Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Сир 7

Раздел: Библи –> Сирах ывӑлӗ Иисусӑн ӑслӑлӑх кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.17 09:45

Предложений: 36; Слово: 433

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Усал ан ту — хӑвна та усал ҫитмӗ; 2. тӗрӗсмарлӑхран пӑрӑн — вӑл та санран пӑрӑнӗ. 3. Эй ывӑлӑм! суха кассийӗ ҫине тӗрӗсмарлӑх ан ак — мӗн акнинчен ҫичӗ хут ытларах вырса илмелле пулмӗ. 4. Ҫӳлхуҫаран аслӑлӑх ан ыйт, патшаран чаплӑ вырӑн ан ыйт. 5. Ҫӳлхуҫа умӗнче тӳрре тухма ан тӑрӑш, патша умӗнче ӑсупа ан курнӑҫлан. 6. Тӳре пуласшӑн ан сӑхлан: тӗрӗсмарлӑха ҫӗнтерме халу ҫитменнипе, хӑҫан та пулин чаплӑ ҫынран хӑранипе хӑвӑн тӳрӗлӗхне иккӗленӳллӗ тӑвасси ан пултӑр. 7. Хула халӑхӗ ҫинчен усал ан шухӑшла, йыш умӗнче чысна ан ҫухат. 8. Пӗр ҫылӑхах икӗ хутчен ан ту, пӗр ҫылӑхушӑн та айӑпран хӑтӑлаймӑн. 9. «Вӑл манӑн йышлӑ парнеме кӑмӑл тӑвӗ, эпӗ ҫавна Ҫӳлти Турра кӳрӗп — Вӑл хапӑл пулӗ» тесе ан шутла. 10. Кӗлтунӑ чухне шанӑҫа ҫухатса ан кӗлту, мӗскӗне пулӑшассинчен ан пӑрӑн. 11. Чунӗ хурланнӑ ҫынран мӑшкӑлласа ан кул: Йӑвашлан-тараканни те, Ҫӗклентерекенни те пур.

12. Хӑвӑн тӑвану ҫинчен суя сӑмах ан кӑлар, тусу ҫинчен те суя суйса ан калаҫ. 13. Нимӗнле суя сӑмах та сарса ан ҫӳре: ӑна тепӗр хут каланинчен ырӑ пулас ҫук. 14. Ваттисен пухӑвӗнче нумай ан калаҫ, кӗлтунӑ чухне пӗр сӑмахах темиҫе хут ан кала. 15. Йывӑр ӗҫрен, Ҫӳлхуҫа хунӑ ҫӗр ӗҫӗнчен ан пӑрӑн. 16. Ҫылӑхлисен йышлӑ йышне ан хутшӑн. 17. Астусах тӑр — Турӑ ҫилли тӑхтамасть, 18. чунна витӗрех йӑвашлантар. 19. Ҫылӑхлӑ ҫынна хаса — вут-ҫулӑм, хурт — кӗтет.

20. Тусна мулпа, варлӑ тӑванна Офир ылтӑнӗпе ан улӑштар. 21. Ӑслӑ, ырӑ кӑмӑллӑ арӑмна ан пӑрах: унӑн ырӑлӑхӗ ылтӑнран та хаклӑрах. 22. Тӑрӑшса ӗҫлекен чуруна та, тара тытнӑ ҫынна та, хӑвна чунтан парӑннӑскере, ан кӳрентер. 23. Чуну ӑслӑ-тӑнлӑ чурана юраттӑр, вӑхӑчӗ ҫитсессӗн — ӑна ирӗклӗх пар. 24. Выльӑх-чӗрлӗх пур-и санӑн? ӑна пӑхас пулать, вӑл хӑвна усӑ кӳрет пулсассӑн — ӑна усрас пулать. 25. Ывӑлусем пур-и санӑн? вӗрент вӗсене, ачаранпах пуҫ тайма пӗлччӗр. 26. Хӗрӳсем пур-и санӑн? вӗсем сывӑ, тӗрӗс-тӗкел ӳсчӗр тесе тӑрӑш, вӗсен куҫне савӑнӑҫлӑ сӑн-сӑпатпа ан курӑн. 27. Хӗрне качча парса, эсӗ пысӑк ӗҫ тӑвӑн, ӑна ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынна пехилле. 28. Чунтан юратнӑ арӑму пур-и санӑн? хӑваласа ан яр ӑна. Арӑмна кураймастӑн пулсассӑн, ан шан ӑна. 29. Аҫуна чунтан-чӗререн хисепле, аннӳ хӑвна асапланса ҫуратнине ан ман. 30. Ан ман, эсӗ вӗсенчен ҫуралнӑ: вӗсем саншӑн мӗн тунине эсӗ мӗнле тавӑрса парайӑн?

31. Ҫӳлхуҫа умӗнче пӗтӗм чунупа савӑнса-хӑраса тӑр, Унӑн священникӗсене хисепле: 32. хӑвна Пултаракана пӗтӗм вӑй-халупа юрат, Уншӑн ӗҫлекенсенчен ан сивӗн. 33. Ҫӳлхуҫаран хӑра, священника хисепле, йӗрке тӑрӑх хунӑ пайне парса тӑр ӑна: 34. малтанхи тырпулран, выльӑх-чӗрлӗхрен, тӗрлӗ ҫимӗҫрен кӳмелли парнене те, ҫылӑхшӑн кӳмелли парнене те, хул пайне те, ӳкӗнӗҫ парнине те — парнесен сӑваплӑ пайне — пурне те тивӗҫлипе парса тӑр. 35. Пиллӗхӳ тулли пултӑр тесессӗн, санӑн аллунтан мӗскӗнсем те ырӑлӑх курччӑр. 36. Чӗррисене пурне те пулӑшма тӑрӑш, вилнисене те ырӑ кӑмӑлусӑр ан хӑвар. 37. Йӗрекенрен ан пӑрӑн, кулянаканпа пӗрле ху та кулян. 38. Чирлӗ ҫын патне кайса килме ан вӑрахла, уншӑн эсӗ юратӑва тивӗҫ пулӑн. 39. Кирек-мӗн ӗҫленӗ чухне те ху вилессине асра тыт, вара ӗмӗрне те ҫылӑха кӗмӗн.

Сайт:

 

Статистика

...подробней