Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чупма (тĕпĕ: чуп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗтри хӗрарӑм хыҫҫӑн чупма тӑчӗ, анчах ҫынсенчен ниепле те иртсе пӗтеймерӗ.

Помоги переводом

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Анчах шыв ҫийӗн чупма та, унӑн хумӗсемпе выляма та ҫук иккен.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Лешсем те чупма тытӑнчӗҫ.

Помоги переводом

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кӑҫачӗ пысӑкрах та, амӑшӗнчен юлас мар тесе тӗнкӗлт-тӗнкӗлт пускаласа утать, хушшӑн-хушшӑн ӑна чупма тивет.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Эпӗ тухса чупма хатӗрленнӗ пек турӑм.

Помоги переводом

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Вӑл чӗлпӗрне вӗҫертмесӗр чупма тытӑнмасть пулӗ…

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— «Яраҫҫӗ, яраҫҫӗ, утсемпе чупаҫҫӗ, Ав юланутсем шӑкӑр хатӗрленнӗ, Киремет чиккинчен чупма пуҫлаҫҫӗ…

Помоги переводом

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

«Ҫук, тарса ӳкеймӗн тесе!» — эпӗ, ун ҫулне пӳлмелле сукмакран пӑрӑнса, тӳрӗрен чупма пуҫларӑм.

Помоги переводом

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Эпир вӗсем патне чупма тытӑнсан, вӑльт кӑна тапса сикеҫҫӗ.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑрманта пӗр сасӑсӑр чупма ҫук.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑл ҫӑра вӑрман ӑшнелле пӑлан пек ыткӑнать, каллех пӑхать: тӑшман салтакӗсем унран каярах юла пуҫларӗҫ, вӗсен хушши вӑрӑмланса пырать, анчах лешсем пурпӗр чупма пӑрахмаҫҫӗ.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук тата хытӑрах чупма пуҫлать, унӑн ҫӑмӑл урисем вӗлтлетеҫҫӗ кӑна.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракансене валли пӗр чӑмӑра пухӑнса, спорта хутшӑнма, ытти кӳршӗллӗ регионсенчен те йӗлтӗрпе чупма кӑмӑл тӑвакансене валли ятарлӑ центр хута яраҫҫӗ республикӑра.

Помоги переводом

«Йӗлтӗр йӗрӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри чупӑва Олег Николаев старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/13/racc ... nikolaev-s

Кӑҫал ытти ҫулхисемпе танлаштарсан, шӑпӑрлансем хаваспах йӗлтӗрпе ӑмӑртса чупма мероприятине пухӑннӑ, 3 ҫултан пуҫласа 80 ҫула ҫитнисем пӗрне –пӗри савӑк кӑмӑл парнелесе, йӗлтӗрпе чупса, ыттисемшӗн тӗслӗх пулса тӑнӑ.

Помоги переводом

«Йӗлтӗр йӗрӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри чупӑва Олег Николаев старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/13/racc ... nikolaev-s

Верук ҫухалса каймарӗ, туфлисене хывса алла тытрӗ те чӑлха вӗҫҫӗн килӗ еннелле чупма пуҫларӗ.

Помоги переводом

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

Тепӗр сехет пек исленчӗҫ-ши, ҫӑвӑнчӗҫ-ши вӗсем пӑчӑр-пӑчӑр вӗри тарпа, ҫук-ши, ҫулмалли те пыл хурт вӗллисем тавра кӑна юлнӑччӗ, хӗвеланӑҫӗнчен тем вӑхӑтра кусса-пӗтӗрӗнсе ҫитнӗ вӗҫкӗн сивӗ ҫил ачисем, пӑвӑннӑ сывлӑша сирсе вашкӑрттарса, таврара алпастӑланса чупма, арҫуриленсе пӗтӗрӗнме, йывӑҫсене лӑскама, вӑл-ку хӑрӑк-харӑка, хавшак япалана хуҫма, ҫӗкле-ҫӗкле ывӑтма, вӑйкӑнтарма пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Андрей Ревлен Петровичпа юнашар утрӗ, ҫӳлли ыраттарнӑ аллине сывлӑшра выляткаларӗ те чӑмӑрӗпе ҫилӗллӗн юнаса илчӗ, анчах хыҫран чупма хӑюлӑхӗ ҫитмерӗ пулас.

Помоги переводом

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ара, Хӗветӗре чупма илсе кайрӗҫ мар-и.

Помоги переводом

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Ҫулӑн пӗр енче шӑркана ларнӑ парка ыраш ӑшӑ ҫил вӗрнипе варкӑш парса ларать, тепӗр енче ҫулса типӗтнӗ люцерна шӑрши сӑмсана ыррӑн кӑтӑклантарса татах та малалла чупма хавхалантарать.

Помоги переводом

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑл, арҫури пек, унталла-кунталла чупма юратать.

Помоги переводом

Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней