Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

самантлӑха (тĕпĕ: самантлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ пӗр самантлӑха ҫеҫ юратнӑ пек туйӑнчӗ ӑна.

Оказалось, что это всего-навсего мимолетное увлечение.

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хуть те мӗн ӗҫленӗ чухне килте-и эсир, уйра-и, е ҫутҫанталӑкра канатӑр-и, пушар хӑрушсӑрлӑхӗ пирки самантлӑха та ан манӑр.

Помоги переводом

Типӗ курӑка чӗртни кил-ҫуртсӑр та хӑварать // Пирӗн пурнӑҫ. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.04.26

Виҫҫӗмӗшӗсем канма, ӗҫрипе йӑлари ыйтусене самантлӑха та пулин манма пӗлмеҫҫӗ, ялан пӑлхануллӑ, ыйхӑ килменнипе нушаланаҫҫӗ, юлашкинчен ҫакӑ шалти органсен чирӗсем патне илсе ҫитерет.

Третьи не умеют отдыхать, ни на миг не могут забыть рабочие и бытовые вопросы, постоянно страдают от тревоги, бессонницы, в конце концов это приводит к болезни внутренних органов.

Телейлӗ пурнӑҫ никӗсӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/2814-tel ... purn-nik-s

Куҫа вӗсем питӗ кӗске вӑхӑта ҫеҫ курӑнаҫҫӗ — ҫеккунтран та кӗске самантлӑха.

Помоги переводом

Кунунарра ҫийӗн сайра ҫиҫӗм ҫиҫнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/21428.html

Самантлӑха тӳс, нумая пымасть, — йӑпатрӗ Яков Иванович.

— Потерпи чуть-чуть, это не надолго, — утешал Яков Иванович.

Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980

Уйрӑмах ҫамрӑк ӑру аллинчи телефона пӗр самантлӑха та ямасть, кашни ҫеккунтрах почтӑпа социаллӑ сете тӗрӗслет.

Особенно молодое поколение не выпускает телефон из рук ни на мгновение, каждую секунду проверяет почту и социальные сети.

Телефонсӑр мӗнле пурӑнӑпӑр-ши? // Н.ДАНИЛОВА. Пирӗн пурнӑҫ

Сцена ҫинчен юрӑ-кӗвӗ самантлӑха та чарӑнмарӗ.

Помоги переводом

Чуна ҫывӑх тӑван ялӑм // Марина ЛЕОНТЬЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.08.02

Малашлӑха шанса пӑхакана тулли пучахсем пиҫме тытӑннине самантлӑха та куҫран вӗҫертмен хресченпе танлаштаратӑп.

Помоги переводом

Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Вилнисене асӑнса пӗр самантлӑха шӑп тӑнӑ.

Погибших почтили минутой молчания.

Хӑрушӑ пулнӑ вӑрҫӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.25

Палӑртса хӑварам: лагерьте яланах ҫирӗп йӗрке хуҫаланать, ачасем кӗске самантлӑха та вожатӑйсӑр юлмаҫҫӗ.

Замечу: в лагере всегда действуют строгие порядки, дети даже на короткие промежутки без вожатых не остаются.

Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Ҫынсем кулленхи ӗҫсене самантлӑха манса чунтан савӑнчӗҫ, канчӗҫ.

Помоги переводом

Манӑн пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑм // Валентина ЖУКОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Инкеке лекнӗ ҫав тӗпренчӗкӗн ашшӗ-амӑшӗ вырӑнӗнче пулса пӑхӑр-ха пӗр самантлӑха.

Попробуйте побыть хотя на миг на месте тех родителей, чьи крохи попали в беду.

Чӑвашла калаҫтараймарӑм // Олег Цыпленков. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Пӗр самантлӑха та ӗҫ чарӑнмасть темелле.

Помоги переводом

Ӗнен сӗчӗ чӗлхи ҫинче // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Ҫавӑнпа та яваплӑха самантлӑха та ҫухатас марччӗ.

Помоги переводом

Тӗп вырӑнта - экзамен, хутшӑну, хӑрушсӑрлӑх // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Литература произведенийӗсене хакланӑ чухне ҫакна самантлӑха та манма юрамасть.

Помоги переводом

Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №

Самантлӑха килсен те мӗн те пулин хатӗрлесе хӑварать.

Помоги переводом

«Шикленсен те тӑвайккине хӑпаратчӗ» // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

4. Пире пӑхӑнтарасшӑн эпир Иисус Христос урлӑ илнӗ ирӗкӗмӗрпе мӗн тунине вӑрттӑн пӑхса тӑма пирӗн хушшӑмӑра систермесӗр кӗрсе кайнӑ суя тӑвансемпе — 5. Ырӑ Хыпар чӑнлӑхӗ сирӗнте тӗрӗс упрантӑр тесе — эпир самантлӑха та килӗшмерӗмӗр, вӗсене парӑнмарӑмӑр.

4. а вкравшимся лжебратиям, скрытно приходившим подсмотреть за нашею свободою, которую мы имеем во Христе Иисусе, чтобы поработить нас, 5. мы ни на час не уступили и не покорились, дабы истина благовествования сохранилась у вас.

Гал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Кай, халӑхӑм, килне кӗр, хӑв хыҫҫӑн алӑкна питӗрсе ил, ҫилӗ иртсе кайиччен пытан самантлӑха: 21. ҫӗр ҫинче пурӑнакансене усал ӗҫӗсемшӗн айӑпламашкӑн Ҫӳлхуҫа акӑ Хӑй вырӑнӗнчен тухать, ҫӗр ӗнтӗ хӑй ҫӑтнӑ юна уҫса хурӗ, вӗлернӗ ҫыннисене пытарса тӑраймӗ.

20. Пойди, народ мой, войди в покои твои и запри за собой двери твои, укройся на мгновение, доколе не пройдет гнев; 21. ибо вот, Господь выходит из жилища Своего наказать обитателей земли за их беззаконие, и земля откроет поглощенную ею кровь и уже не скроет убитых своих.

Ис 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Пӗлместӗн-им эсӗ, ӗмӗртенпех — этеме ҫӗр ҫине вырӑнаҫтарнӑранпах — 5. йӗркесӗр ҫынсенӗн савӑнӑҫӗ вӑрӑма пымасть, икӗ питлӗ ҫыннӑн хӗпӗртесси те самантлӑха анчах.

4. Разве не знаешь ты, что от века, - с того времени, как поставлен человек на земле, - 5. веселье беззаконных кратковременно, и радость лицемера мгновенна?

Иов 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вут-кӑвартан асӑрхануллӑ пулмаллине самантлӑха та манса каймалла мар.

Помоги переводом

Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней