Поиск
Шырав ĕçĕ:
32. Вӑйӗ ҫитес пек туйӑнмасан, лешӗ аякра чухнех вӑл ун патне килӗшӳ сӗнсе хӑйӗн ҫыннисене ярӗ.32. Иначе, пока тот еще далеко, он пошлет к нему посольство просить о мире.
Лк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Е тата пӗр патша тепӗр патшана хирӗҫ вӑрҫа каяс умӗн хӑй ҫине ҫирӗм пин ҫынпа пыракан патшана вунӑ пин ҫынпа хирӗҫ тӑма вӑйӗ ҫитессипе ҫитмесси ҫинчен епле-ха малтан ларса канаш тумӗ?
Лк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӗнтӗ кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ, ватлӑхпа йӑмшанӑран ури вӑйӗ юлманнипе пӗкӗрӗлсе аннӑ ватӑсене ушкӑнӗпех хӑваласа пынӑ; вӑйпах кӑларса яма хушнӑран вӗсене, намӑса пӗлмесӗр, хӑвӑртрах утма хистенӗ.
3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара пурне те курса тӑракан Турӑ, сӑваплисенчен пуринчен те Сӑваплӑраххи, йӑвашлӑх кӗллине илтсе, вӑйӗпе те чӑрсӑрлӑхӗпе мӑнаҫланакана пырса ҫапнӑ: хӑмӑша ҫил суллантарнӑ пек, ӑна унталла-кунталла силленӗ, ҫапла лешӗ, алли-ури вӑйӗ пӗтсе килнӗскер, ҫӗр ҫинче пӗр хускалмасӑр выртаканскер, хӑйне тӳрӗ сут ҫитнипе сасӑ пама та пултарайман.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Усал ҫын хӑйне каҫарман Ҫӳлхуҫана тархасласа ҫапла каланӑ: 14. «эпӗ ҫӗрпе танлаштарса масар тума васканӑ сӑваплӑ хулана ирӗклӗ хула тесе пӗлтеретӗп; 15. иудейсене тупӑклӑха пытармасӑр ачисемпе пӗрле ҫӑткӑн кайӑксемпе тискер чӗрчунсене пӑрахса партараттӑм пулсассӑн, халӗ вӗсене пурне те Афинӑ ҫыннисемпе тан тӑватӑп; 16. унччен ҫаратса тухнӑ сӑваплӑ Ҫурта чи чаплӑ парнесемпе илемлетӗп, сӑваплӑ савӑтсене пӗтӗмпех каялла тавӑрса парӑп, ытларах та парӑп, парне валли каякан тӑкака хамӑн тупӑшран парса тӑрӑп; 17. ку ҫеҫ мар-ха, хам иудей пулса тӑрӑп, ҫын пурӑнакан тӗрлӗ вырӑнпа иртӳҫӗн Турӑ вӑйӗ ҫинчен пӗлтерсе пырӑп» тенӗ.
2 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Аслӑ священник ҫырлахтару парни кӳнӗ вӑхӑтра паҫӑрхи яш ачасем — вӗсем унчченхи чаплӑ тумӗпех пулнӑ — каллех Илиодора курӑннӑ та ун умне тӑрса каланӑ: аслӑ священника Онияна хытӑ тав ту, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа сана пӗр уншӑн пурӑнӑҫ пачӗ; 34. эсӗ вара, Вӑл хаса панине тӳссе курнӑскер, пурне те Туррӑн аслӑ вӑйӗ ҫинчен каласа пӗлтер, тенӗ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Турӑ вӑйӗ ӑна калаҫайми туса, ҫӑлӑнас шанчӑксӑр тӑратса хӑварнӑ.29. Божественною силою он повергнут был безгласным и лишенным всякой надежды и спасения.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Анчах, патшанӑн вӑрҫа тухнӑ вӑйӗ пысӑккине, ҫарӗсенӗн вичкӗнлӗхне курса, иудейсем вӗсенчен пӑрӑнса кайнӑ.47. Но, увидев силу царского ополчения и стремительность войск, Иудеи уклонились от них.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вара чӗри мӑнаҫланать унӑн, вӑл тилӗрсе ҫӳрет; унӑн вӑйӗ — хӑйӗн турри.11. Тогда надмевается дух его, и он ходит и буйствует; сила его - бог его.
Авв 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӑрушӑ та тискер вӑл; унӑн сучӗ те, унӑн вӑйӗ те унран хӑйӗнчен килет.7. Страшен и грозен он; от него самого происходит суд его и власть его.
Авв 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫаратнӑ, пушатнӑ, йӑлт тустарнӑ ӑна; чӗре вӑйӗ пӗтет, чӗркуҫҫи чӗтрет; пурте пилӗксӗр пулнӑ, пурте сӑнран ӳкнӗ.
Наум 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ӗнтӗ ҫурҫӗр патшийӗ ҫитӗ, тӑпрас хӑпартӗ те ҫирӗплетнӗ хулана ярса илӗ: кӑнтӑр вӑйӗ хирӗҫ тӑраймӗ, унӑн чи паха ҫарӗ те тӳсеймӗ; хирӗҫ тӑма вӑй ҫитеймӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫурҫӗр патшин ҫарне аркатсассӑн, кӑнтӑр патшийӗн чӗри мӑнаҫлӑланса кайӗ; вӑл тӑшманӗсене пинӗ-пинӗпе тӗп тӑвӗ, анчах та унӑн вӑйӗ нумайлӑха пымӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эпӗ куртӑм ӗнтӗ: сурӑх таки патне ҫывхарнӑҫемӗн вӑл тата хытӑрах талӑрса кайрӗ, ӑна ҫитсе ҫапса унӑн икӗ мӑйракине те хуҫса пӑрахрӗ; ӑна хирӗҫ тӑма сурӑх такин вӑйӗ ҫитеймерӗ, качака таки ӑна ҫӗре ҫапса антарчӗ, ватса-таптаса тӑкрӗ — сурӑх такине хӑтарма пултараканни тупӑнмарӗ.
Дан 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Акӑ Израиль пуҫлӑхӗсем сан патӑнта кашнийӗ хӑйӗн вӑйӗ ҫитнӗ таран юн тӑкса пурӑнчӗ.6. Вот, начальствующие у Израиля, каждый по мере сил своих, были у тебя, чтобы проливать кровь.
Иез 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӗсем ӗнтӗ йӗнӗ, типӗ тытнӑ, Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ, 6. кӗмӗл пуҫтарнӑ, кашнийӗ вӑйӗ ҫитнӗ таран панӑ, 7. ҫав кӗмӗле Иерусалима аслӑ священник Иоаким патне — Салом ывӑлӗн Хелкиян ывӑлӗ патне — тата священниксем патне, Иерусалимра унпа пӗрле юлнӑ пӗтӗм халӑха ярса панӑ, 8. кӗмӗлпе пӗрлех сиуал уйӑхӗн вуннӑмӗш кунӗнче тата Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен илсе кайнӑ савӑтсене, Седекия — Иосия ывӑлӗ, Иудея патши — тутарнӑ кӗмӗл савӑтсене, Иудея ҫӗрне каялла тавӑрма Варух аллине панӑскерсене, ярса панӑ; 9. Турӑ Ҫурчӗн савӑчӗсене Навуходоносор, Вавилон патши, Иерусалим хулинчен Иехонияпа аслӑ ҫынсене, алӑстисене, улпутсене, Иудея ҫӗрӗн халӑхне Вавилона куҫарса кайнӑ чухне хӑйпе пӗрле илсе кайнӑ пулнӑ.
Вар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
56. Ҫав турӑсем — йывӑҫран тунӑскерсем, ылтӑн-кӗмӗл сӑрнӑскерсем — хӑйсене вӑрӑсенчен те, хурахсенчен те сыхлаймаҫҫӗ: 57. лешӗсем вара, вӗсенчен вӑйлӑраххисем, вӗсем ҫинчи ылтӑн-кӗмӗле, тумтире сӳсе илеҫҫӗ те тупӑшпа тухса каяҫҫӗ, кусенӗн ӗнтӗ хӑйсене хӑйсем пулӑшма та вӑйӗ ҫук.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Вавилон ҫарҫисем ҫапӑҫма пӑрахрӗҫ, хӑйсен тӗреклӗлетнӗ вырӑнӗсенче лараҫҫӗ; вӗсен вӑйӗ пӗтсе ҫитнӗ, хӗрарӑмсем пек пулса тӑнӑ, вӗсен ҫурчӗсене ҫунтарса янӑ, сӑлӑпӗсене ҫапса салатнӑ.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Моав мӑйракине касса пӑрахнӑ, унӑн вӑйӗ пӗтсе ларнӑ, тет Ҫӳлхуҫа.25. Отсечен рог Моава, и мышца его сокрушена, говорит Господь.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӗр аскӑн ҫынсемпе тулса ларнӑ, ылханлӑ ҫӗр ӗсӗклет; ҫеҫенхирти кӗтӳлӗхсем типсе ларчӗҫ, вӗсен тӗллевӗ вара — усаллӑх, вӗсен вӑйӗ — тӳрӗ мар ӗҫ, 11. пророк та, священник та ирсӗрленнӗ; Хамӑн Ҫуртӑмра та Эпӗ вӗсен ирсӗр ӗҫӗсене тупрӑм, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.