Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫапах та, вӑл кулакпа ҫыхланса кайнӑшӑн тата ҫав класс тӑшманне юратнипе кӑшкӑрсах йӗнӗшӗн, — ӑна ҫӗлен темелле.
15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Захар хӑйӗн тӑшманне ҫеҫ мар, унӑн улпутне те, улпучӗн тӑванӗсене те, палланӑ ҫынӗсене те, вӗсем пуррипе ҫуккине пӗлмесӗрех айӑпласшӑн пулчӗ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӑйӗн тӑшманне тӗппипех пӗтерсе хума унӑн тарӑхнипе сасси ҫитеймерӗ.У него от злости недоставало голоса, чтобы окончательно уничтожить своего противника.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗтӗм этемлӗхӗн чи хаяр тӑшманне — фашизма — хӑйӗн йӑвинчех ҫапса аркатнӑ.Злейший враг всего человечества — фашизм — потерпел полный крах.
Вӑтӑр иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Тарӑхса кайнӑ халӑх хӑйӗн тӑшманне туллать, хӑвалать.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Алексей хӑйне валли пӗр тӑшманне суйласа илсе, ыттисене куҫран ҫухатмасӑрах, ӑна прицел хӗресӗ тӗлӗнче тытса, ун ҫинелле ыткӑнса пычӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Муромски туртӑнса тӑма пултарайман, мӗншӗн тесен хӑйне хӑй вӑл ун умӗнче парӑмлӑ тесе шутланӑ, ҫапла вара Берестао киле питӗ чаплӑ тавӑрӑннӑ, вӑл мулкачӑ та тытнӑ тата хӑйӗн тӑшманне, аманнӑскере, тыткӑна илнӗ пекех ертсе пынӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ҫапах та, хӑй «тӑшманне» хур тунӑ пулсан та, Тариҫӗн темшӗн чӗри вырӑнта мар.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Чӑваш хӑйӗн тӑшманне хӑҫан та пулсан ҫӗнессе шанма пӑрахать; тарса, хӑтлӑха пытанса кӑна чӗрӗ юлма пултарассине ӑнланса илет.
Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.
10. Вӗсемшӗн Эпӗ темӗн чухлӗ патшана сирпӗтрӗм; фараона чурисемпе, пӗтӗм ҫарӗпе пӗрле пӗтертӗм; 11. суя тӗнлисене пурне те вӗсен умӗнчен сирсе тӗп турӑм, хӗвелтухӑҫӗнче те икӗ ҫӗрӗн, Тир ҫӗрӗпе Сидон ҫӗрӗн, халӑхне сапаласа ятӑм, вӗсен мӗнпур тӑшманне пӗтерсе тӑкрӑм.
3 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Вара вӗсем Симона килӗшӳ тумашкӑн тархасланӑ, Симон килӗшнӗ, анчах вӗсене унтан хӑваласа кӑларнӑ та ирсӗрлентернӗ кереме тасатнӑ, 51. вара ҫӗр ҫитмӗл пӗрремӗш ҫулхи иккӗмӗш уйӑхӑн ҫирӗм виҫҫӗмӗш кунӗнче Симон кереме Турра мухтаса, пальма турачӗсем тытса, кӗслепе цитра каласа, кимвал ҫапса, псаломсемпе юрӑсем юрласа пырса кӗнӗ, мӗншӗн тесессӗн Израилӗн питех те вӑйлӑ тӑшманне салатса тӑкнӑ вӗсем.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Тусна юрат, унпа тӳрӗ пурӑн; 18. пӗрре ун шанчӑкӗнчен тухсассӑн, текех ун хыҫҫӑн ан ҫӳре: 19. этем хӑйӗн тӑшманне вӗлернӗ пек, эсӗ ҫавнашкал ҫывӑх ҫыннун туслӑхне вӗлернӗ; 20. аллунти кайӑка вӗҫтерсе янӑ пек, эсӗ тусна ҫапла вӗҫертрӗн — ӗнтӗ тытаймӑн ӑна; 21. ан та хӑвала: аякка кайрӗ вӑл, танатаран вӗҫерӗннӗ ту качаки пекех вӑркӑнчӗ.
Сир 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Эсӗ ӑна хирӗҫ тӑракансенӗн сылтӑм аллине ҫӗклентертӗн, унӑн мӗнпур тӑшманне савӑнтартӑн; 44. Эсӗ ун хӗҫӗн ҫивӗчӗшне каялла ҫавӑртӑн, ӑна вӑрҫӑра тӗреклентермерӗн; 45. унӑн чапне туртса илтӗн, аслӑ пуканне ҫӗре пӑрахрӑн; 46. унӑн ҫамрӑк ӗмӗрне кӗскетрӗн, ӑна намӑса хӑвартӑн.
Пс 88 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Иудейсем вара хӑйсен пӗтӗм тӑшманне пӗтернӗ, вӗсене хӗҫпе вакланӑ, вӗлернӗ, кӑкланӑ, тӑшманӗсене мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тунӑ.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вуниккӗмӗш уйӑхӑн, урӑхла каласан адар уйӑхӗн, вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче, — патша хушӑвне пурӑнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ кун, иудейсене тӑшманӗсем пӑхӑнтарма шутласа хунӑ кун, — пачах урӑхла пулса тухнӑ, иудейсем хӑйсем ҫӗнтернӗ, пӗтӗм тӑшманне парӑнтарнӑ.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Санӑн халӑху Эсӗ кӑтартса янӑ ҫулпа хӑйӗн тӑшманне хирӗҫ вӑрҫа тухсассӑн, Эсӗ суйласа илнӗ ҫак хула еннелле, эпӗ Сан ятупа лартнӑ Ҫурт еннелле ҫаврӑнса Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ чухне 45. илтсемччӗ тӳперен вӗсен кӗллине, вӗсем мӗн ыйтнине, вара вӗсемшӗн мӗн кирлине тусамччӗ.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Хӑйӗн тӑшманне шыраса тупнӑ хыҫҫӑн кам-ха ӑна ырӑ ҫула кӑларса ятӑр?
1 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эхер те эпӗ вилес пулсассӑн, манӑн килӗме ан пӑрах, нихӑҫан та — Ҫӳлхуҫа ҫӗр ҫинчен Давидӑн мӗнпур тӑшманне пӗтерсе тӑксассӑн та — ӑна хӑвӑн ырӑлӑхна кӑтартма ан пӑрах, тенӗ.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Хӗвел чарӑнса тӑнӑ, уйӑх чарӑнса тӑнӑ, халӑх хӑй тӑшманне аркатса тӑкичченех вӗсем ҫапла пӗр хускалмасӑр тӑнӑ.13. И остановилось солнце, и луна стояла, доколе народ мстил врагам своим.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Турӑ ӑна Египетран илсе тухрӗ, вӑл кайӑк вӑкӑр пек вичкӗн те хӑватлӑ, вӑл хӑйне курайман халӑхсене тӗп тӑвать, вӗсен шӑммисене ватать, [тӑшманне] ҫӗмренпе пӗтерет.
Йыш 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.