Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 2 Ҫулс 32

Раздел: Библи –> Ҫулсеренхи иккӗмӗш кӗнеке

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.05 18:11

Предложений: 38; Слово: 740

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Езекия ҫакӑн пек чунтан парӑнса тунӑ ӗҫсем хыҫҫӑн Сеннахирим, Ассири патши, Иудейӑна пырса кӗнӗ, тӗреклӗлетнӗ хуласене ҫавӑрса илнӗ, вӑл вӗсене хӑй валли туртса илесшӗн пулнӑ. 2. Езекия, Сеннахирим Иерусалима хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫма шутланине курсассӑн, 3. хӑйӗн ҫулпуҫӗсемпе, ҫар ҫыннисемпе канашланӑ та, вӗсем хула тулашӗнчи ҫӑлкуҫсене хупласа лартма шутланӑ; лешӗсем ку тӗлӗшпе пулӑшнӑ ӑна. 4. Халӑх нумай пуҫтарӑннӑ, вара мӗнпур ҫӑл-пӗве таврашне тата ҫӗршыв урлӑ юхса выртнӑ юхӑма тӑпра сапса хупланӑ та каланӑ: кунта килсессӗн Ассири патшисем шыв ан тупайччӑр, [ан ҫирӗпленейччӗр], тенӗ. 5. Езекия ӗнтӗ хавхаланса кайнӑ, тӳннӗ-юхӑннӑ хӳмене ҫӗнеттернӗ, ӑна пашне ҫӳллӗшех хӑпарттарнӑ, хула тулашӗнче тата тепӗр хӳме тутарнӑ, Давид хулинчи Миллона ҫирӗплетнӗ тата темӗн чухлӗ кӑралпа хулкан хатӗрленӗ. 6. Халӑха ертсе пыма Езекия ҫарпуҫсем суйласа лартнӑ, вӗсене хӑй патне, хула хапхи умӗнчи лаптӑка, пуҫтарнӑ та вӗсен чунне пырса тивмелли сӑмахсем каласа хавхалантарнӑ: 7. ҫирӗп те хӑюллӑ пулӑр, Ассири патшинчен, унпа пӗрле килнӗ эшкертен ан хӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн пирӗн вӑй вӗсеннинчен пысӑкрах, 8. унӑн — ӳт вӑйӗ, пирӗнпе пӗрле — Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Вӑл пире пулӑшӗ, пирӗн майлӑ ҫапӑҫӗ, тенӗ. Иудея патши Езекия каланӑ сӑмахсемпе вара халӑх вӑй илсе ҫирӗпленнӗ.

9. Ҫавӑн хыҫҫӑн Ассири патши Сеннахирим хӑйӗн чурисене Иерусалима янӑ, — хӑй вӑл тата унӑн пӗтӗм ҫарӗ Лахисра тапӑрпа тӑнӑ пулнӑ, — вӑл Иудея патшине Езекияна тата Иерусалимри пӗтӗм иудейсене ҫапла калама хушнӑ: 10. Ассири патши Сеннахирим ҫапла калать: мӗне шанатӑр эсир? Иерусалим керемӗнче мӗне шанса ларатӑр? 11. Езекия сире: «Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр пире Ассири патши аллинчен ҫӑлса хӑварӗ» тесе, выҫӑпа та шывсӑр антӑхтарса вӗлерессишӗн илӗртмест-и-ха? 12. Унӑн тӳпем вырӑнӗсемпе Унӑн парне вырӑнӗсене ҫав Езекия ҫӗмӗрсе тухманччӗ-и-ха, Иудейӑпа Иерусалима: «пӗртен-пӗр парне вырӑнӗ умӗнче ҫеҫ кӗлтӑвӑр, унӑн умӗнче ҫеҫ ырӑ шӑршӑ тӗтӗрӗр» теекенни ҫавӑ мар-и-ха? 13. Эпӗ тата манӑн аттемсем ытти ҫӗршывсенчи халӑхсене мӗн-мӗн тунине эсир пӗлместӗр-им вара? Ҫӗр ҫинчи халӑхсен туррисем хӑйсен ҫӗрне ман алӑран ҫӑлса хӑварма пултарнӑ-и? 14. Манӑн аттемсем тӗп тунӑ халӑхсен туррисенчен хӑшӗ хӑй халӑхне ман аллӑмран хӑтарса хӑварнӑ? Сирӗн Туррӑр сире ман аллӑмран епле ҫӑлса хӑварӗ-ши? 15. Халӗ ӗнтӗ Езекия сире улталаса ан йӑпаттӑр; ан ӗненӗр ӑна: нихӑш халӑхпа нихӑш патшалӑхӑн турри те хӑй халӑхне ман аллӑмран, манӑн аттемсен аллинчен ҫӑлса хӑварма вӑй тупайман пулсан, сирӗн Туррӑр та сире ман аллӑмран хӑтараймӗ, тенӗ Сеннахирим. 16. Сеннахирим тарҫисем Ҫӳлхуҫа Турра хирӗҫле, Унӑн чурине Езекияна хирӗҫле тата нумай каланӑ. 17. Сеннахирим ҫырусем те ҫырнӑ пулнӑ, вӗсенче вӑл Ҫӳлхуҫана, Израиль Туррине, хӑртнӑ, Ӑна хирӗҫле ҫакӑн пек каланӑ: «ҫӗр ҫинчи халӑхсен туррисем хӑйсен халӑхӗсене манран ҫӑлса хӑварайман пекех, Езекия Турри те Хӑй халӑхне манран ҫӑлса хӑвараймӗ» тенӗ. 18. Сеннахирим тарҫисем, хӳме ҫине тухса тӑнӑ Иерусалим халӑхне хӑратас, сехӗрлентерес тесе тата хулана ярса илес тесе, хытӑ сасӑпа еврейла кӑшкӑрнӑ. 19. Иерусалим Турри ҫинчен вӗсем ытти халӑхсен туррисем ҫинчен, этем алли ӑсталанӑ турӑсем ҫинчен каланӑ пек каланӑ. 20. Вара Езекия патшапа Исаия — Амос ывӑлӗ, пророк — тӳпенелле пӑхса кӑшкӑрса кӗлтунӑ. 21. Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ Ангела янӑ та, вӑл Ассири патши ҫарӗнчи мӗнпур паттӑра, ҫарпуҫне тата ҫар пуҫлӑхӗсене тӗп тунӑ. Сеннахирим вара, намӑс курса, каялла хӑй ҫӗрне таврӑннӑ; хӑй туррин ҫуртне пырса кӗрсен, ӑна унта хӑйӗнчен ҫуралнисемех хӗҫпе касса вӗлернӗ. 22. Езекияна тата Иерусалимра пурӑнакансене Ассири патшийӗн Сеннахиримӑн аллинчен тата ыттисен аллинчен Ҫӳлхуҫа ҫапла ҫӑлса хӑварнӑ, вӗсене Вӑл пур ҫӗрте те упранӑ. 23. Ҫавӑн чухне нумайӑшӗ Иерусалима пырса Ҫӳлхуҫана парнесем кӳре-кӳре тӑнӑ, Иудея патшине Езекияна та хаклӑ япаласем парнеленӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Езекия пур халӑхсен умӗнче те чапа тухнӑ.

24. Ҫав вӑхӑтра Езекия вилмеллех чирлесе ӳкнӗ. Езекия ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ, Вӑл ӑна илтнӗ те паллӑ панӑ. 25. Анчах та Езекия хӑйне панӑ ырӑлӑхшӑн ырӑпа тавӑрма пӗлмен, мӗншӗн тесессӗн унӑн чӗри мӑнаҫланса кайнӑ. Вара Турӑ ӑна та, Иудейӑна та, Иерусалима та ҫилленнӗ. 26. Езекия хӑй те, Иерусалим ҫыннисем те мӑнаҫлӑ чун-чӗрине йӑвашлатнӑ та, вара Езекия чӗрӗ чухне Ҫӳлхуҫа ҫилли вӗсем ҫине ӳкмен. 27. Езекиян пуянлӑхӗ те, мухтавӗ те шутсӑр пысӑк пулнӑ; вӑл ылтӑн-кӗмӗл, хаклӑ чул, ырӑ шӑршӑлӑх, хулкан тата тӗрлӗрен савӑт-сапа упрамалли ҫурт тунӑ, 28. ҫӗр паракан ҫимӗҫе, тырра-пулла, эрехпе ҫу таврашне упрама кӗлетсем, выльӑх-чӗрлӗх усрама витесем, кӗтӳ тапӑрӗсем валли картасем тунӑ. 29. Вӑл хуласем те туса лартнӑ. Вак выльӑхпа шултӑра выльӑх кӗтӗвӗсем те унӑн нумай пулнӑ: Турӑ ӗнтӗ ӑна питех те пысӑк пурлӑх панӑ. 30. Геон шывне ҫӳлте пӗвелесе, унӑн юххине Давид хулин анӑҫ еннелле уҫса яраканӗ те Езекиях пулнӑ. Езекия кирек хӑш ӗҫне те ӑнӑҫуллӑ туса пурӑннӑ. 31. Вавилон патшисем янӑ элчӗсем унран ҫӗр ҫинче пулса иртнӗ хӑват палли ҫинчен ыйтса пӗлме пырсассӑн ҫеҫ, — ӑна сӑнаса пӑхас, ун чӗринче мӗн пуррине пӗтӗмпех пӗлес тесе, — Турӑ Езекияна пӑрахса хӑварнӑ.

32. Езекия мӗн-мӗн тунине, унӑн ырӑ ӗҫӗсене Исаия — Амос ывӑлӗ, пророк, мӗн пулассине малтанах курнӑскерӗ — ҫырса хӑварнӑ тата Иудейӑпа Израиль патшисенӗн кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ. 33. Ӗнтӗ Езекия канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна Давид ывӑлӗсен тупӑклӑхӗнче ҫӳлте пытарнӑ, вилнӗ хыҫҫӑн ӑна пӗтӗм Иудея халӑхӗ тата Иерусалимра пурӑнакансем хисеплесе-чысласа ӑсатнӑ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Манассия, ларнӑ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней