Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тенӗ (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Астӑватӑр-и, вӑл акӑ атте сӑмахӗсенех ҫырнӑ-ха: «Манӑн нимӗнле шанчӑк ҫуккипе карапа пӑрахса хӑварма тивсен, эпӗ вара хамӑр тупнӑ ҫӗр патне каятӑп», тенӗ.

— Помните, он приводит слова отца: «Если безнадёжные обстоятельства заставят меня покинуть корабль, я пойду к земле, которую мы открыли».

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Архангельск» ятлӑ хаҫатра эпӗ Е. В. Демидов купцан ҫыруне вуларӑм, «какай тӑварласси те ҫӗленӗ тумтир хатӗрлесси ман ӗҫ мар», тенӗ вӑл, ҫак ӗҫсенче вӑл пӗтӗмпе те комиосионер кӑна пулнӑ имӗш.

В газете «Архангельск» я прочитала письмо купца Е. В. Демидова, который указывал, что «засолка мяса и приготовление готового платья не являются его специальностью» и что «в данном случае он был только комиссионером.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ыттисем тата ӑна чи малтан курӑннӑ пӑрсем те хӗссе лапчӑтаҫҫӗ тенӗ, пӗтессе вара вӑл кӑшт каярахпа, Франц-Иосиф Ҫӗрӗ хӗррипе иртсе «поляр тинӗсӗн тыткӑнӗнче» пӗтет теҫҫӗ.

Другие предполагали, что она будет затёрта первыми же льдами и погибнет несколько позже, пройдя вдоль Земли Франца-Иосифа в качестве «пленника полярного моря».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапла вара пулӑшас кӑмӑлпа ирӗккӗн ыйткаласа 1000 тенкӗ пуҫтарса экипаж ҫемйисене парас тенӗ шухӑш Комитетӑн ӑнӑҫмарӗ».

Таким образом, Комитет лишён возможности оказать семьям экипажа предполагаемую помощь в 1000 рублей, собираемую путём доброхотных даяний».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Пӗтӗм нациллӗ ӗҫшӗн пурнӑҫне пама хатӗр тӑракан ҫынсен ҫемйисене Комитет пӑрахмасса шансах тӑратӑп эпӗ» тенӗ вӑл.

«Я убеждён, что Комитет не оставит на произвол судьбы семейства тех, кто посвятил свою жизнь общему национальному делу».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ахальтен «ырлӑх сунман» ӗнтӗ вӑл «пулӑшакансене»: пулӑшас тенӗ майпа панӑ укҫана «поляр ҫӗршывӗсене тӗпчесе ҫӳрекен вырӑс ҫемйисен экипажӗсен Комитетне» парӗҫ, тесе шаннӑ вӑл.

Недаром послал он «благопожелания всем жертвователям»: он надеялся, что сбор пожертвований даст возможность «Комитету по исследованию русских полярных стран» поддержать семьи экипажа.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Св. Мария» тухса кайни ик-виҫ кун иртсенех Карск тинӗсӗнче элес-мелес вӑйлӑ тӑвӑл хускалнӑ, ҫавӑнтах вара экспедици Ҫӗнӗ Ҫӗр ҫыранӗ таврашӗнче пӗтнӗ, тенӗ ас-хура тухнӑ.

Через несколько дней после ухода «Св. Марии» в Карском море разразился жестокий шторм, и тотчас же распространились слухи о гибели экспедиции у берегов Новой Земли.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑсатма килнисем экспедици ӑнӑҫлӑ пултӑр тенӗ ятпа пӗрер курка шампански ӗҫрӗҫ.

Провожающие выпили по бокалу шампанского за успех экспедиции.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫакӑн пирки Иван Павловичпа калаҫаттӑмӑр та, эпӗ тӗрлӗрен хутсем пур тенӗ пек ӑнланнӑччӗ, кунта нимӗнле «хутсем» те ҫук, Петербургран Ҫӗпӗр ҫыранӗ хӗррипе Владивостока кайнӑ экспедици ҫинчен ҫырнӑ статьясемпе заметкӑсем кӑна иккен кунта.

Никаких «бумаг», как в разговоре с Иваном Павлычем я поняла это слово, тут не было, а были только статьи и заметки об экспедиции из Петербурга во Владивосток вдоль берегов Сибири.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эсир ҫав хутсемпе Николай Антоновича, ӗлӗк вӑл биржӑсенче хӗвӗшекен ҫын тесе хӑратнӑ, унтан вара эсир ӑна Саньӑна парасшӑн пулнӑ, вӑл манран сивӗнтер те тухса кайтӑр тенӗ.

Это те самые бумаги, которыми вы пугали Николая Антоныча, что он прежде был биржевой делец, а потом предлагали Сане, чтобы он отказался от меня и уехал.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Катя мана пӗр сӑмах каламасӑр тухса кайрӗ, эппин вӑл мӗн тӑвас тенӗ, хӑй тутӑр, хӑйӗн ӗҫӗ, — терӗ вӑл шӑппӑн, анчах сасси унӑн ҫиллес илтӗнчӗ.

– На ее суд, – продолжал он так же тихо, но уже с другим, ожесточенным выражением, – отдаю я тот поступок, который она совершила, уйдя и не сказав мне ни слова,

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

б) Штурман ҫырӑвӗ: «Иван Львович чӗрӗ те сывах иккенне хӑвӑртрах пӗлтересшӗн», тенӗ сӑмахсемпе пуҫланаканни (копийӗ).

б) Письмо штурмана, которое начиналось словами: «Спешу сообщить вам, что Иван Львович жив и здоров» (копия).

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ч. патне, чапа тухнӑ Ч. патне каяс тенӗ шухӑш каҫхинех пурччӗ-ха манӑн, анчах вӑл шухӑш мана ытла хӑюллӑ пек туйӑнчӗ, вӑл вӗт тахҫан Ленинград шкулӗн геройӗччӗ, унтан вара Совет Союз Геройӗ пулса тӑчӗ ӑна пӗтӗм ҫӗршыв пӗлсе те юратса тӑрать.

Эта мысль — поехать к Ч., к знаменитому Ч., который был когда-то героем Ленинградской школы, а потом стал Героем Советского Союза, которого знает и любит вся страна, — была у меня еще ночью, но тогда она показалась мне слишком смелой.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Николай Антоныч ҫав обществӑн членӗнче тӑни ҫинчен мана Кораблев каласа панӑччӗ-ха, Ромашкӑна хам тӑвас тенӗ доклад ҫинчен каласа панӑшӑн та мана ятласа илнӗччӗ.

Еще Кораблев говорил, что Николай Антоныч состоит членом этого общества, и ругал меня за то, что я рассказал о своем докладе Ромашке.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапла вӑл хӑйӗн тусӗ пупа качча тухни ҫинчен каласа пачӗ, пупӗ каярахпа пуйса кайнӑ та имӗш, чиркӳре амвон ҫине тухса тӑрса: «Граждансем, эпӗ тинех турӑ ҫуккине ӑнланса илтӗм», тенӗ.

Так, она рассказала о своей подруге, которая вышла замуж за «попа-стрижака», и как поп нажился, а потом вышел на амвон и говорит: «Граждане, я пришел к убеждению, что бога нет».

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хама кирек хӑҫан та кулӑшла туйӑнакан урам ячӗ те халӗ маншӑн темӗне тӑракан пулчӗ, Катя урамӗ тенӗ пек…

И самое название, которое всегда казалось мне смешным, теперь стало значительным и каким-то «Катиным», как все, что было связано с нею…

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӑматансем урлӑ каҫса, чупса пынӑ ҫӗртенех пӗрне-пӗри ыталас тенӗ чух столовӑйран Катя тухрӗ, Кирен вӑтанса каялла чакрӗ, вара аллине ҫеҫ чӑмӑртамалла пулчӗ.

Катя вышла из столовой, как раз когда мы шагнули друг к другу через какие-то чемоданы и чуть было не обнялись с разбегу, но Кирен застенчиво попятилась, и пришлось просто пожать ей руку.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эс пӗлетӗн ӗнтӗ Николай Антоныча — вӑл васкамасть вӗт; малтан, шет, шӳтлесе ҫеҫ тенӗ пек, сӑмах майӑн калаҫнӑ пулӗ.

Ты знаешь Николая Антоныча — он действует не торопясь: вероятно, сперва это было сказано полушутя, между прочим.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл вӗсене Николай Антоныча сутас тенӗ, — ку вара шӑпах ӑна юрӑхлӑ ӗҫ ӗнтӗ!

Он сделал это, чтобы продать их Николаю Антонычу, — вот что на него похоже!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл хута кӗрес тенӗ сасӑпа калаҫать.

У него был снисходительный тон.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней