Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шеремет Анна Семёновна, минтерне алӑ ҫинче ҫемҫетсе тӑраканскер, самантлӑха шаках хытса кайрӗ, унтан ман ҫинелле ҫаврӑнчӗ, вырӑнӗ ҫине ларчӗ.
18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Картиш самантлӑха ӳксе ҫӗмӗрӗлнӗ бомба ҫутипе ялтӑраса кайрӗ, унтан асфальт тӑрӑх тапӑртатса чупни, кӑшкӑрашни, айкашни илтӗнчӗ, вара каллех сӗм-тӗттӗм пулса тӑчӗ.
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Пӗр самантлӑха ҫеҫ, — терӗм эпӗ васкаса.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Кӗт-ха пӗр самантлӑха, эп халех килетӗп, — терӗм те тухрӑм.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унтан Гриша пӳлӗмӗнчи лампочка пӗр самантлӑха сӳнсе илчӗ, — акт иртрӗ те! — вара ҫак иртнӗ ӗмӗрти мӗлке мӗнле сарӑмсӑр килсе кӗнӗ пекех куҫран хӑвӑрт ҫухалчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗр самантлӑха вӑл ӗлӗкхи Ромашках пулса тӑчӗ, ҫав материалсене ӑна каласа парсан, хӑйне миҫе процент усӑ пулассине шутланӑ пек курӑнчӗ вӑл.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн суранӗ унӑн пӗр самантлӑха кӑна ыратма чарӑнать, ахӑр, ун пек чухне вара унӑн пит-куҫне этем сӑнӗ кӗрет.Иногда она утихала на несколько минут, и тогда лицо его принимало человеческое выражение.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тӳррипе калатӑп, ҫак самантра, инҫетри тундрӑра, тӗксӗм кӗтесре, ненецсен чумӗнче, вӑл маншӑн хамшӑн та пӗр самантлӑха, ҫунса шавласа тӑракан, чӗрӗ япала пек, тӗлӗнтермӗш япала пек туйӑнса кайрӗ!
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӑлхара ҫил-тӑман шӑхӑрать, самантлӑха кӑна, ҫанталӑк лӑпланнӑ пек чухне, ҫак шӑплӑх чуна асаплантаракан, нимӗне пӗлтермен, кичемлӗх пустаракан сасӑран та янравлӑрах пек туйӑнать.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ку ӗнен — меллӑ мар япала, анчах та ӑна пӗр самантлӑха та манма юрамасть.Это было ещё невероятно, но об этом уже нельзя было забыть ни на одну минуту.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӗсе халӗ пӑлханни — вӗсем тарӑхса ҫиленсе пуриннинчен мар, ултавпа аташса кайнинчен, пӗр самантлӑха ӳсӗрӗлнин мухмӑрӗнчен ҫеҫ килнӗ.Бунт их был заблуждение, мгновенное пьянство, а не изъявление их негодования.
Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Володя, ҫав шатӑртатакан крават сассине илтсе, самантлӑха кӑна пысӑк сенкер куҫӗсене уҫса, темскер мӑкӑртатса илчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Анне, пӗр самантлӑха кӑна тухма пултаратӑн-и? — ҫиленсе каларӗ Володя, унтан тухса кайрӗ.— Мамочка, можно тебя на минуту? — грозно сказал Володя и вышел.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл, хӗрелсе кайнӑскер, хыпӑнса ӳкнӗскер, пӗр самантлӑха ҫеҫ ларма пултарчӗ.Только на одну минуту она присела, раскрасневшаяся, захлопотавшаяся.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унтан тахӑшӗ тухса кайрӗ, алӑк пӗр самантлӑха уҫах выртрӗ, эпӗ вара пачах урӑхла картина куртӑм.Потом кто-то вышел, дверь на мгновение осталась открытой, и я увидел, что это совсем не так,
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл самантлӑха кӑна, сывлӑш ҫавӑрма тесе, хӑех чарӑнса тӑрать.И он сам умолкал на мгновенье — просто чтобы перевести дыхание…
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Саня, Бубенчиковсем патне самантлӑха кӑна кӗнӗ ҫын, вӑраха юлса, апата ӗлкӗреймерӗ.Замечательно, что Саня, забежав к Бубенчиковым на минутку, опоздала к обеду.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗр самантлӑха!
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ, ҫав тери усал сӑмах калас мар тесе, пӗр самантлӑха чарӑнса тӑтӑм.Я остановился на секунду, почувствовав, что сейчас скажу страшную грубость.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗр самантлӑха эпӗ иккӗленсе тӑтӑм — ара эпӗ ӑна вунӑ ҫул ытла курман та-ха.С минуту я сомневался — ведь я его больше десяти лет не видел.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951