Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ҫук, эпӗ сире кӳрентертӗм, сирӗнпе пӗрле, куҫ умӗнче мар пулсан та, тата ытти нумай ҫынсене кӳрентертӗм, — терӗ те Озеров, чавси ҫине таянчӗ.
XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Юргин сулахай чавси ҫине таянса табак мӑкӑрлантарни ӑна урӑххипе киленме кансӗрлемен пек, чикарккине хӑвӑрттӑн туртса выртрӗ, питӗ кирлипе ҫеҫ вӑл тахҫанхи йӑлине манма пултараймасть.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Хывӑнсан тата ҫӳҫесене тураса пӗчӗк тутӑрсем ҫыхсан, Варвара Сергеевнӑпа Глаша йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗҫ: ҫӳлти лапкасене йышӑннӑ пӗр хӗрарӑмӗ ҫывӑрать пулмалла, вӑл питне стена ҫумнелле туса выртать, кӗскен каснӑ тата начар ҫивӗтленӗ хура ҫӳҫӗ сапаланса кайнӑ, тепри, шурӑ та кӑпӑшка питлӗскер, чавси ҫине таянса ҫӗкленчӗ те куппене халь кӗнисем ҫине, темскер пӗлесшӗн пулнӑ пек, йӑл кулса пӑхрӗ.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Эх, Варюша, эпӗ ӑнланатӑп, ман хӗре ҫӑмӑл мар, — калаҫма пуҫларӗ Ольга Самойловна, янаххипе чавси ҫине таянса.
XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Каятӑн? — Федор Лукич чавси ҫине таянасшӑнччӗ, анчах пултараймарӗ.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пӗтӗм текста тепӗр хут ҫырса каҫченех сӗтел хушшинче ларнипе вӑл тарласа кайрӗ, чавси те ыратакан пулчӗ.Весь потный, с болью в правой руке, он просидел за столом до вечера, переписывая весь текст набело.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Варвара Сергеевна хӗвел еннелле ҫаврӑнчӗ те ывӑннипе чавси туйми пулнӑ аллине каллех улӑштарчӗ, унтан вара пӗчӗк тутӑрӑн пӗр кӗтессине ҫамка ҫине усӑнтарса ячӗ, ҫапла тунипе унӑн куҫӗсене сулхӑн хупласа илчӗ.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Мӗнле хӑвӑрт татса паратӑн эсӗ ыйтӑва! — Сергей чавси ҫине таянса ҫӗкленчӗ.
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл чавси ҫине таянса, ҫак телейлӗ Ҫӗнӗ ҫул каҫ ҫӗнӗрен ун патне таврӑннӑ ывӑлӗн пит-куҫӗ ҫине пӗрмай пӑхать те пӑхать.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Зараженийӗ чавси патне ҫитнӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пилотка, ҫупа вараланса пӗтнӗ сӑрӑ комбинезон тӑхӑннӑ, ҫаннисене чавси таран тавӑрнӑ салтак, аллипе сулласа: — Эй, рус, ком! Ком! — тесе кӑшкӑрать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Марьяна чавси ҫине ҫӗкленчӗ те сирӗлсе кайнӑ тутӑрне тӳрлетрӗ.Марьяна приподнялась на локоть и поправила сбившийся платок.
XXX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
— Назанский аякӗ еннелле йывӑррӑн ҫаврӑнчӗ те чавси ҫине тӗренчӗ.— Назанский с трудом переворотился на бок и поднялся на локте.
XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— Шӑп кӑна ҫавӑ, — терӗ Дымов, ирӗксӗррӗн чавси ҫине ҫӗкленсе, ҫул тӑрӑх пӑхса.Дымов нехотя приподнялся на локте, посмотрел на дорогу и ответил: — Оно самое…
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Егорушка хула ҫине юлашки хут ҫаврӑнса пӑхрӗ те чӑтаймарӗ, пичӗпе Дениска чавси ҫумне тӗршӗнсе йӗрсе ячӗ…Егорушка в последний раз оглянулся на город, припал лицом к локтю Дениски и горько заплакал…
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Кӗпи ҫаннине вӑл чавси таран тавӑрса янӑ, кӑвак саппун ҫакнӑ, илемлӗ пичӗ ҫӑнӑхпа шуралнӑ, симӗс тутӑрӗ ӗнси ҫинелле анса ларнӑ.
III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Анчах Мунчо ун аллине чавси тӗлӗнчен хытӑ ярса тытнӑ та вӗҫертмесӗр тӑрать.
ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Курӑрах эппин (ҫаннине чавси таран ҫӗклет).
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Давыдова курсан картла вылякансем хӑйсен вырӑнӗнчен юлхавлӑн тӑчӗҫ; пӗри тӑмарӗ, вӑл, чавси ҫине таяннӑ та, нумай пулмасть выляса янишӗн кулянса пулмалла, васкамасӑр та шухӑша кайнӑн, лӑпкӑн карт ушкӑнне пӑтраштарать.
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Мӗн шӑрши? — ыйтрӗ пӗлес килнипе Лушка, чавси ҫинче ҫӗкленсе.— Чем? — спросила заинтересованная Лушка, приподнимаясь на локте.
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.