Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хуҫисем пӑрӑнччӑр кӑна е ҫывӑрса кайччӑр кӑшт, вӑл тӳрех хӑрах уран сиккелеме, аллисем ҫинче чул сиктерме тытӑнать.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Давыдов пуҫне аллисемпе тӗрелерӗ, ун ҫурӑмӗ ҫинче хул калаккисем сиккелеме пуҫларӗҫ.Давыдов уронил голову на руки, на спине его ходуном заходили широкие лопатки.
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Чӑнах та ӗнтӗ, ун сарлака кӑкӑрӗн икӗ енчи татуировкӑ та чиперех, сентименталлӑ та темелле: флотри художник питӗ ӑстан икӗ кӑвакарчӑн ӳкерсе лартнӑ; Давыдов хускалкаласанах, ун кӑкӑрӗ ҫинчи кӑвак кӑвакарчӑнсем сиккелеме пуҫлаҫҫӗ, вӑл хул пуҫҫийӗсене вылятсан вара кӑвакарчӑнсем, чуп тӑвӑшнӑ пек, пӗр-пӗрне сӑмсисемпе тӗкӗнеҫҫӗ.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Веҫех тӗлӗк ку. Ирпе вӑранӑп та акӑ, юнашарах Бао-эр ҫывӑрнине курӑп. Вӑл та вӑранӗ, «анне» тейӗ те выляма, сиккелеме тытӑнӗ».
Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.
Анчах унӑн инкек-синкекӗсем ҫакӑнпах пӗтмелле пулман иккен-ха: хальхинче кӗсре ӳкмест, ун вырӑнне вӑл пачах тӗлӗнмелле сиккелеме тытӑнать.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑйлӑн та хӑвӑрт тӑкса ярать те, кӗтмен ҫӗртен савӑннипе макӑракан ҫынӑн шултра ӑшӑ куҫҫуль пек, хаваслӑн сиккелеме тытӑнать; ҫумӑр чарӑнтӑр ҫеҫ — хӗвел каллех ӑшӑ куллипе юратса пӑхать, уй-хирсемпе сӑрт айккисене типӗтет, вара каллех мӗнпур ҫӗршыв хӗвеле хирӗҫ телейлӗн кулать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ыратнипе лешӗ Маргаритӑна вӗҫертрӗ те ыратакан урине аллисемпе ярса илсе сиккелеме тытӑнчӗ.Пузиков взвыл и выпустил Маргариту. Запрыгал, держась руками за пострадавшую ногу.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Эпӗ пӗчӗк ача пек сиккелеме тытӑнтӑм.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Кабинӑран сиксе тухсан, Наумов самолёт патӗнче алса тулӗсемпе шаплаттарса, урисемпе тӑпӑртатса сиккелеме тытӑнчӗ.Выскочив из кабины, Наумов запрыгал около самолета, прихлопывая рукавицами, топая ногами.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ун чӗри хыттӑн тапма пуҫларӗ, сӑмси ҫунаттисем сиккелеме тытӑнчӗҫ, вара вӑл хӑйӗн вӑйсӑр шӑмшакне сивӗ чӗтретнине туйрӗ, — халиччен хӑрушӑ самант ҫывхарсан ҫеҫ яланах ҫапла пулатчӗ унӑн.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Каллех пуҫ ҫаврӑнса кайрӗ, куҫ умӗнче хура пӑнчӑсем сиккелеме пуҫларӗҫ, каярахпа, тӑна кӗрсен, вӑл икӗ палланӑ сасӑ калаҫнине илтрӗ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Ма-ха ҫурта ҫулӑмӗ ҫавӑн пек сиккелеме тапратрӗ? — терӗ Полли мӑнаккӑшӗ.
15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.