӗлтӗм, распределительсем патӗнче ӑна тупаймӑп-и тесе кун ирттереттӗм, ачасен ҫурчӗсене кая-кая пӑхаттӑм. Вӑл ҫаплах курӑнмастчӗ. Пӗр-пӗр чаплӑ вагонри ещӗк айне кӗрсе ларса Туркестана кайман-ши вӑл, выҫӑхнӑ Мускавран ҫуранах хӑй килне таврӑнман-ши, теттӗм. Кам пӗлтӗр ӑна?

Ҫапла, кунсерен хула тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳренӗ чухне ҫеҫ эпӗ Мускава палласа илсе, ӑна юратса пӑрахрӑм. Юмах пекчӗ-ха вӑл маншӑн, калама ҫук пысӑк та юрлӑ-тӑманлӑччӗ, выҫлӑхпа та вӑрҫӑпа тертленекен хулаччӗ. Площадьсенче карттӑсем ҫакӑнса тӑратчӗҫ, тирсе хунӑ пӗчӗк ялавсенчен тытӑннӑ хӗрлӗ ҫиппи вара, Мускав патнелле ҫывхарнӑ май, таҫта Курскпа Харьков хушшипе тӑсӑлса иртетчӗ. Охотнӑй рет урамӗ лутра та вӑрӑмччӗ, ӑна йӑлт сӑрласа пӗтернӗччӗ. Художниксем-футуристсем ҫурт стенисен ҫумне тӗрлӗ картинӑсем ӳкере-ӳкере хунӑ — ҫынсене симӗс питлӗ тунӑ вӗсем, чиркӳ тӑррисене ишӗлсе анма тытӑннӑ пек тӑва-тӑва хунӑ. Тверской урамӗнчи ҫӳлӗ хӳме ҫумӗнче те ҫакӑн пек картинӑсем ҫакӑнса тӑратчӗҫ. Магазин чӳречисенчен Роста плакачӗсем курӑнатчӗҫ:

Ҫи ананас та
Пӑчӑр чӑмла, —
Пурпӗр пӗтетӗн,
Буржуй.

Ку ӗнтӗ хам тӗллӗн вулама пултарнӑ сӑвӑсенчен чи малтанхи сӑвӑ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней