Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йӗрке сăмах пирĕн базăра пур.
йӗрке (тĕпĕ: йӗрке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
33. Ҫӳлхуҫаран хӑра, священника хисепле, йӗрке тӑрӑх хунӑ пайне парса тӑр ӑна: 34. малтанхи тырпулран, выльӑх-чӗрлӗхрен, тӗрлӗ ҫимӗҫрен кӳмелли парнене те, ҫылӑхшӑн кӳмелли парнене те, хул пайне те, ӳкӗнӗҫ парнине те — парнесен сӑваплӑ пайне — пурне те тивӗҫлипе парса тӑр.

33. Бойся Господа, и почитай священника, и давай ему часть, как заповедано тебе: 34. начатки, и за грех, и даяние плеч, и жертву освящения, и начатки святых.

Сир 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Тулӑх тырпул чухӑнсен хирӗнче те пулать; анчах ӑна йӗрке ҫукки пӗтерет.

24. Много хлеба бывает и на ниве бедных; но некоторые гибнут от беспорядка.

Ытар 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Ҫӳлхуҫа ятне мухтаччӑр: Вӑл [каланӑ та — пулнӑ,] хушнӑ та — пулса тӑнӑ; 6. вӗсене ӗмӗр-ӗмӗрлӗхе туса хунӑ; улӑшӑнми йӗрке панӑ.

5. Да хвалят имя Господа, ибо Он [сказал, и они сделались,] повелел, и сотворились; 6. поставил их на веки и веки; дал устав, который не прейдет.

Пс 148 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

[Давид псаломӗ, унӑн ҫӗрӗ ҫинче йӗрке пулса ҫитсессӗн.]

[Псалом Давида, когда земля его устраивалась.]

Пс 96 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Псалом юрлӑр, тӳнкӗр тытӑр, ытарайми сасӑллӑ кӗслепе псалтирь тытӑр; 4. ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче, палӑртнӑ вӑхӑтра, хамӑр уяв кунӗнче, трупа кӑшкӑртӑр: 5. ҫакӑ вӑл Израильшӗн саккун пулать, Иаков Турри панӑ йӗрке пулать.

3. возьмите псалом, дайте тимпан, сладкозвучные гусли с псалтирью; 4. трубите в новомесячие трубою, в определенное время, в день праздника нашего; 5. ибо это закон для Израиля, устав от Бога Иаковлева.

Пс 80 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Эпӗ ӑна пӗлӗтпе чӗркесе тӗтрепе пиелерӗм, 10. унтан ӑна йӗрке кӑтартса патӑм, хӳме хӳсе хапхапа пӳлсе лартрӑм та: 11. «ҫак тӗле ҫитетӗн те малалла каймастӑн, мӑнаҫлӑ хумусен чикки ҫакӑнта санӑн» терӗм.

9. когда Я облака сделал одеждою его и мглу пеленами его, 10. и утвердил ему Мое определение, и поставил запоры и ворота, 11. и сказал: доселе дойдешь и не перейдешь, и здесь предел надменным волнам твоим?

Иов 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Ҫиле виҫе хунӑ чухне, шыва виҫепеле вырӑнаҫтарнӑ чухне, 26. ҫумӑр валли йӗрке панӑ чухне, аслатипе ҫиҫӗм валли ҫул палӑртнӑ чухне 27. Вӑл ӑслӑлӑха курса тӑнӑ, ӑна уҫса кӑтартнӑ, тӗрӗслесе пӑхнӑ та ҫирӗплетнӗ, 28. вара этеме каланӑ: «Ҫӳлхуҫаран хӑрани — акӑ вӑл чӑн ӑслӑлӑх, усалтан аякра тӑни — акӑ вӑл ӑс-хакӑл» тенӗ.

25. Когда Он ветру полагал вес и располагал воду по мере, 26. когда назначал устав дождю и путь для молнии громоносной, 27. тогда Он видел ее и явил ее, приготовил ее и еще испытал ее 28. и сказал человеку: вот, страх Господень есть истинная премудрость, и удаление от зла - разум.

Иов 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Савхея ҫынни Вилдад ҫапла хуравласа каланӑ: 2. пӗтӗм тӗнче — Турӑ аллинче, пӗтӗм тӗнче Унран хӑраса тӑрать; Вӑл ҫӳл тӳпере йӗрке туса тӑрать!

1. И отвечал Вилдад Савхеянин и сказал: 2. держава и страх у Него; Он творит мир на высотах Своих!

Иов 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Патшан кӑмӑлӗ пулсан, вӑл ҫирӗп хушу кӑлартӑр: Астинь ӗнтӗ Артаксеркс патша умне урӑх ан курӑнтӑр, ун хисеплӗ вырӑнне патша урӑххине, унран лайӑхраххине, патӑр, ҫак йӗрке Персипе Миди саккунӗсене кӗрсе ҫирӗплентӗр, ӑна каялла тумалла ан пултӑр.

19. Если благоугодно царю, пусть выйдет от него царское постановление и впишется в законы Персидские и Мидийские и не отменяется, о том, что Астинь не будет входить пред лице царя Артаксеркса, а царское достоинство ее царь передаст другой, которая лучше ее.

Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Эпӗ пӗчченех уявсенче Иерусалима ҫӳреттӗм, тӑтӑшах ҫӳреттӗм; Турӑ пӗтӗм Израиле ӗмӗрлӗхе панӑ йӗрке тӑрӑх, чи малтан пуҫтарнӑ ҫимӗҫе, пур ҫимӗҫӗн вуннӑмӗш пайне тата чи малтан каснӑ сурӑх ҫӑмне илсе каяттӑм, 7. ҫакна священниксене, Аарон ывӑлӗсене, парне вырӑнӗ ҫине хума параттӑм: пӗтӗм ҫӗр ҫимӗҫӗн вуннӑмӗш пайне Левит ывӑлӗсене, Иерусалимра ӗҫлесе тӑракансене, параттӑм; тепӗр вуннӑмӗш пайне сутаттӑм та укҫине ҫуллен Иерусалима ҫӳресе пӗтереттӗм; 8. виҫҫӗмӗш пайне — кама тивӗҫлӗ, ҫавна параттӑм; аттерен тӑлӑха юлсассӑн, мана аттем амӑшӗ Деввора ҫапла тума вӗрентсе хӑварнӑччӗ.

6. Я же один часто ходил в Иерусалим на праздники, как предписано всему Израилю установлением вечным, с начатками и десятинами произведений земли и начатками шерсти овец, 7. и отдавал это священникам, сынам Аароновым, для жертвенника: десятину всех произведений давал сынам Левииным, служащим в Иерусалиме; другую десятину продавал, и каждый год ходил и издерживал ее в Иерусалиме; 8. а третью давал, кому следовало, как заповедала мне Деввора, мать отца моего, когда я после отца моего остался сиротою.

Тов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

50. Вара, саккунра ҫырнӑ пек, хӳшӗ уявӗ ирттернӗ: йӗрке тӑрӑх кулленхи парнесем кӳрсе тӑнӑ, 51. вӗсем ӗнтӗ кулленхи парнесене, шӑматкунпа ҫӗнӗ уйӑх парнисене, Турра халалланӑ уявсен парнисене кӳнӗ.

50. И совершили праздник кущей, как предписано законом, вознося каждодневные жертвы, как надлежало, 51. и потом непрестанные приношения и жертвы суббот и новомесячий и всех святых праздников.

2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

49. Хӑй патшалӑхӗнчен Иудейӑна тухса каякан иудейсен ирӗклӗхӗ ҫинчен ҫырнӑ: йӗрке тытса тӑракансенчен никам та — ҫӗр пуҫлӑхӗ те, пысӑк ирӗклӗ пуҫлӑх та, пӑхса тӑраканӗ те — вӗсен алӑкӗ патне пымалла мар, 50. вӗсем тытса тӑракан пӗтӗм ҫӗршыва хырҫӑран хӑтармалла, иудейсен ялӗсене йышӑннӑ идумейсен унтан тухса каймалла; 51. ҫавӑн пекех Турӑ Ҫуртне тума, ӑна туса пӗтеричченех, ҫулсерен ҫирӗм талант парса тӑмалла; 52. парне вырӑнӗ ҫинче кунсерен пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳмешкӗн малтан уйӑрнӑ вунҫичӗ талант ҫумне ҫулсерен вуншар талант хушса памалла; 53. Вавилонран каякансен пурин те — вӗсен хӑйсен те, вӗсен ачисен те — вӗсемпе пӗрле каякан священниксен те хула тума ирӗклӗх пулмалла.

49. Писал о свободе и для всех Иудеев, отправляющихся из царства в Иудею, чтобы никто из имеющих власть, областной начальник и сатрап и правитель, не приходил к дверям их, 50. но чтобы вся страна, которою они владеют, изъята была от даней, и чтоб Идумеи оставили селения Иудеев, которыми они владеют; 51. также, чтобы даваемо было на построение храма каждогодно по двадцати талантов, доколе не будет построен; 52. и для приношения на жертвенник каждодневных всесожжений, сверх семнадцати предписанных, даваемо было еще по десяти талантов в год; 53. и чтобы всем, отправляющимся из Вавилона, была свобода строить город, как самим, так и потомкам их и всем священникам, которые пойдут.

2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Пасха путекне, йӗрке хушнӑ пек, вут-ҫулӑм ҫинче пӗҫернӗ, парнесене пӑхӑр савӑтсемпе хурансенче ырӑ шӑршӑллӑ курӑксем ярса пӗҫернӗ те пӗтӗм халӑха валеҫсе панӑ.

12. И испекли пасхального агнца на огне, как надлежало, а жертвы сварили в медных сосудах и котлах с благовониями, и отнесли всему народу.

2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Малашне сирӗн ӑна хулпуҫҫи ҫине лартса ҫӗклемелле пулмӗ; халӗ Ҫӳлхуҫа Туррӑршӑн ӗҫлесе тӑрӑр, Унӑн Израиль халӑхӗшӗн тӑрӑшӑр, Израиль патши Давид хушнӑ пек, унӑн ывӑлӗ Соломон вӗрентсе хӑварнӑ пек, йӑхӑн-йӑхӑн, ӑрӑвӑн-ӑрӑвӑн илемлӗн пайланса йӗркеленӗр, 5. сӑваплӑ вырӑнта хӑвӑр тӑванӑрсем умне, Израиль ывӑлӗсем умне, левитсен ӑрӑвӗсем-тӑхӑмӗсем тӑрӑх ушкӑнӑн-ушкӑнӑн тӑрса тухӑр, 6. вара йӗрке тӑрӑх пасха путекӗ пусӑр, хӑвӑр тӑванӑрсем валли парнесем хатӗрлӗр, Ҫӳлхуҫа Моисее панӑ ӳкӗте пурӑнӑҫа килтерсе пасха ирттерӗр, тенӗ.

4. Не нужно будет вам брать его на рамена; служите теперь Господу Богу вашему, и заботьтесь о народе Его Израиле, и устройтесь по родам и поколениям вашим, по расписанию Давида, царя Израилева, и по великолепию Соломона, сына его, 5. и став во святилище, по родовым левитским разрядам вашим пред братьями вашими, сынами Израиля, 6. заколите по уставу пасхального агнца и приготовьте жертвы для братьев ваших и совершите пасху по заповеди Господней, данной Моисею.

2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫичӗ кун хушши уяв турӗҫ, саккӑрмӗш кунхине вара, йӗрке тӑрӑх, чаплӑ пуху ирттерчӗҫ.

И праздновали праздник семь дней, а в восьмой день попразднество по уставу.

Неем 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Йӗрке хушнӑ пек, Пасха путекне вут-ҫулӑм ҫинче пӗҫернӗ; сӑваплӑ парнесене хурансенче, чӳлмексенче, урӑх йышши савӑт-сапара пӗҫернӗ те васкасах халӑха валеҫсе панӑ, 14. ҫакӑн хыҫҫӑн вара хӑйсем валли тата священниксем валли хатӗрленӗ, мӗншӗн тесессӗн священниксем, Аарон ывӑлӗсем, мӗн тӗттӗм пуличченех пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесемпе парне ҫӑвӗ кӳнӗ, ҫавӑнпа ӗнтӗ левитсем хӑйсем валли те, священниксем — Аарон ывӑлӗсем — валли те хатӗрленӗ пулнӑ.

13. И испекли пасхального агнца на огне, по уставу; и священные жертвы сварили в котлах, горшках и кастрюлях, и поспешно роздали всему народу, 14. а после приготовили для себя и для священников, ибо священники, сыны Аароновы, заняты были приношением всесожжения и туков до ночи; потому-то и готовили левиты для себя и для священников, сынов Аароновых.

2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Халӑх хушшинче чылайӑшӗ — ытларах Ефремпа Манассия, Иссахарпа Завулон йӑхӗнчисем — тасалман пулнӑ; апла пулин те, йӗрке тӑрӑх туман пулин те, вӗсем те Пасха апатне ҫинӗ.

18. Многие из народа, большею частью из колена Ефремова и Манассиина, Иссахарова и Завулонова, не очистились; однакоже они ели пасху, не по уставу.

2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Вара Давид вӗрентнӗ пек, патшанӑн витӗркуранӗ Гад тата Нафан пророк каланӑ пек, вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртне левитсене кимвалсемпе, псалтирьсемпе тата цитрӑсемпе тӑратнӑ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн пророкӗсем урлӑ ҫавӑн пек йӗрке панӑ.

25. И поставил он левитов в доме Господнем с кимвалами, псалтирями и цитрами, по уставу Давида и Гада, прозорливца царева, и Нафана пророка, так как от Господа был устав этот чрез пророков Его.

2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Турӑ Ҫурчӗпе хӑйӗн керменне лартса ҫирӗм ҫул ирттерсессӗн, 2. Соломон хӑйне Хирам панӑ хуласенче те ҫурт-йӗр ҫавӑрса йӗрке тунӑ, унта Израиль ывӑлӗсене пурӑнма вырӑнаҫтарнӑ.

1. По окончании двадцати лет, в которые Соломон строил дом Господень и свой дом, 2. Соломон обстроил и города, которые дал Соломону Хирам, и поселил в них сынов Израилевых.

2 Ҫулс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Соломон ҫапла вара Турӑ Ҫурчӗ валли кирлӗ пур япалана та туса ҫитернӗ: ылтӑн парне вырӑнӗ, парне ҫӑкӑрӗсем хумалли сӗтелсем, 20. таса ылтӑнран тунӑ ҫутаткӑҫсемпе вӗсен лампадисем, йӗрке тӑрӑх, Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм умӗнче ҫутмаллискерсем, 21. ылтӑнран, чи таса ылтӑнран, тунӑ чечексемпе лампадӑсем, 22. чи таса ылтӑнран тунӑ ҫӗҫӗсемпе тӗтӗркӗчсем, алтӑрсемпе ӑскӑчсем, Турӑ Ҫурчӗн алӑкӗсене вара — Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме кӗмелли шалти алӑксене тата сӑваплӑ пӳлӗме кӗмелли алӑксене — ылтӑнран тунӑ.

19. Также сделал Соломон все вещи для дома Божия и золотой жертвенник, и столы, на которых хлебы предложения, 20. и светильники и лампады их, чтобы возжигать их по уставу пред давиром, из чистого золота; 21. и цветы, и лампады, и щипцы из золота, из самого чистого золота, 22. и ножи, и кропильницы, и чаши, и лотки из золота самого чистого, и двери храма, - двери его внутренние во Святое Святых, и двери храма во святилище, - из золота.

2 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней