Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Пӑх сăмах пирĕн базăра пур.
Пӑх (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсӗ ӑна шӑлпа, шӑлпа ҫыртса пӑх!

Ты его на зуб пробуй, на зуб!

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсӗ ӳпне вырт та шӑлпа ҫыртса пӑх.

Ты ляжь на пузо да косогон на зуб попробуй.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Манӑн ӗҫӗ ҫавӑ: куҫна шан, аллупа вара хыпашласа пӑх, — терӗ шӳтлесе Давыдов.

— Мое дело такое: глазам верь, а руками щупай, — отшучивался Давыдов.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Атя, атя, тулӗк чӑкӑлташса ан пӑх.

Пойдем, пойдем, только без придирков осматривай.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах эсӗ ҫапах та ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑх

Но ты все-таки подумай об этом…

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсӗ хӑвӑн юбку айӗнче шыраса пӑх вӗсене!

Ты под юбкой на себе их поищи!

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл ман патӑмри халӑха пӑтратать, колхозран тухма хистет, ҫав вӑхӑтрах ӑна хӑйне, путсӗре, кӑларса ҫапма тытӑнса пӑх, — вӑл хӑй хыҫҫӑн ыттисене те сӗтӗрсе каять.

Он мне народ мутит, подбивает выходить из колхоза, а начни его, стерву, выкидывать, — он и других за собой потянет.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Пире ӗненместӗн пулсан — хӑв кайса пӑх, каймастӑн пулсан — эпир вӗсене халех кунта ҫавӑтса килетпӗр.

— Не веришь нам — пойди сам, погляди, а нет — мы их зараз сюда приведем.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ну, хӑвах шухӑшласа пӑх: ҫавӑн пек шартлама сивӗре пӗчӗк ачана шыва чиксе кӑларма юрать-и?

Ну, сам подумай: мысленное дело дитя в купелю окунать по такому холоду?

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ каялла кайса пӑх, пӑккине шыраса туп…

Ты вернись, поищи затычку-то…

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ кай-ха, кӑштах лӑплан, шухӑшлакаласа пӑх, каҫхине вара ячейкӑна килӗн те эпӗ тӗрӗс тунине каласа парӑн, факт.

Ты пойди остынь несколько и подумай, а вечером придешь на ячейку и скажешь, что я был прав, факт.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ме-ха, акӑ, вуласа пӑх.

— На-ка вот, прочитай.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ан ил, тепӗрне тӑхӑнса пӑх!

— Не бери, померяй другой!

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ме-ха, Ленинград пирусне туртса пӑх… — Давыдов ӳсӗрсе илчӗ.

На вот, закуривай ленинградскую папироску… — Давыдов кашлянул.

16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эсӗ хӑв арӑмун миҫине шутласа пӑх

— Посчитай ты, сколько у твоей бабы…

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ кунталла пӑх!

Ты смотри сюда!

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Шухӑшласа пӑх

— Подумай…

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тепӗр ҫын ҫине нихҫан та унӑн ырринчен усалли ытларах тесе ан пӑх — ырри унӑн ытларах тесе шухӑшла — вӑл тӗрӗссипех ҫапла пулӗ!

Никогда не подходи к человеку, думая, что в нем больше дурного, чем хорошего, — думай, что хорошего больше в нем, — так это и будет!

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

— Ну-тӑк вӑт! хӑтланса пӑх

— Ну и вот! Попробуй…

Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.

Пирӗн пекарь, кӑмака анине кӗреҫипе вӑйлӑн, ҫиленерех шӑйӑрттарчӗ те, сасартӑк мӑшкӑлларах каласа хучӗ: — Пӗчӗк чӑрӑшсене тӳнтерме пысӑк вӑях кирлӗ мар, эсӗ ак хыра тӳнтерсе пӑх… — терӗ.

Наш пекарь сильно и сердито шаркнул лопатой о шесток печи и вдруг насмешливо сказал: — Не великой силой валят елочки, а ты сосну повали…

Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней