Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Палласа (тĕпĕ: палла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑват кунпах пӗтмерӗ-ха: урпасем хушшинче часах рис калчи курӑнса кайрӗ: эпӗ ку калчана ҫийӗнчех палласа илтӗм, мӗншӗн тесен Африкӑра пурӑннӑ чухне эпӗ риса уйра пӗрре кӑна курман.

И «чудо» на этом не кончилось: вскоре между колосьями ячменя показались стебельки другого растения, а именно риса; я их легко распознал, так как, живя в Африке, часто видел рис на полях.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

— Мучи, сивӗ мана! — терӗ те вӑл хӑйӗн сассине хӑй те палласа илеймерӗ.

— Дед, мне холодно! — сказал он и не узнал своего голоса.

VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Килнӗ ҫынсене палласа илсен, Мойсей Мойсеич малтан тӗлӗннипе те савӑннипе хытса тӑчӗ, унтан аллисене ҫатлаттарчӗ, ахлатса ячӗ.

Мойсей Мойсеич, узнав приехавших, сначала замер от наплыва чувств, потом всплеснул руками и простонал.

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Хӑй юратнӑ Руссиан пуҫне палласа илсен, вӑл ниҫталла хускалмасӑр тинкерсе пӑхса тӑчӗ-тӑчӗ те Мохаммедпа султана ылханса, вӗсене ӑшне витерес пек сура-сура ятларӗ.

Узнав голову своего любимого Руссиана, он вперил в нее безумный, полный ярости взгляд и, вместе с дождем плевков, осыпал неслыханно дерзкой бранью пророка Мохаммеда и султана.

XVI. Вилӗм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӑхатӑп та палласа илетӗп — Милка Тодорова хапхи патне ҫитсе тӑнӑ иккен, хӑй те алӑкӗ патӗнчех тӑрать.

Присмотрелся и узнал, — оказывается, я у ворот Милки Тодоркиной, и она сама стоит на пороге.

XIII. Малалли истори // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӑйне чӗннине илтсен, вӑл ҫаврӑнса пӑхрӗ те чул хушшинче кӑштах курӑнакан Бойчона ҫийӗнчех палласа илчӗ, ун патне вӗҫтерсе те ҫитрӗ.

Она обернулась на голос и, сразу же узнав Бойчо, который наполовину высунулся из-за камня, стремглав бросилась к нему.

VI. Хыпарҫӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл Кандова палласа илчӗ.

Он узнал Кандова.

V. Ҫӑва // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чӗрӗ ҫын пӑхса тӑнӑ пек туйӑнчӗ, унтан та ытла вӑл Огнянова палласа илчӗ пек, хӑйне те паллаттарасшӑн пек туйӑнчӗ.

Чудилось, будто это смотрит живой человек, который узнаёт Огнянова и хочет, чтобы его узнали.

V. Ҫӑва // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов Стрем айлӑмне палласа илчӗ.

И Огнянов узнал Стремскую долину.

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов ҫак старик Кир Яне иккенне палласа илчӗ.

Огнянов узнал кира Яне.

II. Шур кӗрӗклӗ ҫыннӑн ҫӑкӑр чӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Муратлийскисем пурӑннӑ икӗ хутлӑ ҫурта Огнянов часах шыраса тупрӗ, вӑл Рада пӳлӗмен икӗ чӳречине те палласа илчӗ.

Поискав глазами двухэтажный дом, в котором жила госпожа Муратлийская, Огнянов вскоре нашел его и с трепетом узнал оба окна комнаты Рады.

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав палхавҫӑ Кандов иккенне Огнянов тӗлӗнсе палласа илчӗ.

Огнянов с изумлением узнал Кандова.

XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Таркӑнсенчен пӗри Викентий тияккӑн пулчӗ кайрӗ, Огнянов ӑна ҫийӗнчех палласа илчӗ; халь вӑл сухалне хырнӑ, пӑлхавҫӑсен тумӗпе.

Огнянов узнал в одном из дезертиров дьякона Викентия; теперь он был выбрит, одет в повстанческую форму.

XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Вӑл темле тӑхӑнсан та, эпӗ ӑна палласа илетӗп…

— Пусть хоть что хочет на себя напялит, все равно я его узнаю…

XXXIV. Ирхине // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Палласа илейместӗр-и? — хушса хучӗ Огнянов ҫемҫе сасӑпа, вӑл хӗрарӑма лӑплантарас ӗмӗтпе хӑйне паллаштарма васкарӗ:

— Не узнаете? — добавил он мягким голосом, чтобы ее успокоить, и поспешил назвать себя:

XXXI. Тата тепӗр ӗмӗт // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов хупах хуҫин арӑмне палласа илчӗ.

Огнянов узнал корчмарку.

XXXI. Тата тепӗр ӗмӗт // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огняновӑн сӑн-сӑпачӗ ирӗксӗрех кулнӑ пек курӑнса кайрӗ, вӑл Пӑртлӑ Рачкона палласа илчӗ.

Невольная усмешка заиграла на лице Огнянова, — он узнал Рачко Прыдле.

XXVII. Тӗпчесе пӗлни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тинех вӑл кама пытарнине пӗлчӗ, Лалкӑна та ҫийӗнчех палласа илчӗ.

И тут Кандов увидел, кого хоронят, он сразу узнал Лалку.

XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чӑннипе каласан, такам пӗри Огнянова курсах курнӑ иккен те, анчах вӑл иккенне палласа илеймен.

На самом деле кто-то случайно видел, — хоть и не узнал.

XVII. Хӑлха чикки // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эс мана мӗнле куҫпа пӑхнинчен те палласа илетӗп!..

Посмотрите-ка на него!

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней