Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кунта тата, Иван Атаманова ҫиллентерме шутланӑ пекех, вӑрман ӑстаҫи чавса хатӗрленӗ шӑтӑксем патне пычӗ, унта йывӑҫ лартакан хӗрарӑмсен ушкӑнӗсем патӗнче вӑл, ывӑннӑскер, лашине чарчӗ те йӗнер ҫинче пӑркалана-пӑркалана ҫапла ыйтрӗ:
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Лашасем сӑрта улӑхсан, тата нӳрлӗ те тарӑн сухаланӑ тӑпра ҫине тухса, утӑпа утма пуҫласан, — ку пулас вӑрман тӑрӑхӗн пӗр енӗ, — Никифор Васильевичпа Иван Атаманов пӗр-пӗринпе ролӗсене улӑштарнӑ пекех туйӑнчӗҫ: вӑрман ӑстаҫи, йывӑҫсем лартакан ҫынсене курсан, кӑмӑллӑн кулса ячӗ, юланутпа ҫӳрессин пӗтӗм хурлӑхне ҫийӗнчех маша кайнӑ пек, унӑн пичӗ кӑмӑлланса, ҫуталса кайрӗ; утӑпа ҫӳреме юратман юланутҫӑ вара, кунта лашасене хӑвӑртах юртӑра чуптарма пулас ҫуккине ӑнланса, кичемленчӗ, унтан, туратсем ҫине салхуллӑн пӑха-пӑха илсе, енчӗк кӑларчӗ те чикарка ҫавӑрма пуҫларӗ.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Эсир акӑ ҫакӑнта, эпир йывӑҫсем лартакан вырӑнпа юнашарах ҫӗнӗ «вӑрман питомникӗ» тупрӑр.Вы же нашли новый «лесной питомник», который лежит вот тут, рядом с посадками.
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Ҫав илемлӗх ҫинчен эпӗ темскер ӑнланса ҫитерейместӗп, — терӗ Фекла инке, лартакан тӗпе тӳрлетсе.— Я что-то не особо кумекаю о какой красоте идет речь, — сказала тетя Фекла выравнивая деревце.
VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тарӑн мар шӑтӑксем умӗнче халь анчах чавса кӑларнӑ тӑпра куписем выртаҫҫӗ; пӗр ҫирӗме яхӑн ҫын, пуринчен ытла хӗрарӑмсем, сухаласа тӑкнӑ ярӑм тӑрӑх километр тӑршшӗ тӑрса тухнӑ та, ҫамрӑк юмансемпе катӑркассене лартма ҫӗнӗ шӑтӑксем алтаҫҫӗ — кӗреҫесем нӳрлӗ те йӑлтӑркка хура тӑпрана кӑлара-кӑлара сирпӗтеҫҫӗ; йывӑҫсене ялан пекех иккӗн лартаҫҫӗ: пӗр хӗрарӑмӗ тӗпе шӑтӑка кӗртсе лартать, чӗркуҫленсе ларса, тымарӗсене сыхлануллӑн тӳрлетет, унтан хӑй лартакан йывӑҫа ҫип тӑрӑх тӳрлетсе лартса тухнӑ йывӑҫсемпе тан тӑвать; иккӗмӗш хӗрарӑм пӗшкӗнсе шӑтӑка тӑпра тултарать, урисемпе таптаса хытарать.
VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Аса илме пулас: «йывӑҫсем лартакан звеносен канашлӑвне ирттерес. Доклад тӑваканӗ — Никифор Васильевич Кнышев», — тесе ҫырса хунӑ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Йывӑҫсем лартакан машина пулсанччӗ.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Спектакле е кинона лартакан шӑпах ҫакна кӑтартасшӑн тӑрӑшнӑ пулмалла; райком секретарӗ хальхи самантра пӗтӗмпех районти хӗрӳ ӗҫе хутшӑннӑ, ҫавӑнпа ҫак минутра вӑл питех те пысӑк ӗҫ тӑвать; малтанах ҫырса хунӑ доклад ӑна килӗшмест, вӑл унта чи ҫӗнӗ цифрсене кӗртет: е сводкӑсем ҫине пӑха-пӑха илет, е папкӑра выртакан листасем ҫине васкасах темскер ҫырать; хӑйӗн тӗп шухӑшне кӑтартса парас тесе, спектакль е кино лартакан ҫакӑнтах сцена ҫине секретарь помощникне илсе кӗртет, ку — ялан пекех питех те кӑмӑллӑ та нихҫан ҫилленме пӗлмен хӗр пек пулать.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Унтан юнашар тӑракан, чечексене тирпейлӗн кӑкшӑма, вазӑна, витрене лартакан шурӑ ҫӳҫлӗ хӗрарӑм ҫине пӑхса илчӗ.Потом он перевел глаза на женщину, стоявшую рядом и бережно ставившую цветы в кувшины, вазы и ведра.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Хӗвел анса ҫитсенех халӑх шкула пуҫтарӑна пуҫларӗ, спектакль лартакан зала лӑках ҫын тулчӗ.
XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Чиновник ӑна: «Ак ҫакнӑ йышӑнмасӑр тӑраймӑр вара», тет те питӗнчен ҫатлаттарать; вӗҫкӗн патак ярса тытать, чиновник ӑна кӑкӑрӗнчен чышать; вӗҫкӗн ӳкет, шавланине илтсе, тарҫӑсем чупса ҫитеҫҫӗ, барин вилӗ выртать, — вӑл ҫӗре питӗ хытӑ персе анса тӑнлавӗпе сӗтел ури айне лартакан тимӗр ҫине ҫапӑннӑ иккен.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Часрах пӗлӗр-ха: ман ҫак ирсӗр те чӑтма ҫук, ҫынна лапчӑтса лартакан пурнӑҫран хӑвӑртрах хӑтӑлас килет!
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпе халӗ сирӗн умма лартакан ыйту ытларах хӗрарӑмсене тивет.Вопрос, который сейчас поставлю перед вами, больше касается женщин.
XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хайхи Дубцов хӑлхана хупласа лартакан баспа кӑшкӑрса ячӗ:
VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Шӑпах ҫак самантра, хайхискер, Щукарӗн повар пулас карьерине ӗмӗрлӗхех пӑчлантарса лартакан пӗр инкек сиксе тухнӑ…В этот-то момент и случилось то, что навек испортило поварскую карьеру Щукаря…
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Сикнӗ шӑмӑсене лартакан карчӑк манӑн алтунисене каллех хӑйсен вырӑнне туртса вырнаҫтаркаласа лартрӗ, ҫапах та, мӗн усси пулчӗ-ха?Костоправка мослы мне обратно по местам водворила, а что толку-то?
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Анне чупса пырса пӑхать, эпе ҫӗрте, йытӑ ҫурипе юнашар, кӳме урапа лартакан лупас патӗнче урасемпе тапкаланса выртатӑп иккен…Мать прибежала, а я рядом со щенком лежу возле каретника на земле и ногами сучу…
27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тӗттӗм, тискер, хӑрушӑ та тыткӑнласа лартакан сас-хура ҫӳренӗ Иерусалимра Астис майра-патша пирки.Темные, злые, страшные и пленительные слухи ходили о царице Астис в Иерусалиме.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ӑна усал каласа вӑрҫмастӑп, кӳрентерместӗп, пӗтӗм тӗнчери революцие — пире пурне те, тӗнчери масштабпа унӑн тӑшманӗсем пулса тӑракансене, шак хытса кайичченех шӑнтса лартакан революцие — тӳсӗмлӗн кӗтсе пурӑнатӑп.
24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Парнеленӗ ҫаплах хӑйӗн варлине патша Ливи тӑвӗсен аркинчи вӑрмансенче чи малтан ҫурӑлакан ҫурӑм ути чечекӗсем евӗр аметистсене, — ҫиле чарса лартакан, ҫилле ҫемҫетекен, ӳсӗрӗлесрен сыхлакан, тискер кайӑксене тытнӑ чух пулӑшакан тӗлӗнмелле вӑй-хӑватлӑ аметистсене; юратура телей паракан, мӑшӑрсен харкашӑвне пусӑрӑнтаракан, патша тарӑхӑвне сирсе яракан, лашана алла вӗрентнӗ вӑхӑтра тата сутнӑ чух ӑнӑҫу кӳрекен Персеноль бирюзине; кушак куҫне те — хӑй хуҫин пурлӑхне, ӑстӑнӗпе сывлӑхне сыхлаканскере; шупка, ҫыран таврашӗнчи тинӗс шывӗ евӗр кӑвакрах симӗс вериллие те — куҫа шур илесрен тата юхан-суранран хӳтӗлекен хатӗре, ҫулҫӳренсен ырӑ юлташне; нумай сӑрлӑ ахах та — ӑна хӑй ҫумӗнче тытакан тӑшмансен каварӗнчен хӑрамасть тата ҫӗр кисреннӗ чухнехи хӑрушлӑхран сыхлӑхлӑ; нефрита та — аҫа ҫапассине сирекен кӑчкӑ чулне; симӗсрех панулми тӗслӗ, тӗксӗмрех ҫутӑ онихие те — хуҫине вутран тата ухмаха тухасран хураллаканскере; тискер кайӑксене чӗтреве ертекен ясписа та; калаҫу хитрелӗхне ӳстерекен хура чӗкеҫ чулне те; йывӑрлӑ хӗрарӑмсем хисеплекен ӑмӑрткайӑк чулне те, чӗпписем тухас вӑхӑт ҫитсен, хайсен йӑвисене хураҫҫӗ ӑна ӑмӑрткайӑксем; пӗчӗк хӗвелсем евӗр ҫиҫекен, Офиртан илсе килнӗ заберзата та; ылттӑн пек сарӑ хрисолта та — сутуҫӑсемпе вӑрӑсен тусне; патшасемпе вӗсен арӑмӗсем юратакан сардоникса та; хӑмла ҫырли тӗслӗ лигирие те: пуриншӗн те паллӑ, стена витӗрех курма пултаракан ҫивӗч куҫлӑ ҫӳлевӗҫсен хырӑмӗнче тупаҫҫӗ ӑна, — ҫавӑнпа та лигирипе ҫӳрекенсем яланах ҫивӗч куҫлӑ пулаҫҫӗ, — кунсӑр пуҫне вӑл сӑмсаран юн кайнине чарать тата тӗрлӗ сурансене, вӗсене чулпа та тимӗрпе амантса туман пулсан, тӳрлетет.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.