Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 2 Ҫулс 8

Раздел: Библи –> Ҫулсеренхи иккӗмӗш кӗнеке

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.05 17:44

Предложений: 15; Слово: 369

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Турӑ Ҫурчӗпе хӑйӗн керменне лартса ҫирӗм ҫул ирттерсессӗн, 2. Соломон хӑйне Хирам панӑ хуласенче те ҫурт-йӗр ҫавӑрса йӗрке тунӑ, унта Израиль ывӑлӗсене пурӑнма вырӑнаҫтарнӑ. 3. Соломон ӗнтӗ Емаф-Сува хулине кайса тапӑннӑ та ярса илнӗ ӑна. 4. Вӑл пушхирте Фадмор хулине юсаса-тӗреклӗлетсе лартнӑ тата сыхлӑх пурлӑх тытма Емаф таврашӗнче ҫӗнӗ хуласем лартнӑ. 5. Соломон тата Тури Вефоронпа Анатри Вефорона ҫурт-йӗр лартса йӗркене кӗртнӗ, ӗнтӗ хӳмеллӗ, сӑлӑплӑ, ҫӗнӗрен юсаттарнӑ, хапхаллӑ тӗреклӗ хуласем пулнӑ вӗсем. 6. Соломон тата Ваалафа, сыхлӑх пурлӑх тытмалли мӗнпур хулана, ҫар ураписен хулисемпе утлӑ ҫар тӑмалли хуласем лартнӑ, Иерусалимпа Ливанра, хӑй аллинчи пӗтӗм ҫӗр ҫинче мӗн туса лартас тенине пурне те тунӑ Соломон.

7. Израиль маррисене — хетсенчен, аморрейсенчен, ферезейсенчен, евейсенчен, иевусейсенчен юлнӑ пӗтӗм халӑха — 8. вӗсем хыҫҫӑн ҫӗр ҫине юлнӑ ачисене, Израиль ывӑлӗсем пӗтермесӗр хӑварнӑскерсене, Соломон паян кунчченех хырҫӑ тӳлесе тӑракан ӗҫлевҫӗсем тунӑ. 9. Израиль ывӑлӗсене вара вӑл хӑй ӗҫӗсен ӗҫлевҫисем туман, вӗсем ӗнтӗ ҫар ҫыннисем, патша сыхлавҫисен пуҫлӑхӗсем, ҫар ураписемпе юланутҫӑсен ҫулпуҫӗсем пулнӑ. 10. Соломон патшан ӗҫ ӗҫлекен халӑха пӑхса тӑракан тӗп пуҫлӑхсем икҫӗр аллӑн пулнӑ. 11. Фараон хӗрне вара Соломон Давид хулинчен урӑх ҫӗре, ятарласа ун валли лартнӑ кермене, куҫарса пынӑ, вӑл каланӑ: Израиль патшийӗн Давидӑн ҫуртӗнче хӗрарӑм пурӑнма тивӗҫлӗ мар, мӗншӗн тесессӗн сӑваплӑ вырӑн ку — унта Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчи кӗнӗ, тенӗ.

12. Соломон ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫанӑн Ҫурт пӑлтӑрӗ умне лартнӑ парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне кӳрсе тӑма пуҫланӑ, 13. ҫапла вӑл, Моисей ӳкӗтне уяса, кашни кун йӗркийӗ тӑрӑх пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесене кашни шӑматкунпа ҫӗнӗ уйӑхсерен тата ҫулталӑкри виҫӗ уявра — тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑр уявӗнче, эрнесен уявӗнче тата хӳшӗ уявӗнче — кӳрсе тӑнӑ. 14. Соломон, хӑйӗн ашшӗ Давид хушнине пурӑнӑҫа килтерсе, ҫапла тунӑ: священниксен Турӑ Ҫуртӗнче черетпе ылмашӑнса ӗҫлесе тӑмалла пулнӑ, левитсен те черетпе ӗҫлемелле пулнӑ, вӗсен, харпӑр кун йӗркине пӑхӑнса, Турра мухтаса, священниксем ҫумӗнче ӗҫлесе тӑмалла пулнӑ, тата кашни хапха патӗнче черетпе хурал тӑма хуралҫӑсем уйӑрнӑ, мӗншӗн тесессӗн Турӑ ҫынни Давид хушса хӑварнӑ йӗрке ҫапла пулнӑ. 15. Патша священниксемпе левитсем пирки мӗн хушнинчен нимӗн тӗлӗшрен те пӑрӑнман, мул-пуянлӑх тӗлӗшӗнчен те пӑрӑнман. 16. Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн никӗсне хывнӑ кунранпа ӑна — Ҫӳлхуҫа Ҫуртне — пӗтӗмпе туса пӗтеричченех Соломонӑн мӗнпур ӗҫӗ ҫапла йӗркеленсе пынӑ.

17. Ҫавӑн чухне Соломон тинӗс хӗрринчи Идумея ҫӗрне — Ецион-Гаверпа Елаф хулисене — кайнӑ. 18. Хӑйӗн тарҫисем урлӑ Хирам ӑна тинӗсре ҫӳреме пӗлекен чурисемпе карапсем ярса панӑ; вӗсем вара Соломон тарҫисемпе пӗрле Офира кайнӑ, унта тӑватҫӗр аллӑ талант ылтӑн тупса Соломон патшана кӳрсе панӑ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней