Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унтан хӑйпе калаҫакан ҫынна, — лешӗ ҫӑмӑллӑнах темле усал ӗҫ тума та хатӗр пулсан, — ӳкӗтлет, йӑлӑнать, чикӗ леш енчен «хамӑрӑннисем» килсен тавӑрассипе хӑратать, юлашкинчен, ҫапах та, мӗн кирлине тӑватех: хӑйпе калаҫнӑ ҫын «союза» кӗме килӗшнине пӗлсе тухса каять.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл ҫакна лайӑх пӗлетчӗ: мӗн те пулин ыйтма тӳре килсен, Хопров пӗр кӗленче шурӑ эрехне кӑларса лартма кӑна мар, пысӑкрах ӗҫе тумасӑр тӑма та хӑяйрас ҫук.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эпӗ ҫапла калатӑп: колхоз вӑл — хӑвӑн ирӗкӳпе тумалли япала, кӗрессӳ килсен — кӗр, аякран курассу килсен — аякран пӑхса тӑр.Я так скажу: колхоз — дело это добровольное, хочешь — иди, хочешь — со стороны гляди.
9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫавӑ ӗнтӗ вӑл, хӗрарӑмӑн шурӑ кӗрӗкне тӑхӑнса янӑскер, Давыдов килсен малтанхи кунах ял Совет картишӗнче унпала шӳтлешсе калаҫаканни.
6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хайхи манах каланӑ вӑхӑтра килсен, эпӗ унран ыйтрӑм: ку сана вӑрра кайма кирлӗ пулсан, кала — эпӗ ӑна сана памастӑп! — терӗм…Пришел он в срок, я и говорю: «Скажи; ежели это тебе для воровства, так я не согласна!»
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Арҫынсем иккӗмӗш хут хӑй патне килсен, вӑл яланах хӗпӗртет.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Килсен те — ман пата кил ӗнтӗ, анне патне мар, ҫӑва патне ӑна!
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Эпӗ, паллах, килӗшрӗм унпала; вара, юрлас килсен, шӑхӑркалама тытӑнаттӑм.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Кам та пулин мӗн ҫинчен те пулин ыйтсан, — чӗрӗ юлас килсен, ан чӗн!
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Тепӗр сехетрен Санька, хӑмӑт ҫыхакан патӗнчен килсен, вите патӗнче Татьяна Родионовнӑна асӑрхарӗ.Вернувшись через час от шорника, Санька заметил у конюшни Татьяну Родионовну.
22-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗлетӗн-и, пирӗн вилнӗ хут килсен, эпӗ пӗрре те макӑрмарӑм, — Тимка сасси чӗтренсе кайрӗ.Знаешь, когда нам похоронная пришла, я совсем почти не плакал… — Голос у Тимки задрожал.
10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Енчен фронтран ырӑ-сывӑ арҫыннинчен е ывӑлӗнчен ҫыру-тавраш килсен, юрать-ха.— Если письмо — у которых муж или там сын живой на фронте, так ничего.
10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ӗҫӗ лайӑх, ӗлӗкхиех: пукан ҫинче мӑнаҫлӑн лармалла ҫеҫ, пӗр уруна теприн ҫине хур та сулкаласа лар, кам та пулин килсен, тӳрех ан чӗн, малтанах кӑшкӑрса тӑк, кайран вара кӗрт, е кирлӗ чухне, ӗнсерен парса кӑларса яр, чаплӑ хӑнасене, паллах, булавӑпа ҫакӑн пек сулса саламла! — Захар аллине сулса кӑтартрӗ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц хӗл каҫма ялтан килсен кӑна вӑл ун килне ыткӑнать те Андрей ҫине ытарайми пӑхать, ӑна ҫепӗҫҫӗн савса ачашлать, вара Андрей Иваныча тем калӗччӗ, тав тавӗччӗ, юлашкинчен, хӑйӗн чӗринче мӗн пуррине йӑлтах, йӑлтах ӑна каласа парӗччӗ: Штольц ӑнланӗччӗ, анчах Агафья Матвеевна каласа пама пӗлмест, Ольга умне ыткӑнать ҫеҫ, ун аллине чуптӑвать те ҫав тери хурланса йӗрсе ярать, Ольга та ирӗксӗрех унпа пӗрле макӑрса ярать, Андрей вара пӑлханса, васкаса пӳлӗмрен тухать.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тен, юлашки хутӗнче килсен пыма пултаратӑп та пулӗ…
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах санпа, сан ҫулупа кайма, каяс килсен те кайма пултараймастӑп…
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эпӗ ыран хам палланӑ икӗ ҫынпа килсен, эсир вӗсен умӗнче те ҫакнах калама хирӗҫ пулмӑр-и?— Завтра я побываю у вас с двумя моими знакомыми, и вы не откажетесь сказать при них то же самое?
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кайран, ялтан укҫа килсен, кил хуҫи арӑмӗн пиччӗшӗ, ун патне пырса, ӑна ҫапла пӗлтерчӗ: тупӑшран укҫа хальтерех пама тытӑнсан, Обломова ҫӑмӑлтарах пулӗччӗ; пӗр виҫӗ ҫултан вара парӑма татма пулать; анчах пама срок ҫитсен, документ тӑрӑх шыраса илме тытӑнсан, Обломов ялне сутса яма тивет, мӗншӗн тесен Обломовӑн укҫи ҫук, пуласси те курӑнмасть, терӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Затертый килсен вара калӑпӑр: куланай укҫи ҫавӑн чухлӗ, тӗрлӗрен тӑкак ҫавӑн чухлӗ, тейӗпӗр.А Затертый, как приедет, скажем, что привез оброчных денег столько-то и что в расход ушли.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӑвӑр кунта килсен, питӗ лайӑх пулӗччӗ, именире пурӑнма юлсан тата лайӑхрах пулӗччӗ.Всего лучше вам самим приехать сюда, и еще лучше поселиться в имении.
XVIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956