Поиск
Шырав ĕçĕ:
5. Пирӗн Ҫӳлхуҫа аслӑ, [Унӑн] вӑйӗ аслӑ, Унӑн ӑсне виҫме те ҫук.5. Велик Господь наш и велика крепость [Его], и разум Его неизмерим.
Пс 146 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хӗн-асапа пула куҫӑм вӑйӗ пӗтрӗ: эй Ҫӳлхуҫамӑм, Сана кунӗпех тархасларӑм, аллӑмсене Сан еннелле ҫӗклесе тӑтӑм.10. Око мое истомилось от горести: весь день я взывал к Тебе, Господи, простирал к Тебе руки мои.
Пс 87 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эпӗ вара, — манӑн урасем кӗҫех тайӑлатчӗҫ, ура тупанӗсем кӗҫех шуса каятчӗҫ, — 3. йӗркесӗр ҫынсем тулӑх пурӑннине кура, ӑссӑр ҫынсене ӑмсантӑм: 4. вӗсем мӗн виличченех асап курмаҫҫӗ, вӗсенӗн вӑйӗ тӗреклӗ; 5. вӗсем этем ӗҫлекен ӗҫре ҫӳремеҫҫӗ, ытти ҫынсемпе пӗрле хӗн курмаҫҫӗ.
Пс 72 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӗсене, сурӑхсене хупнӑ пек, ҫӗр тӗпне хупса хурӗҫ; вӗсене вилӗм кӗтӳҫӗ пек кӗтсе ҫӳрӗ, сӑваплисем ирхине вӗсен пуҫлӑхӗсем пулӗҫ; вӗсенӗн вӑйӗ пӗтсе ларӗ; вӗсенӗн килӗ — виле шӑтӑкӗ.
Пс 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй Турӑ, эпир хамӑр хӑлхапа хамӑр илтрӗмӗр, Эсӗ авалхи кунсенче, аттемӗрсен вӑхӑтӗнче, тунӑ ӗҫ ҫинчен аттемӗрсем пире кала-кала паратчӗҫ: 3. Хӑвӑн аллупа Эсӗ халӑхсене пӗтернӗ, аттемӗрсене вара вырӑнаҫтарнӑ; ют ӑрусене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, вӗсене вара вырӑнаҫтарса тухнӑ: 4. ҫав ҫӗре аттемӗрсем хӗҫпе ҫӗнтерсе илмен, вӗсене хӑйсен вӑйӗ ҫӑлман — Санӑн сылтӑм аллу, Санӑн вӑю, Сан сӑнун ҫутийӗ ҫӑлнӑ вӗсене, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ вӗсене кӑмӑлланӑ.
Пс 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эй Ҫӳлхуҫа, Хӑвӑн хӗрхенекен кӑмӑлна манран ан сирсемччӗ; Санӑн ырӑлӑхупа Санӑн чӑнлӑху мана яланах сыхласа тӑрӗҫинччӗ: 13. темӗн тӗрлӗ асап та сырса илчӗ мана; хам тунӑ йӗркесӗр ӗҫсем хамах ҫитрӗҫ, ӗнтӗ пӑхса та курайми пултӑм: вӗсем пуҫӑм ҫинчи ҫӳҫ пӗрчинчен те йышлӑрах; чӗрем вӑйӗ юлмарӗ.
Пс 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Тӳрӗ ҫыннӑн сахалли те — нумай-нумай усал ҫын мулӗнчен пахарах: 17. усал ҫынсенӗн вӑйӗ путланӗ, тӳрӗ ҫынсене вара Ҫӳлхуҫа тӗреклентерет.
Пс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫарӗ йышлӑ пулнипе патша хӑтӑлаймӗ; паттӑра пысӑк вӑйӗ ҫӑлаймӗ.16. Не спасется царь множеством воинства; исполина не защитит великая сила.
Пс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Левиафан тӑлпӑвӗ ҫинчен, унӑн вӑйӗ ҫинчен, унӑн килӗшӳллӗ илемӗ ҫинчен каламасӑр хӑвармӑп.4. Не умолчу о членах его, о силе и красивой соразмерности их.
Иов 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Мӗне кирлӗ мана вӗсен вӑйӗ?
Иов 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Унӑн шӑммисенче — ҫамрӑклӑх вӑйӗ, анчах вӗсем те унпа пӗрле ҫӗр айне кайӗҫ.11. Кости его наполнены грехами юности его, и с ним лягут они в прах.
Иов 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Акӑ эсӗ нумайӑшне ӑс парса вӗрентеттӗн, хал ҫухатса алӑ уснисене хунтӑлаттӑн, 4. санӑн сӑмахусем такӑнакан ҫынна ура ҫине тӑрататчӗҫ, чӗркуҫҫи вӑйӗ пӗтсе килнисене эсӗ тӗрек параттӑн.
Иов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Иерусалимри Турӑ Ҫурчӗ патне ҫитсессӗн, ӑру пуҫлӑхӗсем хӑшӗ-хӑшӗ ҫак Ҫурта хӑйӗн вырӑнӗнчех ҫӗнӗрен туса лартма сӑмах панӑ, 44. вӗсем ӗнтӗ вӑйӗ ҫитнӗ таран Турӑ Ҫуртне тунӑ ҫӗре пин мина ылтӑн, пилӗк пин мина кӗмӗл тата священниксем валли ҫӗр тум пама пулнӑ.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Вӑл сут тунинче тӳрӗ марри нимӗн те ҫук; вӑл — пур ӗмӗрсен вӑйӗ, патшалӑхӗ, хӑвачӗпе ӑслӑлӑхӗ: чӑнлӑх Турри мухтавлӑ!
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иккӗмӗшӗ, патша вӑйӗ ҫинчен ҫырнӑскерӗ, кала пуҫланӑ: 2. эй арсем! вӑйлӑ мар-и-ха ҫӗрпе тинӗсе тата унта мӗн пуррине тытса тӑракан ҫынсем?
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Малтанхи, эрех вӑйӗ ҫинчен ҫырнӑскерӗ, кала пуҫланӑ, вӑл ҫапла каланӑ: 18. эй арсем!И начал первый, сказавший о силе вина, и говорил так: 18. О, мужи!
2 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
69. Вӗсем ӗнтӗ вӑйӗ ҫитнӗ таран панӑ, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн мул управӑшне вӗсем утмӑл пӗр пин драхма ылтӑн, пилӗк пин мина кӗмӗл тата священниксем валли ҫӗр тум хывнӑ.
1 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Халӑха ертсе пыма Езекия ҫарпуҫсем суйласа лартнӑ, вӗсене хӑй патне, хула хапхи умӗнчи лаптӑка, пуҫтарнӑ та вӗсен чунне пырса тивмелли сӑмахсем каласа хавхалантарнӑ: 7. ҫирӗп те хӑюллӑ пулӑр, Ассири патшинчен, унпа пӗрле килнӗ эшкертен ан хӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн пирӗн вӑй вӗсеннинчен пысӑкрах, 8. унӑн — ӳт вӑйӗ, пирӗнпе пӗрле — Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Вӑл пире пулӑшӗ, пирӗн майлӑ ҫапӑҫӗ, тенӗ.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Асан ҫар вӑйӗ те пӗчӗк пулман: Иуда йӑхӗнчен — хулканпа та сӑнӑпа авӑрланнӑ виҫҫӗр пин ҫын, Вениамин йӑхӗнчен — хулканпа авӑрланнӑ, ухӑпа перекен икҫӗр сакӑрвунӑ пин ҫын пулнӑ; пурте вӗсем харсӑр ҫынсем пулнӑ.
2 Ҫулс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ӗнтӗ Давид та, унпа пӗрле пулнӑ халӑх та кӑшкӑрса-татӑлса макӑрнӑ, макӑрмашкӑн вӑйӗ юлмичченех макӑрнӑ.4. И поднял Давид и народ, бывший с ним, вопль, и плакали, доколе не стало в них силы плакать.
1 Пат 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.