Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чупма (тĕпĕ: чуп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паймук лашипе пӗр сехетре ҫирӗм ҫухрӑма тухатӑн, анчах вӑл, улӑм ҫисе пурӑнас пулсан, чупма мар, чӗрӗ те юлас ҫук.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӗсем хыҫҫӑн Шӑрт Кавӑрли ачисем катаччи чупма тӗрлеттерсе тухаҫҫӗ, ҫуна тулли вырнаҫнӑ, юрлаҫҫӗ, лашине нимшӗнех тилхепе вӗҫӗпе ҫапа-ҫапа чуптараҫҫӗ.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ытла та ҫамрӑк учительницӑсем хыҫҫӑн чупма юратать пирӗн почтмейстер.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сашшине шансах каймастӑп — улах тӑрӑх чупма юратать, ҫамрӑклах картла выляма вӗреннӗ — ухмахла кӑна мар — укҫалла, мур илесшӗ!

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Виҫӗ курка кофе ӗҫсен, арканнӑ кӑмӑл-туйӑмне сиссе, кӗтмен ҫӗртен чупма пуҫланӑ куҫҫулӗнчен кӗретӗнех курать: унӑн паянах каймалла, палӑрмаллах инҫетпе усӑ курса явап тытасран ҫӑлӑнса юлмашкӑн аякра пулмалла.

Выпив три чашки кофе, она, по своему расшатанному состоянию, по внезапно набегающим злым слезам, увидела, что должна уехать сегодня — быть вдали, как бы умыв руки значительным расстоянием.

VIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вӑл пире уроксем хыҫҫӑн та юрӑсем юрлама та, йӗлтӗрпе ӑмӑртса чупма та, илемлӗ стена хаҫачӗ кӑларма та ӳркенмесӗр вӗрентетчӗ.

Помоги переводом

Аслӑ ҫул // Валери Туктар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 5 стр.

Хӑлхисенче сывлӑш шӑхӑрать, ыткӑнса-ӑнтӑлса пынӑран ӳчӗ нӑйкӑшать-сурать, мӗн пурри пӗтӗмпех — сывлӑш ҫитменнипе антӑха-антӑха, чӑнкӑ ҫӗртен шыва сикнӗ хыҫҫӑн хӑлхара шав кӗрленӗн янӑравлӑн — хусканусӑрлӑхне ҫухатрӗ те унпа пӗрле ҫӗмрен пек вирхӗнсе чупма тытӑнчӗ.

В ушах засвистел воздух, от быстрых движений разом заныло тело, все потеряло неподвижность и стремглав бросилось бежать вместе с ним, задыхающееся, оглушительно звонкое, как вода в ушах человека, нырнувшего с высоты.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Горн шухӑшламасӑрах итлеме пуҫларӗ, тепӗр минутран уҫӑмлӑнах палӑртрӗ: ҫак самантра ут таканӗ чула чуп турӗ, тепӗр самантран ҫемҫе тӑпра ҫинче чупма пикенчӗ.

Горн машинально прислушался, через минуту он мог уже сказать, что в этот момент подкова встретила камень, а в тот — рыхлую почву.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Чӑтлӑх сӗмлӗхӗнче чупма кансӗр, анчах ҫӗкленӳ-хавхалану самаях хӑвӑрт куҫма пулӑшать.

Во тьме чащи нельзя было бежать, но возбуждение помогало удаляться с достаточной быстротой.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Анчах Варрен чупма чарӑнмасть, чӑн та, халӗ — кӑшт майӗпенрех.

Но Варрен продолжал двигаться, хотя и тише.

XI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Хыпаланса килнӗ лакее, хӑраса ӳкнӗскере, тухтӑр патне чупма хушрӗ, хӑй вара тӗлӗнӳпе хыттӑн куляннин сценине репетицилеме пуҫларӗ — ӑнран кайнӑ Ласурспа тухтӑр умӗнче хӑйне тивӗҫлипе тытмалла-ҫке.

И, прогнав испуганного лакея за доктором, стал репетировать сцену изумления и отчаяния, какую требовалось разыграть при докторе и пораженной Ласурс.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 363–369 с.

Эпӗ ӑна хӑваласа ҫитес тесе, тухса чупма хатӗрленнӗччӗ.

Я хотел уже броситься догонять ее.

IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Эпир урок вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑнах, вӑл кӗнекисемпе тетрачӗсене чиксе килне чупма хатӗрленсе тӑнӑччӗ ҫеҫ, сасартӑк вӑйлӑ ҫумӑр яра пачӗ.

Едва мы кончили и он сложил книги и тетради, собираясь бежать домой, как внезапно хлынул проливной дождь.

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Йывӑҫсем хушшинчен ак тухаҫҫӗ вӗсем, Мана курчӗҫ — пуҫларӗҫ чупма шикленсе.

Помоги переводом

«Пӗчӗк пӳрт авалхи йывӑҫсем хыҫӗнче…» // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 26 с.

— Акӑ мӗн терӗм, — ӗҫлӗ калаҫӑва шӳтлӗн чарчӗ Футроз, — эпӗ сире ҫунатӑрсенчен пинцетпа ҫӗклетӗп те глобус тӑрӑх чупма яратӑп.

— Я сказал, — шутливо оборвал Футроз деловой разговор, — что я возьму вас пинцетом за крылышки и пущу бегать по глобусу.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Пурте хыпаланса, чӗнмесӗр утаҫҫӗ; утнӑ ҫӗртех тепӗр чух малти чупма пикенет, чупакан хыҫҫӑн ыттисем — сӳтсе явмасӑр, чарӑнмасӑр.

Все шли быстро и молча; срываясь, шаг переходил в бег, и за тем, кто бежал, пускались бежать все, не рассуждая и не останавливаясь.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.

Вара вӑл лашине лӑпкӑ юртӑпа чупма хистерӗ, пӗшкӗне-пӗшкӗне алли айӗнчен пур еннелле те пӑхкалать.

И он удалился сдержанной рысью, нагибаясь и посматривая из-под руки во все стороны.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.

Акӑ вӑрман тайлӑмӗ вашмӑкланчӗ, ҫемҫерех тӑпраллӑ ҫаран пуҫланчӗ; ута чупма йывӑртарах, анчах ҫын ури тапни, этемӗн мӗн пур вӑй-халӗн хӗрӳллӗ карӑнӑвӗ ӑна асса-каҫӑхса кайнӑлӑхран паттӑрлӑха куҫма хушнӑ.

Когда кончился лесной склон, начались луга с более мягким грунтом, лошадь пошла тяжелее, но ударами ног и страстным напряжением всех человеческих сил ей приказано было от исступления перейти к подвигу.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.

Кунта чупма — ҫак сӑмахӑн тӗрӗс пӗлтерӗшӗпе — нимӗнле май та ҫук, сӗмлӗхре темӗн чухлӗ чӑрмав кансӗрлет: вулӑсем, тӑвӑл ӳкернӗ йывӑҫсемпе чӑтлӑх тата ланкашкасен тӗввисем.

Бежать, в точном смысле этого слова, не было никакой возможности среди тонущих во тьме преград — стволов, сплетений чащи, бурелома и ям.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Ҫапах чупма чарӑнмарӗ-ха, айккинелле пӑрӑна-пӑрӑна, тӗттӗм уҫӑлсах ҫитейменнипе усӑ курса, тарса ҫухалма ӗмӗтленчӗ.

Помоги переводом

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней